Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 13.02-19.02

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Пурнăçа улшăнусем кӗртме вăхăт çитнӗ, сăмахран, кăмăла кайман ӗçе пăрахма е юратман çынпа хутшăнусене татма. Ку чухне юлташсем тӗрев парӗç. Спортпа аппаланни сывлăхăра çирӗплетӗ. Хăвăра пăхма пуçлани мăшăрăра та килӗшӗ. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Çак кунсенче çав тери хаклă япала туянас шухăш çуралать. Анчах васкамалла мар,...

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Пурнăçа улшăнусем кӗртме вăхăт çитнӗ, сăмахран, кăмăла кайман ӗçе пăрахма е юратман çынпа хутшăнусене татма. Ку чухне юлташсем тӗрев парӗç. Спортпа аппаланни сывлăхăра çирӗплетӗ. Хăвăра пăхма пуçлани мăшăрăра та килӗшӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак кунсенче çав тери хаклă япала туянас шухăш çуралать. Анчах васкамалла мар, укçăра перекетлеме хурсан малашлăхшăн лайăхрах пулӗ. Канмалли кунсене юлташсемпе пӗр-пӗр клубра ирттерни усса кайӗ. Анчах алкогольпе иртӗнмелле мар.

ТАКА 21.III - 20.IV
Çак тапхăрта пулакан сӗнӳсенчен ан пăрăнăр. Вӗсен хушшинче чăнах та лайăххи пулма пултарать. Инçе çула тухассине вара çитес эрнене хăварăр. Çывăх çынсене кирлӗ пулатăр, вӗсен проблемисене эсир кăна татса пама пултаратăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере тунă суту-илӳ килӗшӗвӗсем ăнăçлă пулаççӗ. Анчах вӗсене агент пулăшăвӗпе мар, хăвăр тӗллӗн тусан шанчăклăрах. Укçăр пур-тăк килте юсав ӗçӗсем пуçлама лайăх вăхăт.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере юлташсемпе хутшăнусене - çӗннисемпе те, тахçанхисемпе те - çирӗплетме тăрăшмалла. Вӗсен пулăшăвӗпе интереслӗ ӗç тупма пултаратăр. Хăш-пӗрисем укçа-тенкӗ лару-тăрăвне çирӗплетес тӗллевпе иккӗмӗш ӗçе вырнаçӗç. Пурнăçăрта пысăк улшăнусем пулӗç.

РАК 22.VI - 22.VII
Çăлтăрсем кунхинче кăна мар, çитес икӗ эрнере те çывăх пӗлӗшсене те шанма хушмаççӗ. Кăмăлăрпа усă курса улталас текенсем тупăнӗç. Юрату енӗпе йăлт лайăх, хирӗçнӗ мăшăрсем килӗштереççӗ. Çак вăхăтпа юратнă çынпа çыхăнăва çирӗплетме усă курăр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çак тапхăрта ывăниччен ӗçлемелле мар. Вăй-хал хавшанипе сывлăх та япăхма пултарать. Хăвăра мӗн килӗшнине тума тăрăшăр, сăмахран, творчествăпа интересленни усăллă пулӗ. Юлташăрсемпе тӗл пулăр, вӗсем сире тунсăхланă.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере юлташсенчен те, тăвансенчен те писме пултаратăр. Проблемăсемпе тӗп ан пулăр, кăштах уçăлма тăрăшăр. Ӗç нумай пулнипе те кăштах манăçма пулӗ. Хăвăра ӗçчен те пултаруллă енчен кăтартсан пуçлăхсем çакна тивӗçлипе асăрхӗç.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Питӗ те ырă тапхăр, вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрать. Энергие çемьепе юратнă çынсем çине ярсан лайăх пулӗ. Сывлăха çирӗплетес тесен, уçăлса çӳрӗр. Çулçӳревсем ăнăçлă пулаççӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере ӗçре должноçпа ӳсме, кӗтмен çӳлçӳреве тухма е пулас савнипе тӗл пулма пултаратăр. Хăшӗ-тӗр пулатех. Тавлашусене ан хутшăнăр, кайран мирлешме йывăр пулӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çемьепе ӗç хушшинче суйлав тума тивет. Çемьене тимлӗх çитмест, пуçлăх вара сирӗн ӗçре пулмалла тесе шутлӗ. Мӗн кирлӗреххине хăвăр шутлăр. Ачасем хăйсен çитӗнӗвӗсемпе савăнтарӗç. Мăшăрăр вара пачах та хирӗçле - проблемăсене татса парас теменнипе, наянлăхпа кăмăлăра пăсӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Канăçсăр вăхăт çывхарать, уйрăмах пуçлăх вырăнне йышăнакансемшӗн. Лăпкăлăхпа çывăрасси пирки вăхăтлăха манма тивӗ. Эрне варринче кӗтмен хыпар илтетӗр. Малтанласа ăна çивӗчрех йышăнатăр та, кайран шухăшăра улăштарма тивӗ. Нумай ан çийӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев