Сувар

Форум. Ӗненӳсӗр пурнăç çук.

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Кулленхи кун хӗвӗшӗвӗнче çын нумай япалана тимлемесӗр, асăрхамасăр иртсе каять. Ялан ăçта-тăр васканипе, ытларах хамăра мӗн кирлине тивӗçтерме тăрăшнипе сисместпӗр те пурнăç тăвăрланса, пушанса юлать. Чиркӳсем умӗнчен иртсе çӳретпӗр пулин те ялан кӗрсе тухма вăхăт тупаймастпăр. Кӗрсен те çурта лартнă хыççăн васкаса тухса каятпăр. Пиртен сахалăшӗ...

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Кулленхи кун хӗвӗшӗвӗнче çын нумай япалана тимлемесӗр, асăрхамасăр иртсе каять. Ялан ăçта-тăр васканипе, ытларах хамăра мӗн кирлине тивӗçтерме тăрăшнипе сисместпӗр те пурнăç тăвăрланса, пушанса юлать. Чиркӳсем умӗнчен иртсе çӳретпӗр пулин те ялан кӗрсе тухма вăхăт тупаймастпăр. Кӗрсен те çурта лартнă хыççăн васкаса тухса каятпăр. Пиртен сахалăшӗ çеç çак тӗнче епле анлă та аслă пулнине пӗлет. Мӗнле ӗç кăна илсе пымаççӗ иккен тӗн çыннисем. Чиркӳпе кăна чикӗленмест ӗçӗ, социаллă активлăх та пысăк тӗн служащийӗсен.

Ноябрӗн 24-мӗшӗнче Хусанти «Корстон» комплексра иртнӗ Тутарстанри православи общественноçӗн III форумӗнче çакă уççăн палăрчӗ. Кăçалхи форум та анлă форматпа иртрӗ. Ун ӗçне РФ Президенчӗн Атăлçи федераллă округӗнчи Полномочилле представителӗ Михаил Бабич, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, Национальноçсен ӗçӗсемпе федераллă агентствăн представителӗсем, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан, Вырăс Православи Чиркӗвӗн представителӗсем хутшăнчӗç, пӗтӗмпе 600 делегат ытла.

Форум ӗçӗ ирхине 10.00 сехетре пуçланчӗ. Делегатсем виçӗ секцие пайланса ӗçлерӗç. Пӗрремӗшӗ православи вӗрентӗвӗпе, иккӗмӗшӗ социаллă проектсемпе тата ӗçсемпе, виççӗмӗшӗ çамрăксен провослави обществисен ӗçӗсемпе çыхăнчӗ. Кашни хăй пӗтӗмлетӗвӗсене туса резолюцие кӗртме сӗнӳсем хатӗрлерӗ.

Тутарстанри православи общественноçӗ черетлӗ форум çитиччен чылай ӗç тума ӗлкӗрнӗ. Çакна мероприятин пленарлă ларăвӗнче кăтартнă документаллă фильмран та курма пулчӗ. Ӗненекенсен, чиркӗве çӳрекенсен йышӗ ӳснӗ, çӗнӗ чиркӳсем уçăлаççӗ, юхăннисене юсаççӗ, авалхисене çӗнӗрен чӗртеççӗ, чухăнсемпе инвалидсене, тăлăхсене, йывăрлăха кӗрсе ӳкнӗ ачаллă хӗрарăмсене, йывăр чирлисене пулăшаççӗ тата ытти те.

«Çакăн пек форматпа калаçусен кирлӗлӗхне вăхăт çирӗплетсе пачӗ, вăл ӗненекенсен анлă тӗревне тупрӗ», - терӗ Тутарстан ертӳçи Рустам Минниханов форума хак парса. РФ Президенчӗн Атăлçири Полномочилле представителӗ Михаил Бабич палăртнă тăрăх, форум халиччен пулманла пулăм, чылай ыйтăва пӗрле пуçтарăнса татса памалли площадка.

Форумра тухса калаçакансем йышлăн пулчӗç, тӗрлӗ темăсене хускатрӗç вӗсем. Кун пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пултаратăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: