Сувар

Фарид Мухаметшин: «Влаçрисем халăхсене мӗн пăшăрхантарнине илтесшӗн»

Ӗнер Тутарстан халăхӗсен III cъезчӗн йӗркелӳ комитечӗн пуçлăхӗ, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин «Татмедиа» агентствора журналистсемпе тӗл пулчӗ. Унта вăл Халăхсен съезчӗ çынсемпе ӗçлемелли формăсенчен пӗри тесе пӗлтерчӗ. Парламент пуçлăхӗ Тутарстан халăхӗсен 1-мӗш съезчӗ 1992 çулта, иккӗмӗшӗ вара 2007 çулта иртни çинчен аса илтерчӗ. «Çав съездсенче хутшăннă халăхсен кăмăлӗсене...

Ӗнер Тутарстан халăхӗсен III cъезчӗн йӗркелӳ комитечӗн пуçлăхӗ, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин «Татмедиа» агентствора журналистсемпе тӗл пулчӗ. Унта вăл Халăхсен съезчӗ çынсемпе ӗçлемелли формăсенчен пӗри тесе пӗлтерчӗ.
Парламент пуçлăхӗ Тутарстан халăхӗсен 1-мӗш съезчӗ 1992 çулта, иккӗмӗшӗ вара 2007 çулта иртни çинчен аса илтерчӗ. «Çав съездсенче хутшăннă халăхсен кăмăлӗсене шута илсе пысăк йышăнусем тунă», - терӗ Фарид Мухаметшин. Хăйне ТР Халăхсен асамблеин председательне суйланăранпа умне лартнă тӗллевсене 100 проценчӗпех пурнăçланă тесе шутлать Мухаметшин. 6 районра Халăхсен туслăхӗн çурчӗсене уçнă, вӗсене автобуссемпе тивӗçтернӗ.
Паян республикăри халăхсен виççӗмӗш съездӗнче 1 пине яхăн çын хутшăнать. Вӗсен хушшинче муниципаллă районтан, наципе культура организацийӗсенчен 700 делегат, Чăваш Ен, Марий Эл, Удмурт, Мордва, Пушкăртстан, Ингушети республикисенчи хăнасем.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: