Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 28.11-04.12

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Питӗ те ырă тапхăр, тӗлпулусем, ӗçлӗ калаçусемпе çулçӳревсем пысăк усă кӳрӗç. Декабрь пуçламăшӗнче хуть те мӗнле информаципе те тимлӗ пулăр, вăл пурнăçри çӗнӗ тап­хăрăн уççи пулӗ. Мăшăрпа е бизнесри ӗçтешсемпе тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ. Юратса пăрахма пултаратăр. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Ку эрне юлташсемпе çыхăнусене...

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Питӗ те ырă тапхăр, тӗлпулусем, ӗçлӗ калаçусемпе çулçӳревсем пысăк усă кӳрӗç. Декабрь пуçламăшӗнче хуть те мӗнле информаципе те тимлӗ пулăр, вăл пурнăçри çӗнӗ тап­хăрăн уççи пулӗ. Мăшăрпа е бизнесри ӗçтешсемпе тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ. Юратса пăрахма пултаратăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрне юлташсемпе çыхăнусене çирӗплетме, ӗç пуçарма çав тери лайăх. Карьерăра ырă улшăнусем пулӗç. Ӗçтешсем пулăшнипе, командăра ӗçлеме пӗлнипе пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Шăпа парнелекен шанăçсемпе туллин усă курма пӗлӗр. Илӗртӳлӗх тӗллевсене пурнăçлама пулăшӗ. Харпăр пурнăçра та улшăнусем пулӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Кăткăс вăхăт, ӗçсем нумай, обществăлла явап та пысăк. Çынсене мӗнлерех витӗм кӳме пултарни кирлӗ. Авторитетпа статуса ӳстерме пултаратăр. Оппонентсемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр, çавăнпа та тавлашусенчен асăрханăр. Çул çинче авари пулас хăрушлăх пур. Ӗç пуçарни финанс лару-тăрăвне лайăхлатӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере чун çуталнине, творчествăлла хавхаланăва туятăр. Ӗçлӗ тӗлпулусемпе калаçусем, çӗнӗ ӗç шырасси ăнаççӗ. Укçа-тенкӗпе те ăнать, спонсорсем пулăшнипе лайăх проектсем пуçлатăр. Эрне вӗçнелле активлăха чакармалла, ултавсенчен асăрханăр. Канмаллисем умӗн пуçлăхсен пулăшăвӗпе полномочисене ӳстерме пултаратăр.

ТАКА 21.III - 20.IV
Çак тапхăрта нумайăшӗ вăй-хал çителӗксӗррине туйӗ. Финанс проекчӗсем пуçлама, пурлăх лару-тăрăвне лайăхлатмашкăн ăнăçлă вăхăт. Тӗн патне туртăм вăйланать. Хавхалану пурри хуть те мӗнле ыйтусене те татса пама пулăшӗ. Хăвăрпа япăххи ан пултăр тесен усал ан пулăр. Ют çӗршыва ӗçпе кайни усăллă пулӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Уйăх вӗçӗнче ӗçтешӗр е мăшăрăр пулăшнипе ӗмӗтсене пурнăçлама пултаратăр, тӗлӗнмелле пӗрлӗхе туятăр. Вăрттăнлăхсене уçас мар тесен калаçусенче асăрхануллăрах пулăр. Эрне вӗçнелле тавлашуллă лару-тăрăва татса паратăр. Укçапа çыхăннă ӗçсем ăнăçлă пулӗç, пысăк укçапа çыхăннă ӗçсем сиксе тухаççӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере ӗçлӗ çыхăнусем çирӗплетме, нумай калаçма тивет, анчах хал çук. Сăмах панине пурнăçлама тăрăшăр, туйăмсене хăвăрта тытăр, унсăрăн ӗçтешӗрсем çакăнпа усă курса сиртен иртсе кайӗç, пуçлăх та кăмăллă пулмӗ. Канмаллисем умӗн лару-тăру майлашăнӗ те ӗçсене вӗçлетӗр. Аслă вӗрентекенӗрсем ăнăçу çулне кăтартса парӗç.

РАК 22.VI - 22.VII
Нумайăшӗшӗн ку эрне улшăнуллă пулӗ, пулăмсем калейдоскопри евӗр улшăнӗç. Эрне пуçламăшӗнче укçа-тенкӗ енчен ăнать, лайăх сӗнӳсем пулӗç, кирлӗ çынсемпе паллашатăр. Эрне варринче йăнăшса йăлт çухатма пулӗ, çавăнпа асăрханулăх кирлӗ. Сывлăхăра упрăр. Усăллă çыхăнусене пула социаллă статусăра ӳстеретӗр. Хăвăра шанăр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çак тапхăрта уçă та хавхалануллă пулатăр. Аналитика пултарулăхӗ пысăк, шалти сисӗм пурри лару-тăрăва, çынсене, вӗсен хăтланăвӗсене тарăн ăнланма, усăллă паллашусем йӗркелеме пулăшӗ. Эрне варри уйрăмах ăнăçлă. Вӗрентӳре, наукăра, творчествăра, тухса калаçнинче пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Канмаллисенче çул çинче асăрхануллă пулăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Йывăр тапхăр пуçланать, хал çуккипе мӗн шутланине пурнăçлаймастăр. Тахçанхи проектсенчен тупăш илес тесен пуçланă ӗçсене вӗçлемелле. Ăнсăртран романтикăлла тӗлпулусем пулма пултараççӗ. Çынсене калаçтарас мар тесен, амбицисене чакарăр. Ăслă-тăнлă пулни хутшăнусенчи кăткăс ыйтусене татса пама пулăшӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Активлă тапхăр, эрне паллă та савăнăçлă пулăмсемпе, ырă хутшăнусемпе тулли пулӗ. Творчествăра, тухса калаçнинче çитӗнӳсем тăватăр. Тавăç (иск) пама, пуçлăхсемпе калаçма, тӗлпулусем йӗркелеме ăнăçлă тапхăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче харпăр иллюзисенчен хăтăлайманнипе çынсене ăнланма йывăр пулӗ. Мăшăрланупа ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелемешкӗн ăнăçлă вăхăт.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Вăй-хал çуккине туятăр, çăлтăрсем вара талантсене кăтартма майсем пуррине систереççӗ - хăвăра алла илӗр. Тăвансене тимлӗх уйăрмалла. Кăткăс ыйтусене татса парса ӗçсене тирпее кӗртетӗр. Шухăшласа калаçăр, унсăрăн килте, çул çинче хирӗçӳсем сиксе тухӗç. Парăмсене парса татмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев