Сувар

Эрнелӗх гороскоп 11.09 - 17.09

ТАКА 21.III - 20.IV Тăрăшсан, харпăр дисциплинăна пăхăнсан, эрне çав тери тухăçлă пулать. Пур енӗпе те тимлӗ пулмалла, уйрăмах пӗр-пӗр документа алă пуснă чух, йăнăшсене пула тăкак курма тивӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗлӗкхи юлташла çыхăнусене çӗнӗрен чӗртме пулӗ, ку хушма тупăш кӳме те пултарать. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрне...

ТАКА 21.III - 20.IV
Тăрăшсан, харпăр дисциплинăна пăхăнсан, эрне çав тери тухăçлă пулать. Пур енӗпе те тимлӗ пулмалла, уйрăмах пӗр-пӗр документа алă пуснă чух, йăнăшсене пула тăкак курма тивӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗлӗкхи юлташла çыхăнусене çӗнӗрен чӗртме пулӗ, ку хушма тупăш кӳме те пултарать.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрне сывлăхшăн пит ăнăçлах мар. Хăш-пӗр лару-тăрура хăвăра хӳтлӗхсӗр туятăр. Йăх чирӗсем вăранма пултараççӗ. Çапах ытлашши пăлханмалла мар, шутласа кайсан, чăнах та чире кайма пулӗ. Çак тапхăр пуринчен ытларах творчествăпа ӗçлекенсемшӗн ăнăçлă. Çӗнӗ идея тупăша ӳстерме пулăшӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Çулçӳревсемшӗн питӗ лайăх вăхăт, каннисӗр пуçне çӗнӗ хавхаланупа таврăнатăр. Вăрттăн наукăсене вӗренме те ку эрне аван. Должноçпа çӳлерех тăракансем пулăшнипе профессире çитӗнӳсем тăватăр. Вируссемпе инфекци чирӗсенчен асăрханмалла. Хирӗçӳсене кӗрсе каяс мар тесен хăвăра алăра тытма тăрăшăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Социаллă сферăра ӗçлекенсен, ӗçӗ тӗрлӗ пулăшупа çыхăннисен лару-тăрăвӗ аван пулӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче çынсемпе хутшăнма йывăртарах, тавлашусем тухма пултараççӗ. Ӗçре чăтăмлă пулмалла, васкамалла мар, унсăрăн йăнăшсем туса пӗтеретӗр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Кăткăс эрне, планри ӗçсене пурнăçлама нумай вăй-хал кирлӗ. Ăнсăртран ыраттарма е чирлеме пултаратăр. Эмоцисене тытма пӗлменнисемшӗн ку эрне уйрăмах йывăр пулӗ. Пур çӗрте те асăрхануллă пулмалла, нерв системине упрамалла. Канмаллисенче вăй-хал таврăннине туятăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Çулçӳревсемшӗн чи лайăх вăхăт, ытти культурăсемпе паллашни усăллă пулӗ. Творчествăпа, наукăпа, спортпа çыхăннă ӗçсем ăнаççӗ. Сире пурте кураççӗ, çакăнпа усă курма пӗлӗр. Укçа-тенкӗ енӗпе тăкаксем нумайланаççӗ. Авантюрăсенчен асăрханăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Парăмсемпе, кредитсемпе, еткерпе, страховкăпа çыхăннă ыйтусене эрнен пӗрремӗш çурринче тат­са пама тăрăшмалла, кайран йывăра килӗ е хушма тăкаксем пулӗç. Эрнен иккӗмӗш çурринче вӗренӳпе çыхăннă ӗçлӗ çулçӳрев пулма пултарать.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Сывă пурнăç йӗркипе пурăнакансен проблемăсем пулмӗç, ыттисене вара пӗвер, нерв системи аптратма пултарать. Психикăна улăштарма пултаракан япаласене - алкоголь, вăйлă эмелсем - çăвара ан хыпăр. Уçă сывлăшра физкультура туни усăллă пулӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Амбициллисемшӗн ăнăçлă эрне, нумайăшӗ профессире çитӗнӳ тăвӗ. Хăш-пӗри должноçпа çӳлереххисем пулăшнипе карьерăпа ӳсме пултарӗ. Пуçлăхсемпе хутшăнусем çирӗпленеççӗ. Хуть мӗнле информацие те лайăх тӗрӗслӗр. Хăш-пӗри закона хирӗçле ӗçсем тума пултарӗ, асăрханăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрнере пурлăхпа, укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене татса пама тăхтамалла. Тăкаксем ӳсеççӗ, çавăнпа перекетлӗрех пулăр. Ӗçпе çыхăннă çулçӳревсене эрнен пӗрремӗш çурринче кайсан аванрах пулӗ, тепӗр çурри ăнăçлах мар.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Сывлăх пирки чи малтан шутламалла, шăл, шăмăсем сурма пултараççӗ. Ӗçре те, каннă чухне те хăрушсăрлăх правилисем пирки астумалла, тӗрӗс апатланма тăрăшмалла. Эрне варринче вăйлă эмоцисене пула чирлеме те пултаратăр. Канмаллисене килте ирттерни усăллă пулӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрне паллашма, çӗнӗ юлташсем тупмашкăн ăнăçлă. Çынсемпе нумайрах хутшăнма, час-час тухса çӳреме тăрăшмалла. Нумай ӗçе çыхăнусене пула пурнăçлатăр. Хăш-пӗрин шалти сисӗм вăйланать, лайăх идейăсем ăнсăртран çуралаççӗ. Тăвансемпе, пуçлăхсемпе хутшăнусем вара кăштах çивӗчленеççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: