Сувар

Эрнелӗх гороскоп 27.02 - 05.03

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Ку эрнере таврари çынсен тимлӗхӗнчен пăрăнма тăрăшатăр. Хăвăр тавра пулса иртекен лару-тăрура пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнатăр. Хăш чухне харпăр позицие çывăх çынсем мар, хăвăр та ăнланмастăр. Шухăшсене шалта тытнипе лару-тăру пушшех кăткăсланӗ. Хăш-пӗр мăшăр çавна пула пӗр-пӗрне ăнланма пăрахӗ. ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере мăшăрпа хутшăнусене...

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере таврари çынсен тимлӗхӗнчен пăрăнма тăрăшатăр. Хăвăр тавра пулса иртекен лару-тăрура пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнатăр. Хăш чухне харпăр позицие çывăх çынсем мар, хăвăр та ăнланмастăр. Шухăшсене шалта тытнипе лару-тăру пушшех кăткăсланӗ. Хăш-пӗр мăшăр çавна пула пӗр-пӗрне ăнланма пăрахӗ.

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере мăшăрпа хутшăнусене лайăхлататăр, ӗçре те авторитетăра çӗклетӗр. Кану мӗнне манса ӗçлеме тивӗ, çавна пула пуçланă проекта вăхăтлă вӗçлетӗр. Çемьере проблемăсем çук. Канмаллисенче кӗтмен хăнасем килсе çитме пултараççӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере сывлăхăра тимлӗр, тӗревпе хускану аппарачӗ черчен, çавăнпа тухтăр патне каймаллах. Сывлăхпа проблемăсем çуккисем ӗçре хăйсене аван енчен кăтартса çитӗнӳ тăвӗç. Ӗçлӗ çулçӳревсем, командировкăсем нумай пулӗç. Харпăр пурнăçра йăлт йӗркеллӗ, мăшăрсен хутшăнăвӗсем лăпкă.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Укçа-тенкӗпе, карьерăпа çыхăннă ӗçсене пурнăçлама кăмăл çукрах. Çӗнӗ юлташпа пуçланă проект самай интереслӗрех пек туйăнӗ. Çав ӗçе арçынпа хӗрарăм пуçарсан вӗсен хушшинче юрату тӗвӗленме пултарать. Юлташăрсем вара çак романа хирӗç пулӗç, мӗншӗн тесен тӗп ӗç çинчен манатăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта пур ӗçе те çӗкленӳллӗ кăмăлпа тăватăр, ӗлӗкхи тунсăхран йӗр те юлмӗ. Хăвăршăн та вăхăт тупăнӗ, сăмахран, спортпа аппаланма. Карьера та аталанса пырать. Хăвăра лайăх дипломат пек кăтартатăр, хуть кампа та калаçса татăлаятăр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ку эрнере хăвăрпа пурте ырă пулнине асăрхатăр. Ку кăмăла каять, анчах шанса пӗтерейместӗр. Тӗрӗсех, хăш-пӗрисем сирӗнпе усă курса пуçлăхсем умӗнче хăйсене лайăх кăтартасшăн, вăрттăн тӗллевӗсене пурнăçласшăн. Вăхăтра асăрхани пăтăрмахсенчен сыхласа хăварӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере интереслӗ мероприятие лекетӗр. Вăл канмалли кун кăна пулсан та эрнипех хатӗрленетӗр. Кӗтни пурнăçланать, уяв ӗмӗрлӗхе асра юлӗ. Ытти енӗпе çитӗнӳсем çук, укçа-тенкӗ енчен те кӗтнӗ тупăша е преми илейместӗр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Çак кунсенче пуçӗпех хоббипе аппаланассине кӗрсе ӳкетӗр. Телее, çемьепе, килпе, ӗçпе çыхăннă ӗçсем пит нумай мар. Канмаллисем умӗн пӗр-пӗр хаклă япала туянас ӗмӗт çуралать. Ăна пурнăçлас тесен кредит е юлташсенчен кивçен илме тивӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере çемьере кăткăс лару-тăру пулӗ. Хăш-пӗр мăшăрсем чӗрре кӗрсе уйрăласси пирки те шутлӗç. Харпăр пурнăç туснă чухне ӗçре те ӳсӗм тăваймастăр. Хăвăрпа кăмăлсăр пулнипе кичем çӳретӗр. Канмалли кунсенче кăна ӗçсем йӗркене кӗме пуçлаççӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çак тапхăрта нумайăшӗ çуркуннене кӗтсе хăйне йӗркене кӗртме шутлӗ, сăмахран, диета ларса. Ӗçре хăвăр çине питӗ те яваплă тивӗç е кăткăс проект илетӗр. Харпăр хутшăнусене сахалрах тимлӗх уйăрнипе мăшăрăр кӳренме пултарӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрнере укçа-тенкӗ енчен пуятăр. Тупăш мӗнле ӳссе кайнине хăвăр та сисместӗр, тахçан ӗмӗтленнӗ хаклă япаласене те туянаятăр. Пуянлăха ултавпа туни пирки сăмах саракансем те пулӗç. Çывăх çынсемпе юлташăрсене кăна шанса тӗрӗс тăватăр, курайманнисене ку пушшех тарăхтарӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак эрнере эмоцисен шайлашăвне тӗлӗнмелле майпа йӗркелеме тăрăшатăр: тăвансемпе юлташсенчен, çемьерен вăхăтлăха уйрăлса. Хăш-пӗри отпуск илӗ. Лару-тăрăва улăштарас килнипе çывăх çыннăра та итлеместӗр. Пӗччен пулни чăнах та шухăшсене тирпейлеме, хăвăра лайăхрах ăнланма пулăшӗ.
 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: