Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Футбола кам хăй каять, кама яраççӗ

Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗн матчӗсене сиенлӗ производство ӗçченӗсен фанатсем пекех ирӗклӗн çӳрес шанăçӗ пысăк, мӗншӗн тесен чемпионат вăхăтӗнче вӗсен завочӗсене хупма пултараççӗ. ФСБ ведомствисем чемпионата йышăнакан субъектсене сиенлӗ производствисен ӗçне (вӗсем хуларан 200-400 километрта пулсан та) июнӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 15-мӗшӗччен хупма ыйтса çырусене январь уйăхӗн пуçламăшӗнчех янине хыпарлать «Коммерсантъ»...

Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗн матчӗсене сиенлӗ производство ӗçченӗсен фанатсем пекех ирӗклӗн çӳрес шанăçӗ пысăк, мӗншӗн тесен чемпионат вăхăтӗнче вӗсен завочӗсене хупма пултараççӗ. ФСБ ведомствисем чемпионата йышăнакан субъектсене сиенлӗ производствисен ӗçне (вӗсем хуларан 200-400 километрта пулсан та) июнӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 15-мӗшӗччен хупма ыйтса çырусене январь уйăхӗн пуçламăшӗнчех янине хыпарлать «Коммерсантъ» хаçат. Паллах, регионсенче предприятисем, çав шутра нефть тирпейлекен заводсемпе АЭСсем те, чарăнма пултараççӗ.

Хальхи вăхăтра Раççейри çӗршер компани ФСБпа тата Ростехнадзорпа калаçусем ирттерет. Пысăк спорт мероприятийӗ вăхăтӗнче сиенлӗ производствăсене чарас практика тӗнчере чăнах та пур-мӗн, анчах та унпа питӗ сайра усă кураççӗ. Тӗслӗхрен, 2008 çулта Пекинра Олимпиада вăхăтӗнче 200 ытла завод ӗçлемен, 2012 çулта Донецкра та футбол енӗпе Европа чемпионатӗнче металлурги завочӗн домна кăмакине хупнă.

Раççейре ку мерăсем пирки 2017 çулхи май уйăхӗн 9-мӗшӗнче РФ Президенчӗн указӗ тата РФ Правительствин постановленийӗ тухнă. Анчах та унта ион излученийӗ, химипе биологи, реактивлă, токсинлă япаласемпе тата сирпӗнекен субстанцисемпе усă куракан производствосем çинчен кăна асăннă. Анчах унта хăрушлăх норми мӗн чухлӗ пулмаллине палăртман.

Чемпионата йышăнакан Хусанăн та ку постановление пăхăнмах тивет, пӗлтӗр тӗслӗхрен, Конфедерацисен кубокӗ вăхăтӗнче тар завочӗ ӗçлемерӗ. Кăçал çак списока мӗнле предприятисем кӗресси пирки хальлӗхе шавлани илтӗнмест-ха, енчен те ФСБпа Ростехнадзор çине тăрсах хушаççӗ пулсан, çулла нумай çыннăн вăхăтсăрах отпуска кайма тивӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев