Сувар

Эрнелӗх гороскоп 14.11.-20.11

СКОРПИОН 24.X - 22.XI Кăткăс вăхăт: туйăмсем улшăнсах тăраççӗ, вăй-хал наянлăх пусса илнипе черетленет. Йăрăрах пулма тăрăшмалла, нумай уçăлса çӳремелле - япăх çанта­лăк­ра та. Апат-çимӗçпе тирпейлӗрех пулăр, стрессенчен асăрханăр, пуç ыратни аптратма пултарӗ. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Усăллă çыхăнусем нумай ӗçсене ăнăçлăн вӗçлеме пулăшӗç. Çулçӳревсем ăнаççӗ. Тăвансемпе, хуняма-хуняçасемпе хирӗçӳсем сиксе...

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Кăткăс вăхăт: туйăмсем улшăнсах тăраççӗ, вăй-хал наянлăх пусса илнипе черетленет. Йăрăрах пулма тăрăшмалла, нумай уçăлса çӳремелле - япăх çанта­лăк­ра та. Апат-çимӗçпе тирпейлӗрех пулăр, стрессенчен асăрханăр, пуç ыратни аптратма пултарӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Усăллă çыхăнусем нумай ӗçсене ăнăçлăн вӗçлеме пулăшӗç. Çулçӳревсем ăнаççӗ. Тăвансемпе, хуняма-хуняçасемпе хирӗçӳсем сиксе тухма пултараççӗ, туйăмсене хăвăрта тытăр. Укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсене çитес вăхăта хăварсан лайăхрах пулӗ, халӗ майлă мар.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрнере плана кӗртмен тăкаксем пулӗç, мул пуçтармалли тапхăр мар. Харпăр хăватлăх профессире, бизнес­ра, карьерăра уçăлма пултарать. Çăлтăрсем кӗтмен парне илессе систереççӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак тапхăрта хăвăра еплерех туйни апатлану режимӗнчен, эмоцисенчен, хăвăра шаннинчен килӗ. Эмоцисен шайлашăвӗ пăсăлсан вăй-хал та, аппетит та пӗтӗ. Çавăнпа ытларах уçăлса çӳреме тăрăшăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере укçа-тенкӗ енчен ăнăçуллă пулас тесен хăвăрт шутлама, улшăнса тăракан лару-тăрура йышăнусене тума тивет. Харпăр шухăшсене татăклăн та уççăн пӗлтермелле. Сăмах творчествипе çыхăннă ӗçсем - роман, сăвă çырасси, репортер ӗçӗ таранчченех ăнса пырӗç. Ăс-хакăл шайне ӳстерме пултаратăр.

ТАКА 21.III - 20.IV
Çак тапхăрта сывлăха тимлемелле: инфекцилле вируссенчен асăрханмалла, нерв тата чӗрепе юн тымарӗсен системи айванрах. Ӗçре кӗтмен ăнăçу пулать. Хăш-пӗр ӗмӗтсем юлташсем пулăшнипе пурнăçланаççӗ. Эрне вӗçӗнче ăнланмалла мар лару-тăру, интригăсем пулма пултараççӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Кăткăс тапхăр: вăй-хал та çук пек, кăмăл-туйăм та сӳрӗкрех, пӗчченлӗх пусса илет, ыйхă вӗçни аптратать. Эндокринпа лимфа системи хавшак­рах. Ку эрнере кăшт лăпкăрах пурăнма тăрăшмалла, канма вăхăт тупмалла.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку кунсенче кичемлӗх пусса илет, сывлăш системипе çыхăннă чирсем тапранма пултараççӗ, нерв системи те вăйсăртарах. Пирус туртма пăрахасси çинчен шутлăр, уçăлса çӳрӗр. Ӗçре е килти ӗçсене пурнăçланă чухне аманма пултаратăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăр куçман пурлăх туянма е сутма, хваттере арендăна пама ăнăçлă пулать. Çемьене, ачасене ытларах тимлӗх уйăрмалла. Мăшăрсен килти ӗçсене килӗштерсе пурнăçлаççӗ пулсан, харпăр хутшăнусенче вăрттăнлăхсем пулӗç, пӗр-пӗрне шансах пӗтерместӗр. Хăюллă шухăшсем çуралаççӗ, шел, пурте пурнăçланаймӗç.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Укçа-тенкӗ сфери тӗп вырăн йышăнӗ. Пӗтӗм шухăшсем укçа ӗç­лесе илесси пирки пулӗç. Нумайăшӗ харпăр пултарулăхран, пуррипе тӗрӗс хуçаланма пӗлнинчен тата энергетикăран килӗ. Вăй-хал пулмасан кăмăл та пулмӗ. Пурлăхпа çыхăннă ӗçсенче теветкеллӗ пулмалла мар.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере çирӗп тӗллевлӗ пулатăр, чапа та тухас килӗ. Пысăк çитӗнӳсем тума, влаçри çынсемпе хутшăнусене лайăхлатма пултаратăр. Çынсемпе тимлӗ те чăтăмлă пулăр, унсăрăн вăрçăнса кайма та пулӗ. Пултарулăхшăн, çулçӳревсемшӗн ăнăçлă вăхăт.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Çак тапхăрта обществăри харпăр вырăна çирӗплететӗр, ытларах укçа-тенкӗ енӗпе. Нумайăшӗшӗн ку шалти резервсене хускатса малалла талпăнмалли, çӗнӗ шая тухмалли вăхăт. Нумай тăкакланма, çывăх çыннăрсенчен пулăшу ыйтма тивӗ. Куçман пурлăх тупăшсăр пуçне тăкаксем те илсе килӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: