Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 12.06 - 18.06

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере илем салонне кайни сăн-пите улăштарассипе кăна мар, кăмăлшăн та усăллă пулать. Пурнăç çине çăмăлрах пăхăр, ăнăçсăрлăхсемшӗн ан кулянăр, лайăххине курма тăрăшăр. Унсăрăн депрессие кайма пултаратăр. Психолог патне кайни ытлашши пулмӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта вӗренӳ патне туртăм вăйланать, вулас, наукăпа çыхăннă киносем...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере илем салонне кайни сăн-пите улăштарассипе кăна мар, кăмăлшăн та усăллă пулать. Пурнăç çине çăмăлрах пăхăр, ăнăçсăрлăхсемшӗн ан кулянăр, лайăххине курма тăрăшăр. Унсăрăн депрессие кайма пултаратăр. Психолог патне кайни ытлашши пулмӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çак тапхăрта вӗренӳ патне туртăм вăйланать, вулас, наукăпа çыхăннă киносем пăхас килӗ. Курссене кайма пултаратăр. Тумтир, капăр япаласем туянни ăнăçлă пулать. Ӗç нумай, тупăша та ӳстерес килет, ку енӗпе юлташсенчен лайăх сӗнӳ илетӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Çак тапхăр укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса памашкăн ăнăçлă, Венерăпа Плутон та пулăшса пыраççӗ. Лайăх условисемпе кредит илме пултаратăр, кил-çурт ыйтăвӗсене татса пама майсем пулӗç. Куçман пурлăхпа çыхăннă ӗçсем уйрăмах июнӗн 12 е 18-мӗшӗнче ăнаççӗ.

РАК 22.VI - 22.VII
Пур енӗпе те лайăх эрне, Марспа Венера пулăшса пыраççӗ. Халиччен хупă пулнă алăксем уçăлаççӗ. Тахçанах ӗмӗтленнӗ ӗçе ертсе пыма шанӗç е должноçпа ӳстерӗç. Тӗллевсене пурнăçлама пӗр чăрмав та çук, тинех çăмăллăн сывласа яратăр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Сатурн кăштах хӗснипе эрне пуçламăшӗнче аçăр-аннӗрпе хутшăнусем пăсăлаççӗ. Сăлтавсăрах сирӗнпе кăмăлсăрланаççӗ. Çапах хăвăра алăра тытăр. Сыв­лăх енӗпе хăвăр тӗллӗн сипленме ан тăрăшăр. Мӗн-тӗр хумхантарсан тухтăрпа канашлăр. Çӗнӗ ӗçе вырнаçма аван вăхăт. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăхланать.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Çак тапхăрта оратор пултарулăхӗ ӳсет. Тӗрӗслӗх хăвăр енче пулнине çăмăллăнах ӗнентерме пултаратăр. Çапах шутламасăр ан калаçăр, пӗтӗмлетӳсем ан тăвăр. Эрне пуçламăшӗнче хăюллăрах пулсан, тӗллевсене пурнăçлатăр. Ытлашши укçăра амбициллӗ проекта хуни тупăш тума пулăшать.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрнере творчествăра, профессире ӳсӗм пулас шанчăк пур. Кăткăс задачăсене те çăмăллăнах татса паратăр. Вăйлă енӗрсене - çивӗч ăса, интерессен анлăшне, çыхăнусем йӗркелеме пӗлнине Меркурий вăйлăрах та тăвӗ. Ӗçтешсем те, пуçлăх та тӗлӗнсе тăраççӗ. Пуçарусене кура ӗç укçине ӳстерӗç. Çӗнӗ ӗçе вырнаçма та меллӗ вăхăт.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере сывлăх, уйрăмах чӗрепе юн тымарӗсен системин профилактики пирки шутламалла. Çуллă апат-çимӗç çимелле мар, кун режимне пăхăнмалла, канма тăрăшăр. Çак тапхăрта ӗçлени чуна пырать, кăтартусем те пысăк пулаççӗ. Чи лайăх ӗçлекен ята тивӗçетӗр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Марс пулăшнипе хăвăра ытларах шанма тытăнатăр, хăюллăрах пулатăр. Хуть мӗнле йывăрлăха та куçа-куçăн кӗтсе илетӗр, каялла чакмастăр. Тӗллевсене ниме пăхмасăр пурнăçлатăр. Çынсемшӗн тата та вăйлăрах тăрăшма тытăнатăр, ӗçтешӗре тӗрӗсмарлăхран хӳтӗлеме тивӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Нептун асăрхаттарнă тăрăх, ку эрнере пулăшу пама васкамалла мар, уйрăмах укçа-тенкӗпе. Йӗрсе каласа пани чăн пулмасса пултарать, шулӗксен аллине çакланма пултаратăр. Килӗшӳ çирӗплетме сӗнсен питӗ тимлӗ пулăр, специалистпа канашлăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Сире пулăшса тăракан Хӗвел ку эрнере çынсемпе нумай калаçма тивессе систерет. Пысăк аудитори умӗнче пӗр-пӗр канашлура е ларура оратор пултарулăхне кăтартатăр. Эсир калани нихçанхинчен те витӗмлӗ те хавхалануллă пулӗ. Хăюллăнах пуçлăхпа пысăкрах должноçа куçарасси, ӗç укçине ӳстересси пирки калаçма пултаратăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Венера сире çӗнӗ туйăмсем, хавхалану кирлине систерет, кулленхи кунсен пӗрпеклӗхӗ йăлăхтарнă. Кану мероприятийӗсене çӳрӗр е çулçӳреве кайăр. Кӳршӗ хулана кайса килни те кăмăлăра лайăхлатӗ. Ракри Меркурий хăюлăх панипе пуçарулăх кăтартса пӗр-пӗр проект кураторӗ пулса тăма пултаратăр. Кандидатурăна йышăнӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев