Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Габдулла Тукай çуралнă кун

Тутарсен паллă поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа паян 132 çул çитрӗ. Кунсăр пуçне апрелӗн 26-мӗшӗ Тутар чӗлхин кунӗ те. Çумăрлă ăмăр çанталăка пăхмасăр паян ирпе ирех Габдулла Тукай палăкӗ умне чечек хучӗç. Тăван чӗлхе кунӗ тутарсемшӗн чăнах та пысăк уяв. Чечек хурас церемоние те акă çӳллӗ шайра ирттерчӗç вӗсем. Тукай палăкӗ...

Тутарсен паллă поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа паян 132 çул çитрӗ. Кунсăр пуçне апрелӗн 26-мӗшӗ Тутар чӗлхин кунӗ те. Çумăрлă ăмăр çанталăка пăхмасăр паян ирпе ирех Габдулла Тукай палăкӗ умне чечек хучӗç. Тăван чӗлхе кунӗ тутарсемшӗн чăнах та пысăк уяв. Чечек хурас церемоние те акă çӳллӗ шайра ирттерчӗç вӗсем. Тукай палăкӗ умне çыравçăсемпе поэтсем кăна мар,ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР Президент Аппарачӗн ертӳçи Асгат Сафаров, хула мэрӗ Ильсур Метшин, министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисем те килчӗç. Акă мӗнле хисеплеççӗ тутарсем хăйсен тăван чӗлхине. Сăмах май, Тукай палăкӗ умне чăвашсем Валери Туркай поэтпа Евгений Турхан та чечек хучӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев