Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 21.11. - 27.11

СКОРПИОН 24.X - 22.XI Ку эрнере проблемăсем нумай пулсан та вӗсене хăвăр тӗллӗнех татса паратăр. Анчах çывăх çыннăр сирӗн пулăшусăр ӗç кăлараймӗ. Ноябрӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа спортпа аппаланма пуçласан аван пулӗ, уйрăмах ку кăштах çӳхелме шутланисемшӗн усăллă пулӗ. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Çак тапхăрта çивӗч ыйтусемпе ӗçлемелле мар, вăхăта канса, лăпкăн...

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере проблемăсем нумай пулсан та вӗсене хăвăр тӗллӗнех татса паратăр. Анчах çывăх çыннăр сирӗн пулăшусăр ӗç кăлараймӗ. Ноябрӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа спортпа аппаланма пуçласан аван пулӗ, уйрăмах ку кăштах çӳхелме шутланисемшӗн усăллă пулӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çак тапхăрта çивӗч ыйтусемпе ӗçлемелле мар, вăхăта канса, лăпкăн ирттерме тăрăшăр. Хăш-пӗр ыйтăва çийӗнчех татса памалла пулсан та ытлашши ан ăшталанăр. Тăвансемпе хутшăнусем çивӗчленме пултараççӗ. Çапах та ан парăнăр, хăвăр шухăш çинче çирӗп тăрăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрне тӗрлӗ пуçарусемшӗн ăнăç­лă: çурт тума та, çӗнӗ хутшăнусем йӗркелеме те. Енчен те хăш-пӗри халиччен те юратнă çыннине тӗл пулман пулсан халӗ шăпах шырама вăхăт çитнӗ. Паллашусен сайтӗнче регистрациленни усăл­лă пулӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак тапхăрта пуçăрта ырă мар шухăшсем çуралсан вӗсем пурнăç­ланаççех, çавăнпа та тирпейлӗрех пулма тăрăшăр, япăххи çинчен ан шухăшлăр. Ачасене тимлӗхсӗр хăвармалла мар, уйрăмах шкул ачисене, вӗсен пӗр класрисемпе проблемăсем пулма пултараççӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çитес икӗ эрнере ӗç пирки илӗртӳллӗ сӗнӳ пулӗ. Анчах тӳрех килӗшиччен малтан йăлт тӗрӗслӗр, куçа курăнман тумхахсем пулма пултараççӗ. Ыт­ларах канма тăрăшăр. Стрессенчен, пăлхануллă лару-тăрусенчен асăрханăр.

ТАКА 21.III - 20.IV
Çак вăхăтра пӗччен юлмалла мар - йывăр шухăшсем аптратма пултараççӗ. Юлташсемпе ӗçтешсем хушшинче е çемьепе пӗрле пулма тăрăшмалла. Укçа-тенкӗпе асăрхануллă пулăр. Лайăх кредит илме е акцие хутшăнма темле илӗртсен те ан килӗшӗр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çынсемпе хăвăр мӗнле пулатăр, вӗсем те хирӗç çавăн пекех хуравлӗç. Ӗçре хӗрӳлленсе тавлашусене ан хутшăнăр. Хăвăра начар енчен кăтартма ан тăрăшăр. Çи-пуç пирки шутласан вара юрать, харпăр стиле улăштарма тахçанах вăхăт çитнӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере сире наянлăх ярса илӗ те кулленхи ӗçсемпе те аппаланас килмӗ, кирлӗ ыйтусене те татса параймастăр. Кая юлман чухне ӗçсене пурнăçлакана тупма тăрăшăр. Сывлăхăра тимлӗр, тен, вăлах сире ӗçсенчен пăрса хăй пирки аса илтерет.

РАК 22.VI - 22.VII
Халиччен сире кӳрентернӗ е тивӗçлипе хакламан пулсан, ку эрнере йăлт улшăнать. Ноябрӗн 24-мӗшӗ уйрăмах пӗлтерӗшлӗ, çак куна чи кирлӗ тӗлпулусене палăртма пултаратăр. Пӗчченнисен таврари çынсене тимлӗрех сăнамалла, вӗсен хушшинче хăвăра тахçантанпах савакан çын пулма пултарать.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çак тапхăрта ытларах çемьепе пулма тăрăшăр, çывăх çыннăрсене сирӗн тимлӗх çитмест. Ӗçпе çыхăннă ыйтусене çитес эрнене хăварсан та юрать. Канмалли кун ăçта та пулин пӗрле кайма тăрăшăр, каçсене вара килте ирттерсен лайăх­рах.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере медицинăпа çыхăннă процедурăсене тусан аван. Гардероба, харпăр стиле улăштарма та лайăх вăхăт. Таврари çынсене сăнасарах пăхăр, вӗсен хушшинче сире савакан çын пур. Пурнăçăра улăштарас теместӗр пулсан, çывăх хутшăнăва ан кӗрӗр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Кирлӗ марринчен хăтăлма вăхăт çитнӗ: килӗртен те, пуçран та çӳп-çапа кăларса ывăтăр. Телей кӳмен çывăх хутшăнусене татăр, сахал укçа тӳлекен ӗçрен кайăр. Çăлтăрсем шантарнă тăрăх, çапла тусан пурнăçăр лайăх енне улшăнатех.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев