Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 14.08 - 20.08

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере килти проблемăсене татса пама вăй та, майсем те пулаççӗ. Çӗмрӗлнӗ техникăна юсама, çӗннине туянма аван вăхăт. Çемье те, тăвансем те пур енӗпе те пулăшма хатӗр. Хăш-пӗрисене юратни пирки пӗлтерӗç. Мăшăрăра кӗвӗçнине ан кăтартăр, çемьери лăпкăлăха упрăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ыттисен ӗçӗсене татса парса...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере килти проблемăсене татса пама вăй та, майсем те пулаççӗ. Çӗмрӗлнӗ техникăна юсама, çӗннине туянма аван вăхăт. Çемье те, тăвансем те пур енӗпе те пулăшма хатӗр. Хăш-пӗрисене юратни пирки пӗлтерӗç. Мăшăрăра кӗвӗçнине ан кăтартăр, çемьери лăпкăлăха упрăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ыттисен ӗçӗсене татса парса вăхăтăра та, вăй-халăра та самай пӗтеретӗр. Çапах ку сире кирлех те мар теме çук. Хăвăр тавра пулса иртекен пулăмсенче халиччен пӗлменнине асăрхатăр. Вӗренме аван вăхăт, кăткăс дисциплинăсене те ăнланса илеетӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Çак тапхăрта материаллă проблемăсене татса пама, ӗçре нумай вăй хуратăр. Канма вăхăт тупăр. Укçа пуçтарса тахçанах ӗмӗтленнӗ япалана туянма пултаратăр. Психологипе тӗн практикине тӗпчемешкӗн ырă тапхăр. Нушари çынсене пулăшма тăрăшăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Хăюллă та яваплă йышăнусен тапхăрӗ. Ӗлӗкрех мӗн-тӗр чăрмантарнă-тăк, халӗ хăрамасăрах шухăшăрсене пурнăçа кӗртме юрать. Юлташсем те пулăшӗç. Çак самант­ра тунă плансем малашне пурнăçланаççех. Укçа-тенкӗ енчен те эрне ăнăçлă, тупăш ӳссех пырать.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çынсемпе ырă кăмăллă та пархатарлă пулсан лартнă тӗллев­сене пурнăçлатăр. Нумай ӗçе çын курман чухне туни усă кӳрӗ, тимлӗх сире халь кирлӗ мар. Тумтир стильне улăштарасси пирки шутлăр. Авланнисен е качча кайнисен мăшăрӗсене кӗвӗçме сăлтав памалла мар.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Пурнăçа çӗнетес килни аптратать. Çав туйăмсене клуба е пӗр-пӗр мероприятие кайсан тупма пултаратăр. Хăш-пӗрисем кампа та пулин паллашӗç. Ку эрнере инçет çулçӳрев ăнăçлă пулать. Харпăр проблемăсенчен хăтăлмашкăн аван вăхăт. Пӗлтерӗшлӗ хыпар илтетӗр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрнере хăвăршăн чи кирлӗ задачăна татса пама тăрăшмалла, вăл карьера ӳсӗмӗпе, творчествăлла конкурсра е спорт ăмăртăвӗнче çӗнтернипе çыхăнма пултарать. Тăрăшсан çитӗнӳ пулатех. Юлташăрсемпе пӗр шухăшлисем пулăшнипе чи хаклă ӗмӗтӗре пурнăçлама пултаратăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Арлă-арăмлисемшӗн питӗ лайăх тапхăр. Юратнă çыннăра мӗн-тӗр лайăххипе савăнтарсан аван пулӗ, пӗрле канма кайма путевка туянсан та пăсмасть. Юридици ыйтăвӗсене татса пама, мăшăрлану контрактне çырма, туй тума ырă тапхăр. Ку эрнере сире сăнакансем нумай.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Сывлăха сиплеме ăнăçлă вăхăт. Мӗн-тӗр ыратсан тӳрех тухтăр патне каймалла. Сирӗн тӗле пултаруллă специалист пулӗ. Хуçалăхри проблемăсене çăмăллăн татса паратăр. Вӗренме, экзаменсем пама аван эрне.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак эрнере юратнă çын тинех пӗрлешме сӗнӳ парӗ. Харпăр пурнăçа улăштарма хăрамалла мар. Арлă-арăмлисен хутшăнăвӗсем вара çӗнелсе туйăмсен хӗрӳлӗхӗпе савăнтарӗç. Хăш-пӗрисен курорт романӗ пуçланма пултарать.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере килти ӗçсене, тăванăрсене, аслаçăр-асаннӗрсене тимлӗх уйăрма тивет. Хăшӗсене чирлӗ тăванне пăхма тивӗ. Пуçтарăннă ӗçсене туса пӗтерме тăрăшмалла. Мăшăрсен хутшăнăвӗсем ырă, çапах пӗр-пӗрне ытлашши йăлăхтарасран асăрханăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере юрату пирки шутлатăр, пӗчченнисем кампа-тăр паллашса юратса пăрахӗç. Çак тӗлпулу кӗске çулçӳревре е кафере пулма пултарать. Хăшӗсем савнă тусне канма кайсан, курортра тупӗç. Эрнене савăнăçлă ирттерме тăрăшăр, ку сывлăхшăн та усăллă пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев