Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 12.12 - 18.12

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Лăпкă эрне. Çак тапхăрта чӗрепе юн тымарӗсен системине тата çурăм шăммине упрамалла. Йывăр ӗçсем тунă, спортпа аппаланнă чухне асăрхануллăрах пулăр. Ывăнни шала кайнă чирсене вăратма пултарӗ. Аманас хăрушлăх пур, çавăнпа çул çинче те, ӗçре те тимлӗ пулăр. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Ку эрнере укçа-тенкӗ енчен...

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Лăпкă эрне. Çак тапхăрта чӗрепе юн тымарӗсен системине тата çурăм шăммине упрамалла. Йывăр ӗçсем тунă, спортпа аппаланнă чухне асăрхануллăрах пулăр. Ывăнни шала кайнă чирсене вăратма пултарӗ. Аманас хăрушлăх пур, çавăнпа çул çинче те, ӗçре те тимлӗ пулăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрнере укçа-тенкӗ енчен ăнасса кӗтмелли çук. Йывăр лару-тăруран тухас, ӗçлесе илес тесе нумай вăй пӗтеретӗр, анчах усăсăр. Кӗрсе пынă укçа парăмсене парса татма е налог тӳлеме тухса кайӗ. Хăш-пӗрисем хваттер е çурт туянма пултараççӗ, теприсем пуçарнă ӗçе вӗçлеме шутлӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак тапхăрта творчествăпа ӗçлекенсем е наукăра тăрăшакансем ӗçлесе илме пултараççӗ. Медицинăра, халăх сиплевӗнче, издательство ӗçӗнче тăрăшакансене ăнать. Ку кунсенче информаципе çыхăннă япаласем туянни усăллă пулать, сăмахран, кӗнеке, компьютер, мобильлӗ техника.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере укçа ӗçлесе илес тесе тăрăшни харама каймӗ - тупăш пулатех. Хăшӗсем харпăр ӗç пуçарма та шутлӗç, теприсем ӗç валли кирлӗ хатӗрсем туянӗç. Çак вăхăтра питӗ нумай япала эсир хăвăра епле хакланинчен, профессилле пӗлӳрен килет.

ТАКА 21.III - 20.IV
Çак тапхăрта нумайăшне ăнать. Хăш-пӗр тӗллевсем юлташсем, ӗçтешсем пулăшнипе пурнăçланаççӗ. Сывлăхпа проблемăсем пулма пултараççӗ. Харпăр хăрушсăрлăх пирки шутлăр. Укçа-тенкӗпе, куçман пурлăхпа çыхăннă ӗçсене татса памашкăн лайăх вăхăт.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере кампа та пулин паллашас шанăç пур, паллашу юратăва куçма та пултарать. Творчествăлла юлташлăха е пӗр-пӗр пӗрлешӗве аталантармашкăн ăнăçлă вăхăт. Сывлăхпа тимлӗ пулăр, шăнса пăсăлас е вирус çаклатас хăрушлăх пур. Хăвăра япăх туйма пуçласанах сипленме тăрăшăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Çак тапхăрта ӗç нумай пулӗ, тупăшӗ те пур. Хăвăр та ӗçчен тата. Сывлăх енчен япăхрах туйма пуçланипе кăна кăмăл пăсăлма пултарать, вар-хырăм системине упрăр. Сипленни усăллă пулӗ. Çынсене тавлаштарасран асăрханăр, хирӗçтăрусем çивӗч пулма пултараççӗ, уйрăмах суд ӗçӗпе çыхăннисем.

РАК 22.VI - 22.VII
Ку вăхăтра кану мероприятийӗсене, çынсем йышлă пуçтарăнакан çӗре каяс туртăм вăйланать. Хăвăра кăтартма меллӗ вăхăт. Пӗр-пӗр çӗрте каннă чухне юратса пăрахма пултаратăр. Ӗçре пысăк улшăнусем пуласси курăнать, вӗсем савăнтармаллисемех мар. Патшалăх службин ӗçченӗсемпе тӗлпулусене çитес эрнене хăварсан лайăхрах.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Эрне активлă та пăлхануллă. Вăй-хал хăвăрт пӗтет, çаплах хăвăрт таврăнать те. Вăйлă эмоцисемпе стрессем сывлăхăра хавшатаççӗ. Хирӗçтăрусем пулаççӗ пулсан, хăрушсăрлăх пирки шутлăр. Кăмăлпа çирӗп пулмалла, хăвăра тӗрӗс тытсан ăнăçу та пулӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Çак тапхăрта сывлăхăр черчен пулӗ, вăй-хал сахал, хăвăра епле туйни таврари çынсенчен, вӗсем тӗрев пама пултарнинчен килет. Сиенлӗ хăнăхусенчен инкек çеç пулӗ. Шăнса пăсăлма пултаратăр, уйрăмах пӳресем, ал-ура шăммисем айван.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрне сывлăха çирӗплетмелли процедурăсем тума, анализсем пама лайăх. Хăвăра еплерех туйни сиенлӗ хăнăхусем пуррипе çуккинчен килӗ. Çапла вара пӗрисемшӗн вăхăт лайăх, теприсемшӗн япăх пулӗ. Тахçанхи чирсем вăранма пултараççӗ, вар-хырăмпа юн çаврăнăшӗн системисен ӗçӗ пăсăлма пултарать.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Кăткăс тапхăр. Хăвăра еплерех туйни несӗлтен куçакан чирсенчен килӗ. Шала кайнă чирсем вăранма пултараççӗ, чӗрепе юн тымарӗсен, сывлав системисем черчен. Çул çинче те асăрхануллă пулмалла, ют çынсене шанмалла мар. Ӗçлӗ çулçӳреве каймасан лайăхрах пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев