Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 31.07 - 06.08

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере çивӗч туйăмсем туяс, теветкелленес килӗ. Васкатăр, хăвăра тытма çăмăл пулмӗ. Эрне пуçламăшӗнче кирлӗ йышăнусем ан тăвăр. Ӗç енӗпе сӗнӳ пулсан, тӳрех килӗшме тăхтăр. Эрне вӗçӗнче ӗçлӗ хутшăнусем вăйланаççӗ, çӗнӗ юлташсем тупатăр, ӗлӗкхисем те хăйсем çинчен аса илтерӗç. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере сывлăх...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере çивӗч туйăмсем туяс, теветкелленес килӗ. Васкатăр, хăвăра тытма çăмăл пулмӗ. Эрне пуçламăшӗнче кирлӗ йышăнусем ан тăвăр. Ӗç енӗпе сӗнӳ пулсан, тӳрех килӗшме тăхтăр. Эрне вӗçӗнче ӗçлӗ хутшăнусем вăйланаççӗ, çӗнӗ юлташсем тупатăр, ӗлӗкхисем те хăйсем çинчен аса илтерӗç.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере сывлăх пирки шутламалла. Чирлетӗр пулсан, тухтăра итлемелле, хăвăр тӗллӗн ан сип­ленӗр. Пуçпа ӗçлекенсем эрне вӗçнелле ывăнса çитеççӗ, çавăнпа наукăпа çыхăннă кӗнекесем вуламалла мар. Канмаллисенче мунчана кайни усăллă пулӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Шухăшăрсемпе ырă пулсан, ăнăçу пулӗ. Кама-тăр тавăрас е çилленес шухăш тытсан сывлăхăра та пӗтерме пултаратăр. Каçарма вӗренӗр. Эрне вӗçӗнче тахçанхи ӗçсене татса пама пулӗ. Пуçлăхсемпе калаçма, патшалăх инстан­цийӗ­­сене çӳреме аван вăхăт.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта çăмăллăнах мӗнпур ыйтăва татса пама пултаратăр. Ӗç савăнăç парнелӗ. Тахçанхи ӗмӗтсене пурнăçлама май пур. Творчествăпа ӗçлекенсен искусствăна çӗнӗ шедеврпа пуянлатма пултараççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Конкурссемпе ăмăртусене, теветкеллӗ ӗçсене хутшăнни ăнăçлă пулать. Çӗнӗ проектсене инвестицилесси, пӗлӗве ӳстересси пирки шутламалла. Вӗренекенсем экзаменсене çăмăллăн параççӗ. Сире çӗнӗ ӗç пама пултараççӗ - килӗшӗр, хуть мӗнле йывăрлăхран та çӗнтерӳçӗ пулса тухатăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Эрне тăршшӗпех Хӗвелпе Рак хӳттинче пулатăр. Эрне вӗçӗнче кăна хăвăра кăшт япăхрах туйма пуçлатăр. Шăнса пăсăласран асăрханмалла, хăшӗсене аллерги аптратӗ. Харпăр гигиена пирки шутлăр, пӳрт-çуртăра тирпейлӗр, кирлӗ мар кивӗ япаласене кăларса ывăтăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Пурнăç лару-тăрăвӗ йăлтах ӗçлес пултарулăхран килет. Тăрăшу­лăхпа сăпайлăх çитӗнӳ тума пулă­шӗç, хăвăра кăтартас тесе пуçлăхсем умӗнче якăлтатнинчен вара ним лайăххи те тухмӗ. Ял хуçалăхӗнче, медицинăра ӗçлекенсемшӗн ăнăçлă тапхăр. Ӗçтешсемпе, клиентсемпе тавлашасран асăрханăр, укçапа перекетлӗ пулăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Активлă тапхăр, анчах сывлăхшăн пит лайăхах мар. Ӗçре вак-тӗвек çукки пирки астумалла, унсăрăн мӗн-тӗр кирлине, малашлăхшăн усăллине çухатма пултаратăр. Улталаса тупăш тăвас­ран асăрханăр. Юлташăрсем халӗ шанӗç те, кайран сивӗнме пултарӗç.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Авторитетпа çыхăннă ыйтусем малти вырăна тухаççӗ. Çынсем умӗнче хăвăра ыттисенчен ăнăç­лăрах, витӗмлӗрех кăтартас килӗ. Эрне варринче ӗçлӗ калаçусемпе тӗлпулусем планламалла мар. Çав вăхăтрах сăпайлисем харпăр пурнăçра та, профессире те пысăк çитӗнӳсем тума пултарӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăрта пархатарлă пулма тăрăшмалла, çын хуйхинчен пăрăнмалла мар, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешмелле. Çынна тӗрӗс мар айăпланине курсан хăюллăнах ăна хӳтӗлеме тăрăшăр. Хирӗçнисемпе килӗштерсен аван, çывăх çынсене парне тăвăр. Укçа пирки сахалрах калаçăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере интереслӗ сӗнӳсем, юлташсемпе тӗлпулусем йышлă пулаççӗ. Вăхăта савăнăçлăрах ирттерме тăрăшмалла. Харпăр пурнăç активлă пулӗ, пӗр харăсах темиçе çын романтикăлла тӗлпулăва чӗнӗç. Мăшăрлисен юратăвӗ вăйланать. Тумтир стильне е прическăна улăштарни усă кӳрӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак тапхăрта килӗшӳсем çирӗп­летмелле мар, тӗрлӗ шутлавсем тумалла мар - йăнăшсем тума пултаратăр. Укçа кивçен ан илӗр, тавăрса пама йывăр пулӗ. Ӗмӗтленнине сасăпа калăр, капла сире уçлăх та илтӗ, ӗмӗте пурнăçланма пулăшӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев