Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 23.10 - 29.10

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере нумай чупма тивет, килте ларма вăхăт пулмӗ. Ӗçри авралсăр пуçне пӗр-пӗр çывăх тă­ванăрăн проблеми хушăнӗ. Закона пăсса йăнăшнăскере çăлас тесе мӗнпур çыхăнупа усă курма тăрăшатăр. Ăна ăнăçлă татса паратăр, тăванăрсем тав тăвӗç. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта ытлашшипех импульсивлă пулни ӗçре те чăрмантарӗ,...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере нумай чупма тивет, килте ларма вăхăт пулмӗ. Ӗçри авралсăр пуçне пӗр-пӗр çывăх тă­ванăрăн проблеми хушăнӗ. Закона пăсса йăнăшнăскере çăлас тесе мӗнпур çыхăнупа усă курма тăрăшатăр. Ăна ăнăçлă татса паратăр, тăванăрсем тав тăвӗç.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çак тапхăрта ытлашшипех импульсивлă пулни ӗçре те чăрмантарӗ, уйрăмах пысăк проектсен шăпи хăвăртан кăна килсен. Çавăнпа хăвăра алăра тытасси пӗрремӗш те чи кирлӗ задача пулса тăрӗ. Ытти енчен эрне ăнăçлă: карьерăра çитӗнӳ тăватăр, авалхи лайăх тусăрпа тӗл пулатăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Пурнăçăрта нихăш енӗпе те йывăрлăхсем пулмӗç. Вак-тӗвек проб­лемăсене вара çăмăллăнах «шăлса ывăтатăр». Юрату енӗпе мӗн-тӗр кӗтнӗ пулсан, хальлӗхе çак фронтра шăп. Сăлтавӗ мăшăрăр ытла та сăпайлă пулнинче е вăл пуçӗпех карьера тăвас ӗçе кӗрсе кайнинче.

РАК 22.VI - 22.VII
Ку эрнере карьера пусмипе улăхма пултаратăр. Пурӗ те çанă тавăрса ӗçлени тата сăн-питпе те, çи-пуçпа та илӗртӳллӗ пулни кирлӗ. Пуçлăха предприятин интересӗсене потенциаллă ӗçтешӗсене кăтартмашкăн тивӗçлӗ çын кирлӗ. Çав çын эсир пулма пултаратăр. Калаçăва кирлӗ пек ирттерсен, должноçпа ӳсесси куçкӗрет.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çак тапхăрта наянлăхпа мăнкă­мăллăхăра хуть те кӗсйӗре чиксе хурăр. Ку ӗçре те, тăвансемпе хутшăнусене те пăсма пултарать. Хăвăра пуринпе те тан тытма тăрăшăр. Эрне варринче укçа-тенкӗпе йывăрлăхсем сиксе тухӗç, чи çывăх çыннăр пулăшма хатӗр пулӗ. Ун умӗнче те пулин «коронăра» хывăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Пит пысăк улшăнусем пулмӗç. Майӗпен мăшăрланури хутшăнусене йӗркелетӗр, хăшӗсем - тин паллашнă савнийӗсемпе. Ӗçре çӗнӗ сотрудникпа паллашма пултаратăр, вăл ӗçтеш пек кăна мар, çынлăхӗпе те килӗшӗ. Хăшӗсем çавна пула килӗсене те каярах таврăнма пуçлӗç.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Творчествăлла эрне пулӗ. Ну­майă­­шӗ ачисемпе пӗрле живописьпе, музыкăпа аппаланма тытăнӗ. Хăш-пӗри тахçан çак енӗпе ӗçлеме ӗмӗтленнине аса илӗ те пушă вăхăта хоббипе ирттерӗ. Телее, çакна килтисем ăнланса йышăнӗç.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере пурнăçăра çӗнӗрен хаклама тăрăшатăр. Тăруках пӗр-пӗр япалапа çыхăннă ӗмӗт арканма пултарать. Ăшри тунсăх ӳссех пырӗ, ку чухне аслăрах юлташăрпа калаçни пулăшӗ. Пурлăх, укçа-тенкӗ чи кирли маррине ăнланса илетӗр. Укçапа виçейми ăнлавсене хак­лама тытăнатăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Канмалли куна палăртнă мероприятие хатӗрленсе ирттеретӗр çак тапхăра. Тивӗçлӗ парне шырама тивӗ. Ӗçри тăрăшулăха кура пуçлăхран ыр сăмах илтетӗр. Кӗтнӗ уяв пӗр енчен савăнтарӗ, тепӗр енчен хăвăра пысăк тимлӗх уйăрнипе ывăнтарӗ те.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Карьера енӗпе пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Килсе тухнă шанчăкпа хăюллăнах усă куратăр. Хăш-пӗри çумри çынсене те пăхса тăмӗ. Ӗçтешсем çакна каçармӗç, лару-тăру çивӗчленӗ. Куç хыçӗнче калаçма пуçласса хатӗрленӗр. Çакна курмăш пулма тăрăшăр, йăлт майлашăнӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере юратнă çыннăн проблемисене тимлӗх уйăрма тивет. Юлташăр шухăшлă, хурлăхлă çӳренине асăрхасан сăлтавне пӗлме тăрăшăр. Проблемăсене татса парас тесе плансене те улăштарма тивӗ. Çакăнпа ан тарăхăр, ку мăшăрăршăн тума пултарнă чи пӗчӗк ӗç кăна.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак тапхăра савăнăçлă ирттерме май пур. Айккинчен пăхсан, эсир ачапчана аса илтеретӗр, калăн сирӗн пӗр проблема та çук. Чăнах та, вӗсем хăйсемпе хăйсемех татăлаççӗ, кăмăл пушшех çӗкленӗ. Юратуллă хутшăнусем кăна ачалла хăтланнипе пăсăлма пултараççӗ. Пуринпе те йăнкăлтатни савнийӗре килӗшмӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев