Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ертӳçӗн новатор пулмалла

Лайăх йӗркеленӗ ӗç кăна ăнăçу патне илсе çитернине аван пӗлет вăл. Кăçал унăн бизнесӗ 15 çул тултарчӗ. Çак çулсенче пултарулăх шухăшӗпе çунатланнăскер, вăл ниме пăхмасăр малалла та малалла ăнтăлнă, хăйӗн компанине ăнăçу çулӗ çине кăларнă. Шупашкарта вырнаçнă «Техник Универсал» ПФК продукцийӗ çӗршыври заводсене, оборона предприятийӗсене кирлӗ. Производство çӗршыв экономикине аталантарассишӗн...

Лайăх йӗркеленӗ ӗç кăна ăнăçу патне илсе çитернине аван пӗлет вăл. Кăçал унăн бизнесӗ 15 çул тултарчӗ. Çак çулсенче пултарулăх шухăшӗпе çунатланнăскер, вăл ниме пăхмасăр малалла та малалла ăнтăлнă, хăйӗн компанине ăнăçу çулӗ çине кăларнă. Шупашкарта вырнаçнă «Техник Универсал» ПФК продукцийӗ çӗршыври заводсене, оборона предприятийӗсене кирлӗ. Производство çӗршыв экономикине аталантарассишӗн ӗçлет.

- Валерий Васильевич, токарьсемпе фрезеровщиксен пред­приятине йӗркелесе яма сире мӗн хистерӗ? Производство чăмăртанăвӗ мӗнлерех пычӗ?
- Эпӗ малтан металпа çы­хăннă пысăк предприятин снабжени пайӗнче ӗçлеттӗмччӗ. Пире ниме пăхмасăр «тăвăла хирӗç» утса та пулин лартнă задачăна пурнăçлама вӗрентетчӗç, мӗншӗн тесен предприятин чарăнмасăр ӗçлемеллеччӗ. Лару-тăрăва тӗпрен улăштарас тесен мӗн-тӗр тумаллаччӗ.
2001 çулта эпӗ çӗнӗ направленипе ӗçлеме шутласа предприниматель пулас терӗм. Йывăрччӗ те, хăрушăччӗ те - промышленность ӗçлеменнипе пӗрехчӗ, пире мӗн кӗтнине те пӗлместӗмӗрччӗ. Вăл вăхăтра производство предприятине йӗркелесси питӗ теветкеллӗччӗ. Хамăн пӗлӗве, çирӗплӗхе, ăн­тăлăва кăна шанса пуçларăм. Трактор заводӗнчен станок туянтăм, унпа ӗçлеме токарь шыраса тупрăм. Ӗçе йӗркеленӗ май персоналпа ӗçлемелли пси­хологие алла илтӗм. Халӗ аса илме те кулăшла, анчах ун чухне токарь мана пăрахса каясран питӗ хăраттăмччӗ. Кашни сменăра ун çумӗнче хурал тăраттăм. Нумай пулмасть вăл çын 60 тултарчӗ. Çак предприятири пӗрремӗш ӗçлекен пулнишӗн питӗ хӗпӗртет. Халӗ унпа тепӗр ӗçлекен çамрăк специалистсене пулăшаççӗ. Сме­на ха­тӗрлетпӗр, ветерансем çинчен манмастпăр.
Малтанхи тапхăрта пӗр станок, пӗр ӗçлекенччӗ. Предприяти пысăках мар заказсем пурнăçлатчӗ. Çапах малалла аталанас, паха продукци кăларас, ассортимента ӳстерес килетчӗ. Тата специалистсем шыраса тупрăм. Пӗр станок çинче виçӗ сменăпа ӗçлесе продукци кăлараттăмăр. Кивелнӗ оборудовани туянтăм, вăл лайăх ӗçлетӗр тесе тăрăшаттăмăрччӗ. Ывăнмасăр ӗçлеттӗмӗрччӗ. Тата заказчиксем пире шанни те хавхалантаратчӗ - вӗсене продукципе вăхăтра тивӗçтересси - тӗп задача. Тăрăшуллă ӗçпе пӗтӗм йывăрлăхсене çӗнтереттӗмӗрччӗ. Эпӗ пуçа усманни ӗçлекенсене хавхалантаратчӗ.
Çакă хăйӗн çимӗçне пачӗ - предприятин тупăшӗ ӳсе пуçларӗ. Пӗтӗм укçана производствăна вăйлатма яраттăмч­чӗ: станоксем туянма. Малтан киввисене илнӗ, кайран çӗннисене туянма пуçларăмăр. Коллектив та ӳсе пуçларӗ. Малтан 10, унтан 15 çын. Çӗнӗ продукци кăларма вӗренсе çитрӗмӗр. Хам та станок умне тăни пулнă. Ертӳçӗн мӗнле лару-тăруран та тухма пӗлмелле. Унăн новатор пулмалла, тӗллев патне çирӗп утмалла, хăйӗн тӗслӗхӗпе çынсене ертсе пымалла.
- Эсир ертсе пыракан предприятин наградисем нумай, вӗсене пысăк çитӗнӳ пек хаклама пулать. Çапах та, сире ӗçре куллен хавхалантараканни вăл мӗн?
- Пирӗн çитӗнӳсене, уйрăммăн манăн ӗçе, пысăка хурса хакланăшăн эпир çӗршыва, Патшалăх Думине тав тăватпăр. Чыс туни кашни çыншăн пӗлтерӗшлӗ, анчах та вăл пурнăçри тӗллев пулмалла мар. Çынсене лайăх ӗç парасси, тивӗçлӗ укçа тӳлесси - манăн задача. Пултартăм-тăк, мана ку савăнтарать. Бизнеса ăна мӗнпе-тӗр хуçаланас тӗллевпе уçмалла мар. Тӗрӗссине каласан, эпӗ те малтан çапларах шутлаттăмччӗ: предприяти уçатăп та, ӗçе йӗркелетӗп те - ытти хăйпе-хăй пулса пырать тесе. Халӗ пӗлетӗп: хуçан ӗçсем мӗнле шунине пӗлсе тăнисӗр пуçне ӗç процесне йӗркелесе пымалла, ӗçлекенсем çинчен шутламалла, компани конкурентлăхӗ çинчен манмалла мар.
Ертӳçӗн творчествăран инçе тăмалла мар. Пур рессурссемпе усă курса (ытларах чухне вӗсем сахал, çителӗксӗр) унăн ялан мӗн-тӗр хăватлине, усăллине, кирлине тума тăрăшмалла. Бизнес хуçине пианистпа танлаштарма пулать. Инструмент ӗçленӗ чухне çеç вăл хăйне кăтартма пултарать. Пианиноран мӗнлерех сасăсем тухни пӗлтерӗшлӗ, çав вăхăтрах таврари сасăсене те итлемелле, - ку вăл сире йăнăш тăвассинчен сыхлакан меслет. «Шыв айӗнчи чулсем» çителӗклех, ӗç рынокӗнчи улшăнусене асăрхамалла, производство сферинче мӗн пулса иртнине лайăх тимлесе анализ тума пӗлмелле.
Халӗ эпир ăнăçлăх çулӗ çине тăтăмăр. Пирӗн продукцин кир­лӗлӗхӗ çинчен мăнаçланса калама пултаратăп: эпир Раççейре, СНГ-ра, ытти çӗршыв­сенче су­тăнакан профессионаллă кух­­ня оборудованийӗ валли детальсем туса кăларатпăр. Анчах та ку эпир суйласа илнӗ çулăн пӗрремӗш тапхăрӗ кăна-ха. Малалли тӗллев - пысăк завод корпусӗ тăвасси. Унта производствăн мӗн пур участокӗсене пӗрлештерме па­лăртнă. Пысăк заводсене пирӗн пек производительсем кирлине вăхăт çирӗплетрӗ. Çӗр участокне суйласа илтӗмӗр, строительствăн проектне сӳтсе явас ӗç пырать. Хальхи вăхăтра кирлӗ оборудовани паркне çӗнететпӗр. Предприяти конкурентлă пулмалла.
- Валерий Васильевич, йывăрлăхсем сирӗншӗн ялан малалла утмалли сăлтав пулнă. Хальхи вăхăтра мӗнле проб­лемăсем хумхантараççӗ?
- Çӗршыври промышленность хăвачӗ хамăртан килет. Производствăна чăтăмлăн аталантарас тесен, усламçăсем чăн-чăн патриотсем пулмалла. Çапах та çак процеса патшалăх хăвачӗпе çыхăнтарсан аван пулать. Производство предприятийӗсене патшалăх чăнласа пулăштăр тесен эпир суйлакан депутатсен пирӗн законлă интерессене хӳтӗлемелле. Влаçа производственниксемпе промышленниксем килсен те аван пулмалла.
Налог политики пире чарса пырать. Налог тӳлекенсем закона пăхăнса ӗçлеççӗ пулсан та, çӳлтен пӗчӗк тата вăтам бизнеса аталанма ан кансӗрлӗр теççӗ пулсан та, пире шав тӗрӗслев­семпе тарăхтараççӗ. Çак условисенче каллех «тăвăла хирӗç» утма тивет.
Хамăр çӗршыври оборудование лизингпа паракан программăсене ӗçлесе çитерменнипе те, çак ӗçе кӗрӗшнӗ производство предприятийӗсен иккӗлле политикипе те тӗл пултăмăр. Эпир хамăр станоксене туянас­шăн, çапла пулмалла та. Анчах вӗсен процент ставкисем калама çук пысăк. Услугăсен рынокне илес пулсан - подрядчиксем хаксене ытлашши хăпартса яма пултараççӗ, регулировани механизмӗ çуккипе. Эпир вӗт хамăр çӗршывра ӗçлетпӗр. Кашнийӗ пултăр тесе тăрăшать. Анчах кам-тăр ăнăçлă ӗçлесе кайрӗ-тӗк, унран икӗ хак таранччен «хырса» илме пăхаççӗ. Импорта хамăрăннипе ылмаштарас процесс пынă вăхăтра усламçăсен йывăрлăхӗсем чакасса шанас килет. Пирӗн патшалăхпа алла-аллăн тытăнса утмалла.
Кадрсен проблеми те пысăк. Пирӗн техникумсем колледж пулса тăчӗç, вӗсенче рабочи специальноçӗсене вӗрентессине чакарчӗç. Пуласлăх çинчен шухăшлакан патшалăхăн кунта хăйӗн вирлӗ сăмахне каламаллах: професси паракан вăтам вӗрентӳ заведенийӗсен профилӗсене улăштармалла - вӗсен ӗçлӗ кадрсем кăлармалла. Хальхи вăхăтра эпир студентсене практикăна илме килӗшӳсем çирӗплетрӗмӗр. Çӗ­нӗ кадрсем хатӗрлес тесе тăрăшатпăр. СУЗ-сем пире çак ӗçре пулăшайсан вӗсенчен те усă пулӗ. Енчен те эпир пурте хамăр ӗçе шухăшласа пурнăçласан, шанатăп, ăнăçу пулатех.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев