Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 30.01-05.02

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Çак тапхăрта харпăр пурнăçпа ӗç хушшинче шайлашу тупма йывăр пулӗ. Пӗрремӗшне ытларах тимлӗх уйăрсан укçасăр тăрса юлма, иккӗмӗш патне туртăм ӳссен хутшăнусене пăсма пултаратăр. Çавăнпа ним енӗпе те ан васкăр. Мăшăрсен хушшинчи ултав çиеле тухма пултарать. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Ӗçре çитӗнӳ тăвассишӗн çанă тавăрса ӗçлетӗр,...

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак тапхăрта харпăр пурнăçпа ӗç хушшинче шайлашу тупма йывăр пулӗ. Пӗрремӗшне ытларах тимлӗх уйăрсан укçасăр тăрса юлма, иккӗмӗш патне туртăм ӳссен хутшăнусене пăсма пултаратăр. Çавăнпа ним енӗпе те ан васкăр. Мăшăрсен хушшинчи ултав çиеле тухма пултарать.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ӗçре çитӗнӳ тăвассишӗн çанă тавăрса ӗçлетӗр, хăш-пӗрисем çывăх çынни ӗçке ерес йывăрлăха кӗрсе ӳкнине те курмӗç. Çавăнпа юратнă çыннăра тимлӗхсӗр ан хăварăр. Вак-тӗвекшӗнех кăмăлăра ан пăсăр. Кану çинчен шутлăр, ӗçре ытлашши яваплăх ан илӗр. Канмаллисенче интереслӗ тӗлпулусем пулӗç.

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере пурнăç кичем пек туйăнӗ, тунсăхлама пуçлатăр. Отпуск валли лайăх вăхăт. Ӗçре пӗр-пӗр проект шанса парӗç, пуçлăх тивӗçне те çăмăллăнах пурнăçлатăр. Ӗç кунне кӗскетсе интереслӗ çӗре вӗренме кайни усăллă пулӗ. Вуласа канни чунăра килентерӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çӗнӗ уйăх пуçламăшӗнче вăй-хал çителӗклех, унпа ăçта усă курасси пирки кăна аптратăр. Çăлтăрсем халиччен кун кӗнекине илсе пыман пулсан пуçлама сӗнеççӗ, унсăрăн ӗçри йӗркесӗрлӗхе пула кирлӗ клиентсене çухатма пултаратăр. Килти ӗçсенче те пăтăрмахсем сиксе тухӗç е ачăрсем вӗренӳре кая юлма пуçлани пăшăрхантарӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Пуçарулăха хăвăр çине илме вăхăт çит­нӗ. Уйрăмах укçа-тенкӗ ыйтăвӗсенче. Февраль пуçламăшӗнче пит васкамалла мар, васканипе йăнăшсем тума пултаратăр. Эмоцисене пусарса йышăнусене виçеллӗ шутласа тумалла, шутласа калаçăр. Романтикăлла тӗлпулусем пулӗç, тирпейлӗ тăхăнса çӳрӗр, сиртен тӗслӗх илекенсем пур.

РАК 22.VI -22.VII
Çак тапхăрта сире çӗнӗ идейăсем илӗртеççӗ. Хăвăр уçă пулни усса кайӗ. Эрне вӗçӗ укçа-тенкӗ, карьера енӗпе ăнăçлă пулӗ. Хушма тупăш ытлашши пулмӗ. Творчествăри пултарулăха туллин кăтартатăр. Хăш-пӗр чухне манăçса хăтланма пултаратăр, мăшăрăр умӗнчех урăххипе ейкеленнине вăл каçармӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çӗнӗ уйăх пуçламăшӗнче яланхи пурнăçпа пурăнатăр. Çӗнӗлӗхсене кӗртесси пирки шутламалла, уйрăмах ӗçре. Эрне варринче илнӗ хыпар пуласлăхшăн пӗлтерӗшлӗ пулӗ. Енчӗкӗр тинех тулма пуçлӗ. Харпăр пурнăçра мăшăрăра кӗвӗçни кăмăла пăсать.

ХӖР 24.VIII - 23.IX
Ку эрнере çынсемпе хутшăннă чух асăрхануллă пулăр, шутласа калаçăр. Çумăрта авторитетлă çынсем пулӗç. Эрне вӗçне пӗччен ирттерсен аванрах, мӗншӗн тесен пурте сире тарăхтараççӗ, ăшшăн кулса пăхма вара сирӗн хал çук. Укçа-тенкӗ енӗпе тахçанхи кредита е парăма парса татма тӳр килӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Эрне варринче укçа-тенкӗ тӗлӗшӗпе лайăх хыпар илетӗр. Камăн чӗри ирӗк, çавсем пулас савнийӗпе тӗл пулӗç. Февралӗн 1-2-мӗшӗсем хыççăн йывăрлăхсем пӗтсе ырă кунсем пуçланаççӗ. Ӗçре халиччен конкурент тесе шутланă ӗçтешсене, пурнăçăрта чирлесе ӳкнӗ юлташăра пулăшма тивӗ. Кирлӗ ыйтусене татса парассине çитес эрнене хăварăр.

СКОРПИОН 24.X - 22. XI
Ку эрне пулăмсемпе пуян. Вăхăтран вăхăта канас килсен те йывăрлăхсене чăтса ирттеретӗр. Ăнăçу та пур. Çемье пирки ан манăр. Эрне вӗçӗнче интереслӗ сӗнӳ илетӗр. Çӗнӗ ӗçе ăнăçлă пуçлатăр-ха, анчах вăл лайăх вӗçленессе иккӗленетӗр. Вăя хурса кӗрешменнипе çитӗнӳ урăх çынна лекӗ.

УХĂÇĂ 23.XI -21.XII
Ку эрнере тӗлпулусемпе çулçӳревсем йышлă пулаççӗ. Вӗсенчен пӗринче лăпкăлăха мантаракан çынпа паллашатăр, çемьеллисем мăшăрӗсене улталасран асăрханмалла. Ӗçре темле йывăрлăха та çăмăллăнах татса паратăр. Информаци мӗн чухлӗ нумайрах илетӗр, çавăн чухлӗ ăнăçу тăвас шанăç пысăкрах. Çынсене пӗрлештерес пултарулăхăр вăйлă пулӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Эрнен пӗрремӗш çурри çăмăл мар, тӗрлӗ пăтăрмахсем тӗллевсене пурнăçлас ӗçре чăрмантарӗç. Хăвăрăн шухăшсене çынсене çитерме йывăр пулӗ. Çак кунсенче мистикăпа, философипе интересленме пуçлатăр. Сире кăмăллакансен шучӗ ку кунсенче самай йышланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев