Сувар

Эрнелӗх гороскоп 19.06 - 25.06

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере пуçлăх та, ӗçтешсем те ӗçченлӗхӗре палăртаççӗ. Кăткăс ӗçсене те çăмăллăн пурнăçлатăр. Интереслӗ те тупăшлă контрактсем сӗнекенсем пулӗç. Килте те йăлтах йӗркеллӗ, анчах тăрăшулăхăра кура çемьерисем ӗçсене сирӗн çине тиеме тăрăшӗç. Юратура савăнăçлă самантсем нумай пулаççӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Хăвăр тем пек яваплă та...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере пуçлăх та, ӗçтешсем те ӗçченлӗхӗре палăртаççӗ. Кăткăс ӗçсене те çăмăллăн пурнăçлатăр. Интереслӗ те тупăшлă контрактсем сӗнекенсем пулӗç. Килте те йăлтах йӗркеллӗ, анчах тăрăшулăхăра кура çемьерисем ӗçсене сирӗн çине тиеме тăрăшӗç. Юратура савăнăçлă самантсем нумай пулаççӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Хăвăр тем пек яваплă та пунктуаллă пулсан та çавнах ыттисенчен ан кӗтӗр, ан критиклӗр. Ку эрнере интереслӗ шухăшсем лавӗпех. Çапах çăлтăрсем ытлашши ывăниччен ӗçлеме хушмаççӗ. Укçана ӗçлесе илнипе кăна мар, хăш чух тустарма та пӗлмелле, çемьерисем лавккана кайнипе кăмăллă юлӗç.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Тимлӗ пулăр, сӳрӗклӗхрен хăтăлса çанă тавăрса ӗçлеме хатӗрленӗр. Кирлӗ сделкăсем, контрактсем туни укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлатӗ. Хăшӗсен харпăр ӗç йӗркелеме майсем пулаççӗ. Эсир юрату валлиех çуралнă, тӗлӗнмелле çынсемпе паллашатăр. Килтисем те юлмаççӗ. Тăвансемпе савнисем пӗр-пӗринпе ăмăртнă пек туйăнӗ.

РАК 22.VI - 22.VII
Июнӗн 21-мӗшӗ хыççăн сирӗн паллăра Меркурипе Хӗвел вырнаçаççӗ, карьерăри çитӗнӳсемшӗн ăнăçлă тапхăр. Вăй та, хавхалану та нумай. Илӗртӳлӗх ӳсни малашлăхшăн усăллă çыхăнусем йӗркелеме пулăшӗ. Вӗсен хушшинче ӗç паракан е компаньон та пулма пултарать.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Сывлăх пирки шутламалла, çак тапхăрта тӗрӗс мар диагноз лартма е усăсăр сиплев сӗнме пултараççӗ, тимлӗ пулăр. Халăх медицинипе сипленни лайăхрах пулӗ. Уран витӗмне лексе хăвăршăн стандартлă мар лару-тăрăва лексе тӗлӗнмелле çынсемпе паллашатăр. Пурнăçри плансене улăштарма та шутлатăр, тӗнчекурăм улшăнать. Пуçа ыраттарнă ыйтусем хăйсен вăйне çухатаççӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Марспа Уйăх хистенипе ку эрнере кулленхи кун ӗçӗсене татса пама тивет. Канмаллисем сӗтел-пукан туянмашкăн ăнăçлă. Юсав ӗçӗсене июнӗн 22-мӗшӗнче пуçласан ăна хăвăрт вӗçлетӗр. Эрне вӗçнелле сывлăх япăхланнине туятăр, тухтăр патне кайсах тӗрӗсленӗр, чир пуçланма пултарать.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Меркурий витӗм панипе ку эрнере çулçӳревсем нумай пулӗç, ют çӗршыва командировкăна кайма май пур. Эрне вӗçӗнче малашне пурнăç учителӗ пулса тăракан çынпа паллашма пултаратăр. Вăл сире ӗçе йӗркелеме, профессире ӳсме пулăшӗ, хăвăра та урăхларах йышăнма пуçлатăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Шала кайнă чирсем вăранма пултараççӗ, çавăнпа канма тăрăшăр, йогăпа аппаланни усса кайӗ. Çăмăлрах апат çийӗр, алкогольтен пачах та пăрăнмалла, кофе те сахалрах ӗçӗр. Сире хирӗçле паллăра - Ракра Марс­па Меркурий вырнаçни кулленхи ӗçсене те пурнăçлама чăрмантарӗ. Ӗçтешсенчен пулăшу ыйтма ан вăтанăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Мӗнпур плана пурнăçлама пултараймасан та пуçа усмалла мар. Ку вăхăтра ытларах вăхăта çемьепе, тăвансемпе ирттерӗр, сăлтавсăрах пӗр-пӗр уяв йӗркелесен те пăсмӗ. Эрне вӗçнелле ӗç енӗпе интереслӗ сӗнӳсем пулма пултараççӗ. Юратуллă хутшăнусем вара чăннипех савăнтарӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрнере сире пулăшса тăракан Плутон витӗм панипе пысăк вырăнти çынсемпе паллашатăр. Сирӗн ӗçе урăхларах куçпа пăхса хаклама пуçлӗç. Яваплă, ӗçчен, сăмахран тухманнине пула хăвăрăн лару-тăрăва лайăхлатма пултаратăр. Хăшӗсен пуçлăха ларма та шанăç пур.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Сирӗнпе туслă Ракра Меркурипе Марс, Хӗвел вырнаçни лайăх эрне парнелеççӗ. Спортпа, ташăпа аппаланма пуçлани усăллă. Юлташсене пуçтарса похода кайсан та аван. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ те лайăхланать, ку хушма ӗç тупнипе те çыхăнма пултарать.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Кредит илме шухăш пур-тăк, ăна эрнен пӗрремӗш çурринче пурнăçлăр. Плутон пулăшнипе банкпа лайăх условисемпе килӗшӳ тума пултаратăр. Тăвансемпе юлташсенчен вара кивçен илмелле мар, маларах тавăрса пама ыйтӗç. Тӗрӗсмарлăхпа тӗл пулма пултаратăр, хăвăра кӳрентерме ан парăр, хирӗç тăрăр. Кайран хăйсемех каçару ыйтӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: