Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 17.04 – 23.04

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере харпăр пурнăç пирки кăшт сахалрах шутласа тимлӗхе обществăлла ӗçсем çине куçармалла. Физкультурăпа, кӗлеткене пиçӗхтерессипе аппаланакансемшӗн лайăх вăхăт, творчествăпа ӗçлекенсемшӗн те. Укçа-тенкӗ енчен йывăрлăхсем пур, чăтма тивӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çемьери хутшăнусем эрне вӗçленичченех савăнтарӗç. Эмоцисемпе пси­хика лару-тăрăвӗ чӗрепе юн тымарӗсен системине витӗм кӳрет....

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере харпăр пурнăç пирки кăшт сахалрах шутласа тимлӗхе обществăлла ӗçсем çине куçармалла. Физкультурăпа, кӗлеткене пиçӗхтерессипе аппаланакансемшӗн лайăх вăхăт, творчествăпа ӗçлекенсемшӗн те. Укçа-тенкӗ енчен йывăрлăхсем пур, чăтма тивӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çемьери хутшăнусем эрне вӗçленичченех савăнтарӗç. Эмоцисемпе пси­хика лару-тăрăвӗ чӗрепе юн тымарӗсен системине витӗм кӳрет. Юн пусăмӗ улшăнса тăма е пуç ыратма пултарать. Творчествăпа, ăс-тăн вăйӗпе ӗçлекенсемшӗн лайăх эрне. Тахçанхи хирӗçӳсене татса пама пулӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Асăрхансарах ӗмӗтленӗр, ăссăрла хăтланусем ырри патне илсе тухмӗç. Организма кальципе магний çитменнипе хăш-пӗрисен шăл ыратма пултарӗ. Укçа-тенкӗ енчен юлташсем е ӗлӗкхи пӗлӗшсем пысăк пулăшу парӗç, çапах мӗнпур йывăрлăха татса пама пурпӗрех çитмӗ.

РАК 22.VI - 22.VII
Çăлтăрсем пулăшнипе çемьери авторитетăра палăрмаллах ӳстеретӗр. Ӗçре те, юлташсем те ытларах хисеплеме пуçлӗç. Пӗвер аптратма пултарать, çавăнпа апата пӗлсе суйлăр, ал-урăра упрăр. Наукăпа ӗçлекенсемшӗн ăнăçлă тапхăр, ун уссине самай каярах куратăр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çемьери хутшăнусене çирӗплетес тесен, пӗрле канма кайни пулăшӗ. Хуть те ăçта кайсан та асăрхануллă пулмалла, ал-урана сусăрлатма пултаратăр. Ку эрнере еткерпе, парăмсемпе, страховкăпа çыхăннă ӗçсене çăмăллăнах татса паратăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ӗçлӗ юлташлăхăн усси пысăк пулӗ. Тӗрлӗ енлӗ тапхăр, ӗмӗтсене, хăвăра тытма пӗлменнине пула проблемăсем сиксе тухӗç. Гинекологи, урологи енӗпе чир-чӗрсем палăрма пултараççӗ. Çак тапхăрта укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене хăвăр тӗллӗн кăна татса параймастăр. Юридици енӗпе пулăшу кирлӗ пулӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрне паллашусем енӗпе ăнăçлă. Сывлăх енӗпе хăрушлăх çук пек, анчах ӗçри пысăк нагрузкăсене пула мӗн те пулин аптратма пултарӗ. Ӗçӗр çынсемпе ӗçлессипе çыхăннă пулсан, тимлӗ те асăрхануллă пулмалла. Хăвăр тавра пӗр шухăшлисене пуçтармалла.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Эрне вӗренме, культурăпа кану мероприятийӗсене çӳреме ăнăçлă. Хăш-пӗрисем юратса пăрахӗç. Спортпа ап­па­­ланакансем суранланма пултараççӗ. Хăйсене кă­тартма пӗлекенсен, творчество енчен пул­тарулли­сен укçа-тенкӗ енӗпе лайăх ăнать.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çемьепе çыхăннă ӗçсем йывăрпа пурнăçланаççӗ, тавлашусем, ачасемпе проблемăсем пулма пултараççӗ. Чӗрепе юн тымарӗсен системи айванрах пулӗ, куçа та сыхламалла. Тарăн шутламасăр, тăрук пуçа килнӗ идейăсене пула укçа-тенкӗ енчен çухатма та пултаратăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Романтикăлла хутшăнусен вăхăчӗ. Ăс-тăнпа ӗçлекенсен интеллектуаллă активлăх ӳсет. Сывлăш системи айванрах, çавăнпа чирленӗ çынсемпе ан хутшăнăр, шăнса пăсăласран асăрханăр. Планра пулман çулçӳревсене, туянусене, канăва пула нумай тăкакланатăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ӗçлӗ хутшăнусенче хӗвӗшӳ çук. Организма кирлӗ витаминсемпе микроэлементсем йăлтах çитсен, психика çирӗп пулсан сывлăх енӗпе проблемăсем пулмӗç. Мӗнле те пулин хаклă япала çав тери туянас килӗ - туйăмсемпе кӗрешӗр. Кун валли вăхăт ăнăçлах мар.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак тапхăрта пуçаруллă пулмалла. Должноçпа аслăраххисемпе тавлашусем пулма пултараççӗ. Ӗлӗкхи чирсем вăранас хăрушлăх пур, эндокрин системи айванрах. Бизнесра ӗçлекенсен çитӗнӗвӗсем, ӗçне çӗнӗлӗхсем кӗртмесен, палăрмаллах пысăк пулӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев