Сувар

Эрнелӗх гороскоп 21.08 - 27.08

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере ырă самантсем нумай пулӗç. Çемье те, тăвансем те лайăх­хипе кăна савăнтарӗç. Хăшне-пӗрне хаклă парне тăвӗç е укçа нумай парӗç. Унпа усă курма ăс çитӗ, кил валли кирлӗ япала туянатăр е ӗç йӗркелесе яратăр. Харпăр пурнăç та йӗркеллӗ, пӗчченнисен юратса пăрахас, савни тупас шанчăк пулать....

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере ырă самантсем нумай пулӗç. Çемье те, тăвансем те лайăх­хипе кăна савăнтарӗç. Хăшне-пӗрне хаклă парне тăвӗç е укçа нумай парӗç. Унпа усă курма ăс çитӗ, кил валли кирлӗ япала туянатăр е ӗç йӗркелесе яратăр. Харпăр пурнăç та йӗркеллӗ, пӗчченнисен юратса пăрахас, савни тупас шанчăк пулать.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Кану мӗнне мансах ӗçлеме тивет. Канмаллисем умӗн хăвăра пăрса кăларнă лимон евӗр туйма пуçлатăр. Вăй-хала тавăрас тесен выртса канма тăрăшăр, массажа кайни, пушă вăхăта кӗнеке вуласа ирттерни усă кӳрӗ. Мăшăрăр нумай ырă самант парнелӗ. Тахçанхи парăмсене татса пама тивӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере мăшăрпа хутшăнусене улăштарас килӗ, малашне иккӗмӗш вырăнпа кăна çырлахас килмӗ, упăшкăра е арăмăра пӗр сăмахранах итлес килмӗ. Ку ним ыррипе те вӗçленмӗ. Канмаллисене хирӗç тин çӗнӗрен калаçма пуçлатăр. Шел те, каллех мăшăрăр куçӗнчен пăхса тăма тӳр килӗ.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта харпăр Эльдорадона тупатăр. Ку пӗр-пӗр интереслӗ проект пулма пултарать. Çитес вăхăтрах унран тупăш илме пуçлатăр. Юлташăрсем хутшăнма кăмăл тăвӗç, анчах эсир хăвăр çума никама та ямастăр. Бизнесăр аталанӗ те, анчах юлташăрсене çухататăр. Шел, çакна каярахпа тин асăрхатăр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ку эрнере хăвăрăн талантсене пӗтӗм тӗнчене пӗлтерме майсем пулӗç. Йăлтах хăвăртан килет. Енчен те эсир сăпайлă çын-тăк - çитӗнӳ хыç­çăн хăваламасан та юрӗ, пӗр-пӗр проект пур-тăк - хăюллăнах ун çинчен пӗлтерме пул­таратăр. Харпăр пурнăçа тимлӗх уйăрса вă­хăтăра ан та çухатăр - пурпӗрех унта ним çӗн­ни те çук.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Питӗ пысăк вырăн йышăнакан çынпа паллашма май пулӗ, тӗлпулу ӗçпе çыхăнма пултарать. Çав çынпа çирӗп туслăх йӗркелеме май пур. Çӗнӗ тусăр пӗр шăнкăравпах мӗнпур проблемăрсене татса пама, карьерăпа пулăшма пултарать. Мăшăрăр кӗвӗçме пуçласран асăрханăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Пур енӗпе те ырă эрне. Теветкеллӗ, нумай вăй-хал хума тивекен ӗçсенчен пăрăнăр. Манăçнă ӗçсене пурнăçлама тăрăшăр. Кил-çуртăра тирпейлӗр, мăшăрăрпа е çывăх çыннăрпа чунтан калаçăр. Уйрăлма шутласан май килнӗ таран лару-тăрăва çемçетме тăрăшăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Пурнăçăрти чылай енсене çӗнӗ куçпа пăхатăр. Харпăр менталитет тӗпрен улшăнӗ, малтанласа потребитель пек пурăннă пулсан, халӗ кăмăл-сипет хаклăхне мала хума, тӗнпе интересленме пуçлатăр. Ку шалти тӗнчене пуянлатӗ, бизнес аталанăвне вара кăштах чарса тăрӗ. Укçа-тенкӗ хаклăхӗ чакать.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрнене хăвăра халалласа усăллă хăнăхусене вӗренме тăрăшăр. Çывăх вăхăтра сывă пурнăç йӗркипе пурăнма пуçласан сывлăхри ырă улшăнусем нумай кӗттермӗç. Харпăр пурнăçра ним те улăштармалла мар, хăвăр та, мăшăрăр та хатӗр мар. Ӗçри лару-тăру лăпкă пулӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрнере практика ӗçӗ çинчен манса ытларах шухăшлатăр. Ӗçри тивӗçсене ӗçтешӗрсем хушшинче ăслăн пайлама пултаратăр. Пуçлăх та сирӗн майлă пулӗ. Генилле шухăш çуралӗ, ăна çӳлерех ларакансем те асăрхӗç. Çапла майпа укçа-тенкӗ лару-тăрăвне те лайăхлатма пултаратăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çав тери ăнăçлă эрне. Пӗр ӗç пурнăçласах харпăр тупăша ӳстерме май пулӗ, канма кайма та укçа çитӗ. Кану интереслӗ, нихçан манăçми ирт­се кайӗ, çемьепе экзотикăлла çӗршыва кайма май пур. Мăшăрсемпе савнисем пӗр-пӗрин çине çӗнӗлле пăхса тепӗр хут юратса пăрахӗç.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере ӗçтешсемпе çав тери асăрханса калаçмалла. Вӗсенчен хăшӗ-тӗр чееленсе сирӗн вырăна йышăнма хатӗрленет. Çавăнпа та хăвăрăн шухăша пур енӗпе пӗлтермесен те юрӗ. Юратнă, çывăх çынсемпе кăна уçă пулма пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: