Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Францири кӳршӗ Раççейри мар çав

Çак кунсенче редакцири телефон вăрăммăн шăнкăртатрӗ те трубкăна илсенех чăвашла «Салам!» тени илтӗнсе кайрӗ. Францири Денвиль хулинче пурăнакан тусăмăр, маттур чăваш пики Галина Спиридонова иккен. Анат Камăра чăваш центрне, чăваш ачисен вырсарни шкулне, ансамабльсене йӗркелеме хутшăннă çак хастар хӗрарăм Францире те тăван культура çинчен манмасть. Пӗлтӗр вăл тепӗр йăхташпа пӗрле...

Çак кунсенче редакцири телефон вăрăммăн шăнкăртатрӗ те трубкăна илсенех чăвашла «Салам!» тени илтӗнсе кайрӗ. Францири Денвиль хулинче пурăнакан тусăмăр, маттур чăваш пики Галина Спиридонова иккен. Анат Камăра чăваш центрне, чăваш ачисен вырсарни шкулне, ансамабльсене йӗркелеме хутшăннă çак хастар хӗрарăм Францире те тăван культура çинчен манмасть. Пӗлтӗр вăл тепӗр йăхташпа пӗрле «Аванград» чăваш центрне йӗркелесе янă. Францири пурнăçӗ çинчен хаваспах каласа пама килӗшрӗ вăл.

- Галина Михайловна, Францири пурнăç пирӗннинчен нумай уйрăлса тăрать-и?

- Францире пурнăç пӗр енчен аван, тепӗр енчен питӗ кичем. Урăх культура, чӗлхе, менталитет. Кунта çынсем урăх пурнăçпа пурăнаççӗ, хыпаланмаççӗ. Раççейрипе танлаштарма та çук: унта васкамалла, ӗлкӗрмелле. Эпӗ хам питӗ активлă çын, яланах халăхшăн тăрăшнă, ансамбльсемпе тӗрлӗ фестивальсене хутшăннă. Мускаври Мариот отеле ӗçлеме куçсан та чăваш кунне ирттернӗччӗ, унти арманянсемпе çыхăну тытса вӗсен шкулӗнче чăваш вырсарни шкулне йӗркелесси пирки те калаçса татăлнăччӗ. 22 чăваш ачине пухнăччӗ те ӗнтӗ, тепӗр 3-4 ача кăна кирлӗччӗ.

- Мӗн чăрмантарчӗ ун чух?

- Манăн аслă хӗрӗм Ирина Люксембургра пурăнать. Вăл çав çул кӗркунне ноябрь вӗçӗнче чирлесе ӳкнипе мăнукăма пăхакан çын кирлӗ пулчӗ. Çапла эпӗ консульствăна кайса виза тутартăм. Икӗ хутчен хӗрӗм патне кайса килтӗм, виççӗмӗшӗнче юлмах тиврӗ. Январь уйăхӗн 2-мӗшӗнче мăнукăма садика леçнӗ чух пулас мăшăрпа Клавдиопа паллашрăм. Кунти арçынсем питех авланмаççӗ, ку вара мана килӗштерчӗ, тӳрех тăванӗсемпе паллаштарчӗ, качча тухма ыйтрӗ. Хӗрӗмсемпе канашларăм та, килӗшрӗм.

- Эсир унта пысăк пурнăç опычӗ пухнă хыççăн пурăнма куçнă. Чӗлхесӗр пуçне мӗне хăнăхма йывăрччӗ?

- Люксембург пуян хула, халăхӗ лайăх пурăнать. Канмалли кунсенче мăнукăмпа урама тухаттăм та унта пӗр çын та çукки тӗлӗнтеретчӗ. Кунта канмалли куна çынсем килте ларса ирттермеççӗ, канма каяççӗ иккен. Сăнӗсем улшăннинчен тӗлӗнеттӗм. Сан çине пăхса йăл кулаççӗ-ха вӗсем, хăйсем вара сивӗ.

Упăшкапа эпир ялта пурăннă. Кунта кӳршӗпе кӳршӗ çӳремест, пӗр-пӗринпе калаçмасть. Чуна уçса калаçма çын çуккине хăнăхма йывăрччӗ. Пӗр енчен, хуняма лайăх çынччӗ-ха. Хам 18-тах аннесӗр юлнă та вăл ман анне вырăнӗнче пулчӗ. Хăнана чӗнеттӗм. Упăшкана лайăх пăхнă эпӗ, апатне пӗçернӗ, тирпейлӗ çӳретнӗ. Юлташӗсем килсен те тутлисене пӗçереттӗм. Упăшкан малтанхи арăмӗнчен (вӗсем 12 çул пӗрле пурăннă) кун пеккине курманнине калатчӗç.

- Каçарăр та, халӗ эсир упăшкăрпа пӗрле пурăнмастăр пулса тухать-и?

- Упăшкапа уйрăлтăм. Çынна пăхсах вăл мӗнлине кураканччӗ малтан, ку арçынна тӳрех пӗлеймерӗм. 3-4 уйăхран кăна ăнлантăм, вăл айккине чупакан, никама та хисеплемен çын. Алă çӗклеме те пултаратчӗ. Раççее чунтан юратмастчӗ. Астăватăр пулӗ-ха, 2008 çулсенче Украинăпа Раççей хушшинче газ ыйтăвӗсемпе темле ăнланманлăхсем пулчӗç. Упăшкам ман çакна илтсен Украина хӳттине кӗрсе: «Раççей мӗн пысăкăш çӗршыв, Украинăна кӳрентерет, Путина пула унти халăх шăнать»,- тесе кăшкăрашатчӗ. Пӗррехинче эпӗ: «Президент Путин мар вӗт-ха, Медведев. Мӗншӗн-ха Раççейӗн Украинăна пӗр пуссăр тăрантармалла?» - темесӗр чăтаймарăм. Ку тытрӗ те: «Украина шăнать, сивӗ мӗн иккенне хăв çинче туй»,- тесе алăка уçрӗ те каçхине 9 сехет тӗлӗнче мана пӗр футболка вӗççӗнех урама кăларса ячӗ. Кӗркунне, сивӗ, 40 минут урамра çӳрерӗм. Франци Раççей мар, кӳршӗ патне кӗрейместӗн. Телее, çав вăхăтра упăшкан юлташӗ машинăпа иртсе каятчӗ. Вăл таçта кайнă пулнă. Мана курсан киле кӗртсе хăварчӗ. Упăшкана: «Ухмах эсӗ, арăму мӗнпе айăплă»,- тесе хăварчӗ. Пӗрле пурăннă 4 çул та 7 уйăхра кун пек самантсем чылай пулнă, пӗрре мар хӗненӗ те. Ишме, саунăна çӳрени кăна пулăшатчӗ. Унта хуть çынсене куратăн, калаçатăн. Пӗррехинче ишнӗ чухне çур кӗлеткем ним пӗлми пулса ларсан ăнлантăм: урăх чăтаймастăп. Гражданство илме çулталăк кăна юлнăччӗ, апла пулин те çав çулталăка пурăнса ирттереймессе ăнлантăм.

- Çакăн пек йывăр вăхăтсенче Раççее каялла таврăнас шухăш пулмарӗ-и?

- Пӗрре мар пăрахса каяс тенӗ, хӗрӗм пурри кăна тытса тăчӗ. Тата Франци çын прависене хӳтӗлекен çӗршыв. Арлă-арăмлă пурнăç ăнман хӗрарăмсем валли кунта ятарлă çурт пур. Кунта тӳлевсӗрех пурăнтараççӗ, çитереççӗ, вӗсемпе психолог ӗçлет. Кайран социаллă хваттер параççӗ. Эпӗ эмигрант мар, çапах та Франци гражданинӗн арăмӗ пулнă çын. Мана та социаллă хваттер пачӗç. Халӗ Денвиль хулинче пурăнатăп. Манăн 49 тăваткал метр пысăкăш хваттерӗм. Пӗчченех пурăнатăп, канмалли кунсенче хӗрӗмпе мăнукăм килеççӗ.

- Çапах та пурăнма укçа-тенки те кирлӗке.

- Кунта уйрăлакан упăшка арăмне укçа тӳлет. Мана çав укçа сӗтел-пукан туянма çитрӗ. Хваттер тенӗрен, эпӗ ăна йăлтах хамăрла турăм. Чӳрече каррисем çакрăм (ăна Раççейренех илсе килнӗччӗ), стенана шпалер çыпăçтартăм. Францире чӳрече каррисем çакас йăла çук. Француженка юлташăм Анна кӗрсен ман хваттерти тирпей-илемрен тӗлӗнет. Вăл вӗт манăн пӗчӗк тăван çӗршывăм кӗтесӗ. Ӗç тенӗрен, ӗçлес текен валли ӗç тупăнать.

- Раççее хирӗç пыракан информаци вăрçи йӗрсӗр иртмест апла.

- Кунта Раççее, Путина юратмаççӗ, Крым вăл Раççейӗнех пулнине ăнланмаççӗ, ăнланма та тăрăшмаççӗ. Эпӗ чӗлхене вӗренме шкула çӳреттӗм. Пӗр занятире эпӗ Раççейри пурнăç, вӗрентӳ çинчен каласа пама тытăнсан, венгр педагогӗ (вӗсене кунта профессор теççӗ) мана пӳлсе: «Аха Раççейре тата Калашников автомачӗ пур. Эпӗ çав автоматран Путина персе вӗлерӗттӗм», - терӗ. Паллах, кăна эпӗ чăтса тăраймарăм: «Мӗнле-ха эсир ман çӗршыв, ман президент çинчен япăххине калатăр? Путина периччен малтан мана перӗр»,- терӗм. Чи интересли - мана кӳрентернӗ вӗт-ха, вӗрентекен манах айăплать, леш çынна нимӗн те каламасть. Çийӗнчех сумкăна илтӗм те тухса кайрăм, вăл шкула урăх ура та ярса пусмарăм. Тепӗр тесен, кунти халăхран тӗлӗнмелле. Вӗсем хăйсен президентне пӗрре те сума сумаççӗ. Ăçта килчӗ унта карикатура ӳкереççӗ, кулаççӗ. Телевиденипе те. Политика ыйтăвӗсем енӗпе хӗрӗмпе те шухăшсем пирӗн тӗрлӗрен. Мăнукăм Данил савăнтарать вара. Унăн икӗ гражданство. Вăл Раççее савăнсах килет. Вырăсла та пӗлет. «Кукамай, 16 тултарсан Спиридонов хушамат илетӗп»,- тет. Эпӗ тăван çӗршыва кайсан Раççей атрибутикăллă япаласем нумай илсе килетӗп. Тӗслӗхрен, велосипедпа ярăннă чухне «Раççей» тесе çырнă карттуса тăхăнса тухатăп. Иртен-çӳренсем çаврăна-çаврăна пăхаççӗ, эпӗ вара хам ăшăмра: «Пӗлӗр, эпир пур»,- тетӗп.

- Çын ăçта пурăнать унти йӗркене хăнăхать, эсир те Францири пурнăç йӗркипех пурăнатăр пуль?

- Малтанах каларăм ӗнтӗ, французсем хыпаланмаççӗ. Эпӗ те акă, эрнере икӗ кун ӗçлетӗп, пӗр кун кантри ташлама, тепӗр кун хора юрлама, ытти кунсене фитнеса, ишме çӳретӗп. Чӗлхене вӗренетӗп, мӗншӗн тесен чӗлхе пӗлмесен питӗ йывăр. Франци юррисене чăвашла куçаратăп. Пытармасăр калатăп, ку йӗрке те çитмест пек-ха мана. Эпӗ хастар çын, пирӗн кунта кашни çул май уйăхӗн вӗçӗнче эмигрантсен уявӗ пулать. Кăçал мэр вилсе кайнипе мероприятие сентябрӗн 4-мӗшӗнче Альграцра ирттерчӗç. Эпӗ те хутшăнтăм. Хамăн чăваш тумӗпех кайрăм. Польшăра пурăнакан украинсен ансамблӗпе юрлама калаçса татăлнăччӗ малатан, анчах вӗсем килмерӗç. Унтан португали çыннисем юрланине илтрӗм те чăвашларах пек туйăнса кайрӗ. Çавсемпе хутшăнса чăвашла юрласа патăм. Кунти халăха чăваш-и эсӗ, тутар-и - интереслӗ мар, эпир вӗсемшӗн пурте Раççейрисем. Эпӗ хам кам пулнине яланах пӗлтерме тăрăшатăп. Хамăн машина алăкӗ çине те акă, «чувашка» тесе çыртартăм.

- Эпир пӗлнӗ тăрăх, эсир яланхи пекех чăваш халăх культурин патриочӗ, ют çӗршывра та тăван чӗлхене манмастăр.

- Пӗлтӗр Шупашкар хӗрӗпе Ольга Николаевăпа эпир «Аванград» чăваш наципе культура центрӗ йӗркелерӗмӗр. Кулăшла пулин те, эпир хальлӗхе унта иккӗн кăна-ха. Пӗчӗк библиотекăра 50 çын валли чăваш апат-çимӗçӗ пӗçерсе сӗтел хатӗрлерӗмӗр. Сăра кăна вӗретсе ӗлкӗреймерӗмӗр. Тӗрлӗ халăх çынни 25-ӗн пуçтарăнчӗ. Эпир чăвашла тумланса хамăр наципе паллаштартăмăр. Юрăсем те юрларăмăр, чăваш уявӗ çинчен каласа патăмăр. 2,5 сехет пынă мероприяти çынсене килӗшрӗ. Чăвашсене пуçтарма кунта питӗ йывăр. Терактсем хыççăн кашни мероприятие Страсбург консульствинчен ирӗк илсен кăна ирттерме юрать. Тата артистсене те ахальлисене мар, хисеплӗ ятсем çӗнсе илнисене кăна чӗнмелле. Пире хамăра кăна йывăр, çавăнпа Парижри тутар центрӗпе пӗрле ӗçлес шухăш пур.

- Парижра пулнă терактсем, Африка çӗршывӗсенчи эмигрантсем йышлăн килни çинчен телевизорпа куратпăр-ха, сирӗн хулара лăпкă-и, эмигрантсем çук-и?

- Вӗсем хальлӗх пирӗн пата çитеймен-ха. Пирӗн хулан вӗсене мар, хăй халăхне тăрантармалăх та ӗç çук. Кунти çынсем ӗçе çухатасран питӗ хăраççӗ. Патшалăх инвалидсене кăна хваттер парса пулăшать. Енчен те çын сывă-тăк, унăн хăйӗн ӗçлесе илмелле. Çавăнпа пирӗн хула эмигрантсемшӗн илӗртӳллӗ мар-ха хальлӗхе.

- Француз хӗрарăмӗпе чăваш хӗрарăмӗн уйрăмлăхӗ пысăк-и?

- Çӗрпе пӗлӗт пекех. Француженкăсем хитре тăхăнма пӗлмеççӗ. Вӗсем ирхине ачине шкул автобусӗ патне çӗрле çывăрмалли тумпах тухаççӗ. Çӳç-пуçне тирпейлесе çӳремеççӗ. Тум-тирне нихăçан та утюг лекмест. Ачисем мӗнле тирпейсӗр тата. Эпӗ хам гиназире нумай çул ӗçленӗ çын, пирӗн ачасем ун пек тăхăннине куç умне кăларма та çук. Хӗр ачисен çӳçне тура та лекмест хăш чух, шкула шортипе та кайма пултараççӗ. Чăваш хӗрарăмӗ чухлӗ вăр-вар мар француженка. Пӗр-пӗр ӗçе эпир пилӗк минутрах туса хуратпăр пулсан, вӗсем виçӗ куна тăсаççӗ. Эпӗ хам таврара чи илемлӗ тăхăнакан хӗрарăм. Мӗншӗн тесен пире урама тирпейлӗ тăхăнса тухма вӗрентнӗ. Эпӗ кăçал ятарласа Çимӗке аттен (Пӗкӗлмери Наратлă), аннен (Лениногорскри Чишме) ялӗсене кайрăм, Учӳкра, Шупашкарата Республика кунӗнче пултăм. Францие таврăнсан тепӗр кунах уяв иртрӗ. Эпӗ те ташлама тухрăм, çынсем ман кӗпе çине тӗлӗнсе пăхаççӗ. Вăл хаклă та мар, ăна Заинска тăвансем патне кайсан пасарта туяннăччӗ. Тăван çӗршыври уявсенче мӗн чухлӗ илем курса килнӗ хыççăн мана кунти çынсем сăнсăр пек туйăнчӗç.

Француженка лайăх кил хуçи арăмӗ те мар. Вăл упăшкине, ачисене ӗçрен, шкултан апат пӗçерсе кӗтсе илмест. Ачи-пăчи холодильникре мӗн пуррипе кăна çырлахать. Пирӗн, чăваш хӗрарăмӗн, пӗр çитменлӗх - канма пӗлместпӗр. Кунта çынсем çулталăкне темиçе хут канма каясси йăлара.

- «Сувар» урлă, тен, кама та пулсан салам калатăр?

- Тутарстан чăвашӗсене пурне те салам, мана пӗлекенсене уйрăмах. Тăван Чишме ялӗнчи çăлкуçа хăтлăх кӗртнӗшӗн депутата И.Яковлевăна, ял старостине А.Савдиярова, ял-йыша пурне те пысăк тав сăмахӗсем калатăп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев