Ешӗлвар çӗнӗлле пурăнать

Ешӗлвар Раççейре «Пурăнакан карттине» панă пӗрремӗш хула пулнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Чиплă пластик карттăра йăлтах пур: тӳлев, социаллă, транспорт приложенийӗ тата карттăн хуçин графикăллă информацийӗ. Паянхи кун тӗлне Ешӗлварта пурăнакан 21 пин ытла çынна çакăн пек карттăпа тивӗçтернӗ. Юлашки çӗнӗлӗх те пур, ун çинче тата картта хуçин электронлă алă пусни...
Ешӗлвар Раççейре «Пурăнакан карттине» панă пӗрремӗш хула пулнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Чиплă пластик карттăра йăлтах пур: тӳлев, социаллă, транспорт приложенийӗ тата карттăн хуçин графикăллă информацийӗ.
Паянхи кун тӗлне Ешӗлварта пурăнакан 21 пин ытла çынна çакăн пек карттăпа тивӗçтернӗ. Юлашки çӗнӗлӗх те пур, ун çинче тата картта хуçин электронлă алă пусни те пур.
Çак картта хула çыннин пурнăçне тӗрлӗ сферăра самай çăмăллатать. Çулталăк пуçланнăранпа электронлă черет терминалӗсемпе инфомат урлă 2 пин ытла çынна тухтăр патне çырнă. «Тухтăр электронлă рецепт çырса электронлă алă пуснипе çирӗплетет. Информаци системипе рецепт аптекăна каять. Пациент хăйӗн пластик карттине картридер ăшне кăна чикет. Фармацевт тухтăр çырса панине йăлтах курать. Сăмах май, патшалăх аптекисен сечӗсенче эмелсем çине 3 процент скидка та парать»,- пӗлтерет ТР Сывлăх сыхлав министерствин информаци тата инноваци технологийӗсен уйрăмӗн ертӳçи Марат Нурмиев. Вăл каланă тăрăх, енчен те çыннăн хушамачӗ е статусӗ улшăнчӗ пулсан унăн поликлиника регистратурине кăна пымалла, картта пулăшнипе специалист мӗнпур даннăйсене улăштарса çӗнетет.
Картта ваттисемшӗн те, çамрăксемшӗн те меллӗ. Унпа поликлиникăра кăна мар, лавккара, транспортра усă курма, пенси укçине илме, квитанцисем тăрăх тӳлеме пулать.
- Телефонпа карттăсăр пуçне мана нимӗн те кирлӗ мар. Хусанта метрона та çав карттăпах анатăп - нимӗнле йывăрлăх та çук. Пурнăçа çав тери çăмăллатать вăл, - тет картта пирки Ешӗлвар хулин çамрăкӗ Роза Мингазова. (Сăнӳкерчӗк kazan24.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
25 февраля 2021 - 13:14Кума, атя кино курма! Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.8700
-
25 февраля 2021 - 10:52СалаваTIK - Әпипә / Татарская народная песня / Присоединяйся к "СалаваTik"ам.4200
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....18702
-
24 февраля 2021 - 08:32Чӑвашла кино Тутарстанпа утать "Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ15800
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.7401
-
19 февраля 2021 - 09:54Юратнă аттене, кукаçее, асаттене, тăвана чун-чӗререн юратса юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче пурăнакан Юрий Григорьевич НИКИТИН февралӗн 7-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ10002
-
19 февраля 2021 - 09:48Чăваш Енри пӗтӗм тăванӗсем саламлаççӗАксу поселокӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Çарăмсан районӗнчи Анат Каменка участокӗнче тăрăшакан врач, юратнă Алевтина Александровна ПРОСВИРКИНА февралӗн 19-мӗшӗнче юбилейне паллă тăвать9500
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ246900
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....18702
-
23 февраля 2021 - 20:51«Сувар» авторӗн Альберт Кольцовăн çӗнӗ кӗнеке тухрӗ – кайăксем çинчен Кӗнеке авторӗ кайăк-кӗшӗкӗн пурнăç циклне кăна мар характерне, тыткаларăшне лайăх пӗлни курăнать. Килти кайăка мӗнле пăхса ӳстермеллине, ӗрчетмеллине вара унран аванрах пӗлекен çынна, чăнах, пӗлместӗп.16101
-
24 февраля 2021 - 08:32Чӑвашла кино Тутарстанпа утать "Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ15800
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика