Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 07.08 - 13.08

ТАКА 21.III - 20.IV Кăткăс эрне, укçа пирки нумай шухăшлатăр, калаçатăр, анчах хумхану харпăр тупăшпа çыхăнман. Çемье бюджечӗпе, парăмсемпе, еткерпе е налогсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама тивет. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗçпе çыхăннă ыйтусене пурнăçлама вăхăчӗ ăнăçлах мар. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ырă тапхăр, сывлăх та чиперех. Çапах та апат-çимӗç, ӗçкӗ-çикӗ...

ТАКА 21.III - 20.IV
Кăткăс эрне, укçа пирки нумай шухăшлатăр, калаçатăр, анчах хумхану харпăр тупăшпа çыхăнман. Çемье бюджечӗпе, парăмсемпе, еткерпе е налогсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама тивет. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗçпе çыхăннă ыйтусене пурнăçлама вăхăчӗ ăнăçлах мар.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ырă тапхăр, сывлăх та чиперех. Çапах та апат-çимӗç, ӗçкӗ-çикӗ енӗпе виçеллӗ пулмалла. Нумай ӗçлеме, шухăшлама тивӗ. Çул çинче асăрхануллă пулăр, аманас хăрушлăх пур, апатпа наркăмăшланас мар тесен суйласа çийӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере профессире çитӗнӳ туса авторитетăра ӳстеретӗр, çынсем ытларах хисеплеме пуçлӗç. Социаллă пуçарупа çыхăннă ӗçсем ăнăçлă пулаççӗ. Авторитетлă çынсем пулăшасси курăнать. Мăшăрсем ăнлану çуккипе хирӗçме пултараççӗ. Хăшӗсене ӗçпе кил хушшинче баланс тупма йывăр пулӗ.

РАК 22.VI - 22.VII
Ку вăхăтра укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ çирӗпех мар, профессири опытран нумай килет. Йăнăшсем тăвас мар тесен, лайăх шутлăр. Инçе çулçӳревсем ăнăçлă пулаççӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче материаллă лару-тăрăва лайăхлатас тесе теветкелленмелле мар, хирӗçӳсем пулма пултараççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Пӗтӗмӗшле илсен, пит начар эрне мар. Сире никам та, нимӗн те пурнăç еккинчен тапса кăлараймӗ. Сывлăх тесен, кальци çитменнипе шăл сурма пултарать. Харпăр сăн-сăпата, тум стильне улăштарсан аван пулӗ. Ӗçленӗ е физкультура тунă чух асăрхануллăрах пулмалла. Килти тăнăçлăхшăн мăшăрсен пӗр-пӗрне иртнине аса илтермесен те юрӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрне çӗнӗ юлташсем тупма çав тери аван, çав шутра ют çӗршыв­ран та. Халиччен ансат та хăнăхнă ӗçсене урăх енчен пăхас килӗ, тӗпчес туртăм вăйланӗ. Юратуллă хутшăнусем пӗр тикӗс мар. Мăшăрăр е савнийӗр пӗр-пӗр йышăну тума васкатӗ, капла туйăмсене çухатма та пултаратăр, пуçăра ан çухатăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Социаллă статуса ӳстерме, карьера тума аван вăхăт. Пуçлăх е паллă политик пулса тăрас ӗмӗте пурнăçлама пултаратăр. Бизнеспа, укçа-тенкӗпе çыхăннă тахçанхи проблемăсене витӗмлӗ çын пулăшăвӗпе татса пама пулӗ. Астăвăр: çитӗнӳсемпе, талантсемпе пӗрле йăнăшсем те палăрма пуçлӗç. Ята ярас темесен асăрханулăх кирлӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере сывлăхпа тимлӗ пулмалла, ăнсăртран чирлеме пултаратăр. Телее, çавăн пекех хăвăрт сывалма пулӗ. Пурнăçри лару-тăру, çынсемпе хутшăнусем, ырă хыпарсем хăвăра лайăхрах туйма пулăшӗç. Тахçантанпа курман тăванăрсемпе тӗл пулма пултаратăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çак тапхăрта инçете, сăмахран, тинӗс хӗррине, кайни аван пулӗ. Май пулмасан çывăхри санаторие те пулин кайма тăрăшăр. Хăш-пӗрисем хăйсене читлӗхри пек туяççӗ, çавна пула сывлăх хавшама пултарать. Ку эрнере вӗренни е творчествăпа ӗçлени усăллă пулӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Тӗрӗслев тапхăрӗ, уйрăмах укçа-тенкӗ енчен. Тӗрлӗ кӗтменлӗхсене пула хăвăра япăхрах туйма пултаратăр. Улталас текенсем те тупăнӗç, вӗсем йăнăш информаци парса сире такăнтарма пăхаççӗ. Асăрхануллă пулăр, пӗтӗмлетӳсем тума ан васкăр. Хут çине алă пусиччен лайăхрах вулăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Сывлăхшăн пит лайăх эрне мар, психика та черчен. Çавăнпа начар хыпарсене чӗре çывăхне ан илӗр. Эндокринпа лимфа системисем айванрах, çавăнпа каннинчен лайăхраххи нимӗн те çук. Еткерпе çыхăннă хут ӗçӗсене çитес эрнене хăварăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Нумайăшӗ çак тапхăрта пысăк вăй-хал туйӗ. Мӗнпурин тимлӗхне кӗме майсем пур. Чылай ыйтусене ăнăçăва, юлташсен е витӗмлӗ çынсен пулăшăвне пула татса пама пулӗ. Вӗсемпе хутшăнусене çирӗплетме питӗ лайăх вăхăт. Юратнă çын патне туйăмсем вара сивӗнме пултараççӗ, çапах хурланма кирлӗ мар, йăлтах майлашăнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев