Сувар

Эрнелӗх гороскоп 18.09 - 24.09

ТАКА 21.III - 20.IV Ку вăхăтра укçа-тенкӗпе тирпейлӗ пулмалла, ытлашши тус­тармалла мар. Ӗçре тунă плана пăхăнма тивет. Эрне пуçламăшӗнче хăвăрт ӗçлеетӗр-ха, вӗçнелле ывăннипе йăнăшсем тума пултаратăр. Тӗллевсене пурнăçлама çине тăнипе, вак-тӗвекпе тимлӗ пулнипе пурлăхăра упраса хăваратăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере ӗçлӗ хутшăнусене пысăк тимлӗх уйăратăр. Нумайăшӗ çак хутшăнусен...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку вăхăтра укçа-тенкӗпе тирпейлӗ пулмалла, ытлашши тус­тармалла мар. Ӗçре тунă плана пăхăнма тивет. Эрне пуçламăшӗнче хăвăрт ӗçлеетӗр-ха, вӗçнелле ывăннипе йăнăшсем тума пултаратăр. Тӗллевсене пурнăçлама çине тăнипе, вак-тӗвекпе тимлӗ пулнипе пурлăхăра упраса хăваратăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере ӗçлӗ хутшăнусене пысăк тимлӗх уйăратăр. Нумайăшӗ çак хутшăнусен никӗсӗ пӗр-пӗрне шаннинче, çирӗп туслăхра пулнине тепӗр хут курса ӗненӗ. Пӗр шухăшлисемпе, юлташсемпе вăхăта ирттерни савăнăç кӳрӗ. Вӗсем хушшинче творчествăлла тата ют çӗршыв çыннисем нумай пулнине асăрхатăр. Юридици проблемисене çакланас темесен авантюрăсене хутшăнмалла мар.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Кил валли япаласем туянма, строительство пуçлама аван вă­хăт. Хуларан ывăннисене инçет çулçӳреве кайни пулăшӗ. Сывлăх хавшама пултарать, чӗрепе юн тымарӗсен системине уйрăмах тимлемелле. Хăш-пӗрне тухтăр патне кайма тивӗ.

РАК 22.VI - 22.VII
Ку эрнере ытлашши хумханасран асăрханмалла, унсăрăн чӗрепе аптраса кайма та пулӗ. Юн пусăмӗ вылянипе вăй-хал çуккине туятăр. Хăшӗсен йăх чирӗсем вăранма пултараççӗ. Пур ӗçе те хăвăр çине ан илӗр. Канмаллисенче тăвансем хăнана килме пултараççӗ е хăвăра ăçта та пулин чӗнӗç.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çак тапхăрта карьерăпа, пурлăхпа çыхăннă ырă улшăнусем пулма пултараççӗ. Шăпа панă майсемпе вăхăтлă усă курма пӗлӗр. Эрне вӗçнелле чăкăлтăш ӗçсене пурнăçлама тивӗ. Ку вăхăтра ӗç вырăнне улăштармалла мар, киввисене вӗçлени тупăш кӳрӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Психологи енчен пăхсан, кăткăс тапхăр. Тарăхмалли сăлтав­сем тупăннипе хăш-пӗр чирсем вăранма пултараççӗ. Эндокринпа лимфа системисене упрăр. Çынсемпе нумай хутшăннипе вăй-хал та пӗтӗ. Çавăнпа пӗччен пулма тăрăшăр, выртса канăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрнере çынсемшӗн илӗртӳллӗ пулатăр. Меллӗ самантсемпе усă курăр. Курссенче вӗренме, педагогика пултарулăхне ӳстерме аван вăхăт. Çулçӳревсем те ăнăçлă пулаççӗ. Интеллектуаллă ӗçсем хӗвӗшӳллӗ пулӗç.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ӗç тата укçа енӗпе пит активлă пулмалла мар, уйрăмах эрнен иккӗмӗш çурринче. Тупăш ӳсессе ан кӗтӗр, тăкаксем вара нумайланаççӗ. Хăвăр сапăр та сăпайлă пулсан, пулăшакансем тупăнӗç.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Вăй-хал тапса тăрать пулин те сывлăх тӗпчев витӗр тухать тейӗн. Вăхăтран-вăхăта тарăхнине туятăр, чăркăшса ыраттарма та пултаратăр. Пуçпа чӗрене упрăр. Хăвăра лăпкăрах тыткалама тăрăшăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Нумайăшӗ ку вăхăтра укçапа çыхăннă ыйтусене татса парассипе ӗçлӗ. Тăрăшулăх хăй çимӗçне кӳретех. Кил валли япаласем туянма, хваттере арендăна пама е илме ăнăçлă вăхăт. Çапах тăвансемпе хирӗçесрен асăрханăр. Пурнăç çине тӗрлӗрен пăхни тавлашусем çуратӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере нумайăшӗн карьерăпа ӳсме, пурлăхпа çыхăннă лару-тăрăва лайăхлатма майсем пулӗç. Ăмсанакансенчен асăрханăр, пурне те çынна ан пӗлтерӗр. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене хăвăр тӗллӗн татса парăр. Пуçарнă ӗçсене вӗçлеме тăрăшăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак тапхăрта апат енӗпе тирпейлӗ пулăр, вăй-хал пуçтармалли тапхăр. Ытлашши çинипе мăнтăрланма пултаратăр. Гинекологи енӗпе проблемăсем пулма пултараççӗ. Ытларах утса çӳреме тăрăшăр. Ку эрнере хăшӗ-пӗри интереслӗ çынпа паллашӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: