Сувар

Февралӗн 21-мӗшӗ – тăван чӗлхе кунӗ

Хăрушлăх Мӗн кӗтет-ши юратнă чӗлхеме? Мӗн курăн-ши тата, тăван чӗлхем? Эпоха-и пуçларӗ сивлеме, Ӗнер кăна тăкаттăн вут-хӗлхем! Эп юлăп тăлăх эсӗ çухалсан, Кил-çуртсăр йыттăн çӳрӗп аташса. Тӗнче сӳнет, ав, çут хӗвел ансан, Малти çулсем каяççӗ аташса... Мӗнпе кăна эп пулăшам сана? Вут хунă пек çунать халь ман чӗрем - Памарăм...

Хăрушлăх

Мӗн кӗтет-ши юратнă чӗлхеме?
Мӗн курăн-ши тата, тăван чӗлхем?
Эпоха-и пуçларӗ сивлеме,
Ӗнер кăна тăкаттăн вут-хӗлхем!

Эп юлăп тăлăх эсӗ çухалсан,
Кил-çуртсăр йыттăн çӳрӗп аташса.
Тӗнче сӳнет, ав, çут хӗвел ансан,
Малти çулсем каяççӗ аташса...

Мӗнпе кăна эп пулăшам сана?
Вут хунă пек çунать халь ман чӗрем -
Памарăм канлӗх саншăн çеç ăна,
Эс çухалсан, эп те çӗре кӗрем...

Чăваш ачи - атте-анне чăваш,
Эп шкул пӗтертӗм - чăн чăваш шкулне.
Мӗн кипкерен эс маншăн тус-юлташ,
Сана юратнă аттепе анне.

Яш чух ман пурччӗ Микулай пичче,
Çырма вӗрентнӗ сăвă чăвашла:
Эп ун чухне çитменччӗ-ха çичче -
Малта курнатчӗ Аслă Шупашкар.

Мӗн чухлӗ вăйччӗ манăн çирӗмре,
Ăçта кăна çитместчӗç ӗмӗтсем!
Тăван чӗлхем юрлатчӗ чӗремре -
Пуç çийӗнче - пăлхавлă пӗлӗтсем...

Мӗн чухлӗ сăвă çырнă ун чухне! -
Тӳресене пӗри те... «юраман».
Ӗçсем чăматчӗç çулăм вучахне...
Çырнисенчен вут кӗл те хăварман...

Çапла вара эп çитрӗм хӗрӗхе -
Мӗштӗртетсе, тăлланă лаша пек,
Тавах теем-и Аслă Пӳлӗхе!
Раççей çинчен тасалчӗ пӗр инкек...

* * *
Чăваш каларӗ - çӗнӗ чӗрӗлӳ!
Лара-тăра пӗлместӗмӗр ун чух:
«Канаш» хаçат, «Еткер»: ту пек пӗлӳ,
Çӗн юхăмпа, чăвашлăх, юх та юх!

Эп те ӗçлерӗм çанă тавăрса:
Ырми-канми хайларăм сăвăсем.
Пуçа пуласлăх ячӗ çавăрса...
Кайран пуçланчӗç çиллӗ тăвăлсем...

Чăваш сасси каллех пусмăрлăхра,
Иккӗленӳ чăвашăн чунӗнче.
Сӳнет ЧĂВАШЛĂХ ВУЧӖ ХАЛĂХРА!
Яшсен тӗллевӗ - вырăс чӗлхинче...

Пӗр ват çыравçă ак çапла калать:
«Чăваш пӗтмешкӗн кирлӗ аллă çул.
Пырса кӗрсессӗн, тет, любой яла -
Атьсем сӗрлеççӗ только вырăсла»...

Вирьялов пур тăванлă Теччӗре,
Чăваш чӗлхишӗн вăл чунне парать!
Ма ыратать-ши канăçсăр чӗре,
Чăваш чӗлхи сахалтарах янрать...

Пайтах ун халӗ вăйлă тус-юлташ,
Алне тăсаççӗ йывăрлăх çитсен.
Çук, пăрăнмаççӗ палăртнă çултан!
Вӗсем тӗреклӗ, пит хастар çынсем!..

Кашни шкулта - чăваш ачи пулсан -
Тăван уроксăр пӗр эрне иртмест.
Куçӗсене çав атьсенне курсан!
Хӗвел çути - çырма сăмах çитмест...

Пуçран тухмасть - асра леш «аллă çул» -
(Паллах, кун чухлӗ эпӗ пурăнаймăп) -
Анчах, чӗлхеçӗм, эсӗ сывă пул!
Сана пиллетӗп эпӗ АСЛĂ ÇУЛ! -
Юлашкинчен çапла кăна калайăп...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: