Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 19.12-25.12

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Улшăнса тăракан вăхăт. Организм черченрех пулин те, унăн шалти резервӗсем уçăлаççӗ, вăй-хал çӗнелнине туятăр. Çапах та вăйăра упрама тăрăшăр, сиенлӗ хăнăхусене пăрахăçлăр, уйрăмах туртассине. Пылак апат-çимӗçпе те иртӗнмелле мар. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Ку вăхăтра укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсенче хăвăр пултарулăха, профессилӗхе шанса татса памалла. Куçман...

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Улшăнса тăракан вăхăт. Организм черченрех пулин те, унăн шалти резервӗсем уçăлаççӗ, вăй-хал çӗнелнине туятăр. Çапах та вăйăра упрама тăрăшăр, сиенлӗ хăнăхусене пăрахăçлăр, уйрăмах туртассине. Пылак апат-çимӗçпе те иртӗнмелле мар.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку вăхăтра укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсенче хăвăр пултарулăха, профессилӗхе шанса татса памалла. Куçман пурлăхпа е ытти ӗçпе панă çынсен канашӗсем усă тăвас вырăнне сиен кăна кӳрӗç. Ӗнерхи пулăшакансем паян конкурентсем пулса тăраççӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере çемье бизнесӗ йӗркелени ăнать, лайăх тупăш илес шанчăк пур. Ӗçре пуçлăхпа е ӗçтешсемпе хирӗçӳсем сиксе тухма пултараççӗ. Тавлашусене вăхăтлă татса парсан çухатусем пулмаççӗ. Хăвăр ытлашши уçă пулнипе çеç кирлинчен ытларах тăкакланма пултаратăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак тапхăрта кăткăс ӗçсене пурнăçлама пулмӗ, кану сферинче ӗçлекенсен кăна лару-тăру лайăхрах пулӗ. Мӗн чухлӗ ӗç савăнтарать, çавăн чухлӗ ытларах ӗçлесе илетӗр. Азартлă вăйăсем вылямалла мар, нимсӗр юлма пулӗ. Ал ӗçӗпе, искусствăпа ӗçлекенсен укçа енӗпе ăнать.

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере килти ӗçсене тума, çемье ыйтăвӗсене татса пама тăрăшмалла. Юсав ӗçӗсем ăнаççӗ. Ачасемпе çыхăннă ӗçсенче чăрмавсем пулаççӗ, юратура та ăнсах каймасть. Хутшăнусене пăсас мар тесен, мăшăрăра е савнийӗре хăвăрăн шухăшсене вăйпа йышăнтарма ан хăтланăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çак кунсенче кӗске те ăнăçлă çул­çӳревсем пулаççӗ. Транспортра асăр­ханулăх кирлӗ, аварисем пулма пултараççӗ. Ӗçпе çыхăннă тӗрлӗ курссенче вӗренме лайăх вăхăт. Малашне ку должноçра ӳсме те пулăшӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсене тимлӗх уйăрмалла. Куçман пурлăх туянма е сутма лайăх вăхăт. Ӗçлӗ тата харпăр хутшăнусем кăткăсланаççӗ. Тăвансемпе е кӳршӗсемпе тавлашма пултаратăр, килӗштерме йывăр пулӗ. Йышăнусем тăвиччен лайăх шутлăр, иккӗлле ан хăтланăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Ку вăхăтра сирӗнпе нумайăшӗ интересленӗ. Харпăр çыхăнусене пула йӗркелӳ ӗçӗсем лайăх пурнăçланаççӗ. Ӗç тата ӗçтешсемпе хутшăнусем тӗпрен улшăнаççӗ. Çак тапхăр самай ывăн­тарӗ, ал-урана ыраттарма пултаратăр. Çавăнпа ытларах канма тăрăшмалла, виçине пӗлсе ӗçлӗр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çак эрнере шăнса чирлеме пултаратăр, сывлав системине упрăр, витаминсем ӗçӗр, кӗлеткене пиçӗхтермелли пирки шутлăр. Ывăннипе те хăвăра япăх туятăр. Телее, нумай чирлесе выртмастăр. Пӗр-пӗр пысăк мероприятие хутшăнма тивӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Çак эрнере ӗç çине творчествăлла пăхакансем лайăх ӗçлесе илеççӗ. Ӗçӗ рекламăпа, канупа, педагогикăпа çыхăннисен уйрăмах ăнать. Укçа е парне выляса илме, усăллă паллашусем йӗркелеме пултаратăр. Пурнăçăра илем кӳме пултаракан япала туянни ăнăçлă пулӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку вăхăтра вăй-хал пуçтармалла, сывлăх пирки шутламалла. Хăш-пӗрисем вăй кӗнине туйӗç, теприсене йăлт тарăхтарӗ, аппетит пӗтӗ. Организм хӗллене хатӗрленнипе мăнтăрланма пултаратăр, çавăнпа рациона тимлемелле, усăллă çимӗçсем çиме тăрăшмалла.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку вăхăт пит лайăхах пулмӗ, вăй-хал та сахал. Сывлăх енчен илсен, чирлеместӗр, анчах психоэмоци лару-тăрăвӗ йывăрланать. Сăлтавсăрах кулянатăр, пӗчченлӗхе тарăн туятăр, сиенлӗ хăнăхусем патне туртăнатăр. Çынсем хушшинче пулма, уçăлса çӳреме тăрăшăр, хупăнса ан ларăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев