Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Раççей сборнăйӗнче пирӗннисем!

(Ирина Трифонова). Хусанти Егор Елисеевăн çитӗнӗвӗсем пирки маларах та çырнăччӗ эпир. Республика, Раççей шайӗнчи ăмăртусенче вăл пӗрре мар малти вырăнсене йышăннă. Тăруках ыйтсан хăйӗн миçе медаль пулнине те тӳрех аса илсе калаймасть, нумай вӗсем унăн. Сисмерӗмӗр те çамрăк спортсмена Сетоканпа (Хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсен спорчӗн дисциплини) Тутарстан сборнăйне илчӗç. Халӗ вара Раççей...

(Ирина Трифонова). Хусанти Егор Елисеевăн çитӗнӗвӗсем пирки маларах та çырнăччӗ эпир. Республика, Раççей шайӗнчи ăмăртусенче вăл пӗрре мар малти вырăнсене йышăннă. Тăруках ыйтсан хăйӗн миçе медаль пулнине те тӳрех аса илсе калаймасть, нумай вӗсем унăн. Сисмерӗмӗр те çамрăк спортсмена Сетоканпа (Хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсен спорчӗн дисциплини) Тутарстан сборнăйне илчӗç. Халӗ вара Раççей сборнăйӗн шутӗнче Европа чемпионатне хутшăнма хатӗрленет.

Сетоканпа 14-мӗш тӗнче первенстви тата Хӗвелтухăç кӗрешӗвӗпе (Сетоканпа) ачасем хушшинчи ăмăртусем кăçал Ирландире августăн 15-22-мӗшӗсенче пулаççӗ. Раççей сборнăйӗнче Тутарстанран пурӗ те икӗ спортсмен кăна хутшăнать. Вӗсем иккӗшӗ те Хусанти чăваш ачисем - Егорпа Никита Елисеевсем. Паллах, ку пысăк яваплăх та, атьсене тăван республика ятне хӳтӗлеме тивет.

Хусан чăвашӗсен Константинпа Алена Елисеевсен хăйсен ывăлӗсемпе мăнаçланмалăх сăлтавӗсем нумай: шкулта аван вӗренеççӗ, обществăлла ӗçсене хутшăнаççӗ, спортра та пысăк кăтартусемпе палăраççӗ.

. Нумай пулмасть ТР Вӗрентӳпе наука министерствине «Раççейӗн Хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсемпе федерацийӗ» Пӗтӗм Раççейри обществăлла спорт организацийӗн президенчӗ, Сетоканпа Европа федерацийӗн президенчӗ Илья Леонидович Гульев ятӗнчен официаллă çыру килнӗ. Унта Тутарстанăн çамрăк спортсменӗсене Никитăпа Егор Елисеевсене тренерӗ Марат Шарафеевпа пӗрле Европа чемпионатне хутшăнма тата вӗсене çула пуçтарăнма пулăшма ыйтса янă. Сăмах май, Илья Леонидович Хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсен сферинче пысăк çын. Сетокан дисциплинине вăл СССР вăхăтӗнчех 1969 çулта йӗркелесе янă. Çак дисциплинăпа малтанласа Рио-де-Жанейрора вӗреннӗ, унăн тренерӗсем тӗнчипе паллă учительсем, çавсен шутӗнче Еситака Танака, Тэцумо Хигасино, Кейносукэ Эноэда пулнă. Сетокан (JKA) данӗсене Илья Гульев пӗтӗмпех Японири Токио хулинче хӳтӗленӗ, паянхи кун вăл 6-мӗш дан мастерӗ. Хăй вăхăтӗнче Японин Сетоканпа федерацийӗн Раççейри полномочилле представителӗ те пулнă. Биографийӗ унăн шутсăр пуян, пурне те çырса пӗтереймӗн. Федераци президенчӗ çинче ахальтен чарăнса тăмарăм. Çакăн пек пысăк мастер пирӗн Егорпа Никитăна асăрхани чăннипех мухтава тивӗç.

Егорăн амăшӗ Алена Николаевна каланă тăрăх, çуллахи каникулсем пулсан та ывăлӗсем килте сахал пулаççӗ. Пӗр лагерь вӗçленет те теприне каяççӗ, халӗ шăпах спорт лагерӗнче Европа чемпионатне кайма хӗрӳ тренировкăсем пыраççӗ. Ачасемшӗн çав тери яваплă тапхăр. Медаль илес тесен нумай вӗренмелле, ӗçлемелле. Эпир вара вӗсем унтан чемпион ятне илсе таврăнасса ӗмӗтленсе тăратпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев