Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 28.08 - 03.09

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере сиплевпе профилактика процедурисем тума тăрăшмалла, организм ăна лайăх йышăнӗ. Укçа-тенкӗ проблемисене татса параятăр. Пуçтарăнса кайнă ӗçсене çăмăллăнах пурнăçлама пулӗ. Юратнă çынпа хирӗçме пултаратăр, туйăмсене ирӗке ан ярăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Канупа романтикăлла хутшăнусен вăхăчӗ, çăлтăрсем тинӗс хӗррине кайма сӗнеççӗ. Унта сире ырă мыскара...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере сиплевпе профилактика процедурисем тума тăрăшмалла, организм ăна лайăх йышăнӗ. Укçа-тенкӗ проблемисене татса параятăр. Пуçтарăнса кайнă ӗçсене çăмăллăнах пурнăçлама пулӗ. Юратнă çынпа хирӗçме пултаратăр, туйăмсене ирӗке ан ярăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Канупа романтикăлла хутшăнусен вăхăчӗ, çăлтăрсем тинӗс хӗррине кайма сӗнеççӗ. Унта сире ырă мыскара кӗтет. Юратнă çыннăр пур пулсан, ун валли кӗтмен парне хатӗрлеме тăрăшăр. Пӗчченнисен кампа-тăр паллашма шанăç пур. Çемьеллисемшӗн пӗрремӗш вырăнта ачасен воспитанийӗ пулӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Çурт-йӗрпе çыхăннă проблемăсем çуккисемшӗн кăна эрне лайăх иртӗ, мӗншӗн тесен ытларах вăхăта килте, çемьепе, тăвансемпе ирттерес килӗ. Килти ӗçсене пӗрле пурнăçлани туслăха тата та çирӗплетӗ. Ку эрнере ӗçпе çыхăннă çӗнӗ проектсем пуçламалла мар.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта çынсемпе нумай хутшăнма тивӗ, вӗсенчен усăллă хыпарсем илтетӗр, çывăх çыннăрсен пурнăçӗнчи чылай çӗнӗлӗхсене пӗлме пултаратăр. Сире тӗрлӗ мероприятисене чӗнме пултараççӗ. Пур çӗрте те хăвăра килти пек туятăр. Хаклă япаласем туянма тăхтăр, укçасăр тăрса юлма пулӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ку эрнере профессире ӳсӗм тума пултаратăр. Укçа-тенкӗпе лару-тăрăва майлаштарма тăрăшса карьерăра çитӗнӳ тăватăр. Харпăр пурнăç шайӗ те ӳсет. Çăлтăрсем эсир обществăра паллă çын пулса тăма пултарасса систереççӗ. Хăшӗсене туя е юбилее чӗнӗç. Тахçанах ӗмӗтленнӗ хаклă япалана туянма пултаратăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ӳсӗм тума ӗмӗтленекенсемшӗн лайăх эрне. Моральпе кăмăл-сипет ăнлавӗсем çинчен нумай шутлама тытăнатăр. Хăвăршăн тӗслӗх пулса тăнă çынсене ытларах сăнама пуçлатăр. Пурнăç пирки философилле шутлатăр, тӗн ыйтăвӗсем те хумхантараççӗ. Хăвăрăн тӗн учителӗ, гуру пулса тăракан çынпа паллашатăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрнене лăпкăн ирттерме тăрăшмалла. Ятарласа нимӗн те планламалла мар, пурнăç еккипе пурăнма тăрăшăр. Проблемăсене те сисмесӗрех татса паратăр. Хăш-пӗрисен экстрасенс пултарулăхӗ палăрӗ. Çынсен хăтланкаларăшӗсен сăлтавӗсене уççăн курма пуçлатăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Юлташсемпе, çывăх çынсемпе хутшăнусене йӗркелеме лайăх вăхăт. Мăшăрлă хутшăнусенче ăнланманлăхсем пур-тăк, вӗсене урăх енчен пăхма тăрăшăр. Юратнă çынпа юлташпа калаçнă пек калаçăр, пулăшăр, ку ăна лайăхрах ăнланма пулăшӗ. Пӗрле плансем туни усă кӳрӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрнере пурнăçри приоритетсене татса пама тивет. Мӗн сирӗншӗн чи кирли, чи хакли? Ума тӗллев лартнă хыççăн мӗн шутланине пурнăçлама тытăнăр, çапла кунран кун. Эрне вӗçнелле ӗçсене мӗнле майпа туса пӗтернине хăвăр та сиссе юлаймăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăрта çулçӳревсем илӗртеççӗ. Çăлтăрсем те кулленхи вырăнтан урăх çӗре кайма, вăхăта савăнăçлă ирттерме сӗнеççӗ. Романтикăлла хутшăнусемшӗн те ăнăçлă вăхăт. Юратса пăрахма куç хӳрипе пăхни те çителӗклӗ пулӗ. Хăш-пӗрисен курорт романӗ пуçланӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере сире адреналин, çивӗч туйăмсем кирлӗ. Экстремаллă спорт тӗсӗсемпе интересленекенсем ăна çăмăллăнах пурнăçлаççӗ. Теприсем ăна юратура шырӗç, мăшăрсем хӗрӳ хутшăнусенче тупӗç. Еткерпе çыхăннă ыйтусене татса пама пулӗ, тăвансем те хирӗç пулмӗç.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Мăшăрланма шутланисемшӗн ырă эрне, тахçантанпа савнилле çӳрекенсем пӗрлешме шутлаççӗ. Тăвансене юратнă çынпа паллаштарма та ăнăçлă вăхăт. Арлă-арăмлисен хутшăнăвӗсем çӗнӗлӗхпе савăнтарӗç, юратнă çынна сюрпризпа тӗлӗнтерме тăрăшăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев