Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Футбол пулать, селфи – çук

Футболпа тӗнче чемпионачӗн матчӗсене болельщиксен хăйсемпе пӗрле мӗн-мӗн илсе кӗме юраманнин списокӗ паллă. Ăна FIFA çирӗплетнине аса илтерет «Известия» хаçат. Çапла вара селфи тума юратакансем, ан манăр: «Хусан-арена» стадиона футбол матчне килетӗр пулсан, селфи-патаксене килӗрте хăварăр, мӗншӗн тесен унпа кӗртмеççӗ е стадионăн камера храненине хуртараççӗ. Енчен те болельщик правилăсене пăхăнмасан,...

Футболпа тӗнче чемпионачӗн матчӗсене болельщиксен хăйсемпе пӗрле мӗн-мӗн илсе кӗме юраманнин списокӗ паллă. Ăна FIFA çирӗплетнине аса илтерет «Известия» хаçат.

Çапла вара селфи тума юратакансем, ан манăр: «Хусан-арена» стадиона футбол матчне килетӗр пулсан, селфи-патаксене килӗрте хăварăр, мӗншӗн тесен унпа кӗртмеççӗ е стадионăн камера храненине хуртараççӗ. Енчен те болельщик правилăсене пăхăнмасан, ăна матчран кăларса яраççӗ.

25 сантиметртан вăрăм зонтиксем, фото- тата видеотехника штативӗсем те «хура списокра». Сăлтавӗ - хăрушсăрлăх мери. Мӗнпе çав териех хăрушă-ха селфи-патаксем? Болельщиксен хушшинче çапăçу тухас пулсан, унпа хӗç-пăшал пек усă курас хăрушлăх пур-мӗн. Чăн та, список йăлтах хатӗр мар-ха, унта улшăнусем те пулма пултарнине хыпарлаççӗ йӗркелӳçӗсем. ( И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев