Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 20.02 - 26.02

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Тӗлӗнмелле тапхăр, укçа-тенкӗ енчен çитӗнӳ тăвас тесен нумай вăй хума тивӗ, тепӗр енчен ӗçри харсăрлăха та çынна кăтартмалла мар. Уйрăмах ку вăрттăн ӗçпе е магипе интересленекенсене пырса тивет, хăрушсăрлăха тимлесен ăнăçу пулатех. Ыттисене ку эрнере кăштах наянланни пăсмӗ. ТАКА 21.III - 20.IV Çак тапхăрта лăпкă пулма...

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Тӗлӗнмелле тапхăр, укçа-тенкӗ енчен çитӗнӳ тăвас тесен нумай вăй хума тивӗ, тепӗр енчен ӗçри харсăрлăха та çынна кăтартмалла мар. Уйрăмах ку вăрттăн ӗçпе е магипе интересленекенсене пырса тивет, хăрушсăрлăха тимлесен ăнăçу пулатех. Ыттисене ку эрнере кăштах наянланни пăсмӗ.

ТАКА 21.III - 20.IV
Çак тапхăрта лăпкă пулма тăрăшмалла, унсăрăн хирӗçӳсене пула хутшăнусене татма пултаратăр. Хăрушсăрлăх пирки ан манăр. Творчествăпа, наукăпа ӗçлеме, юлташла тата ӗçлӗ çыхăнусене çирӗплетме лайăх вăхăт. Шалти сисӗме шанăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрне сипленме, вăрттăн наукăсене тӗпчеме ăнăçлă. Шаннă çынсем пулăшсан ӗç енӗпе эрнен пӗрремӗш çурри лайăх. Хăш-пӗрисен профессире ӳсме май пур. Укçа-тенкӗпе авантюрăсенчен асăрханмалла, пробле­мăсем пулма пултараççӗ, юридиципе çыхăнни таранах.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Халăхпа ӗçлекенсен пурнăçӗнче çитӗнӳсем пулӗç. Интереслӗ мероприятисенче - концертсенче, куравсенче пулма тăрăшăр. Пӗлӗшсен шутне ӳстерме, юратса пăрахма, мăшăрлисен хутшăнăвӗсене çирӗплетме май пур. Çав вăхăтрах хӗрӳ пулнипе хутшăнусене татма та пултаратăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Укçана куçман пурлăха хывма е юсав ӗçӗсем пуçлама ырă вăхăт çитнӗ. Профессире çитӗнӳсем, улшăнусем пулма пултараççӗ, анчах çынсемпе калаçма пӗлмесен вӗсем ырах пулмӗç. Тăвансемпе, пуçлăхсемпе хутшăнусене пăсас мар тесен, хăвăра алăра тытăр. Ӗçпе кил хушшинче шайлашу тупма йывăр пулӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Лăпкă мар эрне. Сывлăхăра тимлемелле, хӗрӳленсе хăтланни сывлăха хавшатма пултарӗ е ыраттарса аманма пултаратăр, нерв системине упрăр. Сиенлӗ хăнăхусенчен çăмăллăнах уйрăлма, пурнăç ритмне улăштарма пултаратăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере чир пуçланнине асăрхамасăр ирттерсе ярас мар тесен, организма итлемелле. Унсăрăн вăрах вăхăт сипленме пултаратăр. Шала кайнă чирсем вăранма пултараççӗ. Пăлханма кирлӗ мар, ку сире хавшатӗ çеç. Эрне вӗçӗнче ырă хыпар илтетӗр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Çак тапхăрта пӳресем, чӗрепе юн тымарӗсен системи айванрах. Çавăнпа тавлашусене ан хутшăнăр. Ытти енӗпе эрне лайăх, хăш-пӗрисен лайăх ӗçлесе тупăшне ӳстерме пултарӗç. Юратуллă хутшăнусенче асăрхануллăрах пулăр, ӳт чирне çаклатма пултаратăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Чӗрепе юн тымарӗсен тата апат ирӗлтерекен системăсем черченнисем сывлăх пирки ытларах шутламалла. Витаминсемпе, минералсемпе пуян апат-çимӗç пысăк усă кӳрӗ. Сахăрпа углевод шайне чакармалла. Харпăр пурнăçра пур енӗпе те тирпейлӗ пулма тăрăшмалла.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрнере сывлав системин чирӗсем тапранма пултараççӗ, çавăнпа туртнин сиенӗ тата та ӳсет. Тепӗр енчен çăмăллăнах сиенлӗ хăнăхуран хăтăлма пултаратăр. Физкультура туни канăçсăрлăхпа кӗрешме пулăшӗ. Хăш-пӗрисен ӗç енӗпе çӗнӗ сӗнӳсем пулӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрнере пуринчен ытларах пурлăхпа çыхăннă ыйтусем шу­хăшлаттараççӗ. Кил-çурта хăтлăх кӗртес тӗллевпе хаклă япаласем туянма пултаратăр, интерьера çӗнетес килӗ. Суту-илӳре, кану сферинче, куçман пурлăха аренда парассипе ӗçлекенсен тупăш ӳсет.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак тапхăрта энерги нумай, çăмăллăнах пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса паратăр. Пуçлăхсем ырă кăмăллă пулни те хăвăра шанаслăха ӳстерӗ, вӗсем тăрăшнине кура хаклӗç. Ăс-тăнпа çыхăннă ӗç ăнăçлă пулӗ. Çулçӳревсем те ăнаççӗ, уйрăмах вӗсем искусствăпа çыхăннă пулсан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев