Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 16.01-22.01

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ ыттисенчен килет, çавăнпа ӗçлӗ калаçусене ирттерме, тăшмансене хирӗç тăма пӗлмелле. Закона пăхăнса, тӳрӗ кăмăлпа ӗçлемелле. Уйрăмах эрне варринче асăрхануллă пулмалла. Парăмсене парса татмалла, вăрçăннă çынсемпе килӗштермелле. ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Çанă тавăрса ӗçлесен кăна парăмсене парса татма пулӗ. Нумайăшӗ профессилле пултарулăхран, ӗçре типтерлӗ...

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ ыттисенчен килет, çавăнпа ӗçлӗ калаçусене ирттерме, тăшмансене хирӗç тăма пӗлмелле. Закона пăхăнса, тӳрӗ кăмăлпа ӗçлемелле. Уйрăмах эрне варринче асăрхануллă пулмалла. Парăмсене парса татмалла, вăрçăннă çынсемпе килӗштермелле.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çанă тавăрса ӗçлесен кăна парăмсене парса татма пулӗ. Нумайăшӗ профессилле пултарулăхран, ӗçре типтерлӗ те ӗçчен, вак-тӗвексене курма пӗлнинчен килет. Информаци, медицина, ветеринари сферисенче ӗçлекенсен тупăш тăвас шанчăк пур.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере вăхăта интереслӗ ирттересси пирки шутлатăр, кулленхи кунсен кичемлӗхӗ йăлăхтарнă, сире уяв кирлӗ. Укçа-тенкӗ пӗрремӗш вырăнта, пурри çумне хушасси пирки нумай шутлатăр. Çапах та чуна савăнтаракан япаласем илсе нумай тăкакланатăр.ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрне нумайăшӗшӗн ăнăçлă пулать. Таврари çынсем сире тимлӗх уйăраççӗ, пурин кăмăлне те кайма пултаратăр, профессийӗ халăхпа çыхăннисен уйрăмах. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ япăх енне улшăнать. Шутламасăр ан хăтланăр, ытлашши хаклă япала туянмалла мар.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çак тапхăрта вăрттăн тӗрев илетӗр, ку профессипе çыхăннă тӗллевсене пурнăçлама пулăшӗ. Ӗçпе е канупа çыхăннă çулçӳреве тухма пултаратăр. Килте вара тавлашусем сиксе тухӗç. Сире чаракансем тупăнӗç, пӗччен пулас килӗ. Халăх ăслăхӗпе аппаланма ăнăçлă вăхăт.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере шалти сисӗм вăйлă пулӗ, çавăнпа хуть те мӗнле ӗçе, проблемăна татса параятăр. Юлташла çыхăнусене çирӗплетме, ют çӗршыва кайма ăнăçлă вăхăт. Çивӗч йышăнусем тумасан, авантюрăсене хутшăнмасан ăнăçу сирӗн енче пулӗ. Улталанма пултаратăр - асăрханăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Ку кунсем çав тери ăнăçлă пулаççӗ. Хăш-пӗрисем профессире пысăк çитӗнӳсем туса должноçпа ӳсӗç. Теприсем авторитетлă çынсем пулăшнипе мала кайӗç. Бизнесшăн вара лару-тăру лайăхах мар. Укçа-тенкӗпе шутламасăр усă курнипе тăкаксем ӳссе кайӗç.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Сывлăхӗ хавшакраххисемшӗн йывăр тапхăр. Лимфа системи айванрах, кăмăл та сӳрӗк. Çак вăхăтра характерти япăх енсем курăнма пуçлаççӗ. Тӗрӗс апатланма тăрăшмалла, йывăр эмоцисене пула усăсăр апат патне туртăм вăйланма пултарӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Лайăх тапхăр, кăмăл савăк, вăй-хал та пур. Хăвăр пит асăрхануллах пулманнипе кăна инкеклӗ лару-тăрăва çакланма, чирлеме пултаратăр. Çăлтăрсем лăпкăрах пулма, васкамасăр ӗçлеме сӗнеççӗ. Сывлав гимнастикине туни, кӗлеткене пиçӗхтерни усăллă пулӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Пӗр тӗрлӗ тапхăр мар, сывлăхăр сивве мӗн таран чăтма пултарнинчен килет. Тӗрӗс апатланмалла, организма витаминсем кирлӗ. Шăл ыратма пултарӗ, чӗркуççипе юн тымарӗсен системин ӗçӗ айванрах. Ӗçкӗпе иртӗхни те хăвăршăнах тăшман пулӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере юлташсем, пӗр-пӗр авторитетлă çын пулăшнипе е сисӗм вăйланнипе лайăх тупăш илме пултаратăр. Юриспруденцире, вӗрентӳре, çулçӳревсем йӗркелӗвӗнче ӗçлекенсем çитӗнӳсем тăвӗç. Хăш-пӗри эрне варринче ӗç вырăнне улăштарӗ. Канмалли кунсенче стилистсен, парикмахерсен ӗçлесе илес шанчăк пысăк.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çак тапхăрта укçа хывнă, хаклă япала туяннă е кредит илнӗ чух асăрхануллă пулмалла. Йăнăшсем пулма е улталама пултараççӗ. Килтисемпе те укçа пирки вăрçăнма пултаратăр. Чи кирлӗ йышăнусене январӗн 19-мӗшӗччен тумалла мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев