Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Грипп сезонӗ инçе мар!

Раççей çыннисемшӗн вакцинаци тумалли чи лайăх вăхăт – август вӗçӗнчен пуçласа ноябрь вӗçӗччен. Пӗр уйăхра организм чире хирӗç кӗрешекен антителасем йӗркелесе ӗлкӗрет.

Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗ гриппа ОРВИн эпидеми тапхăрӗ çывхарма нумай юлманнине аса илтерет. Çак чиртен сыхланмалли мел вăл – прививка. Пӗлтӗр республика халăхӗн 41,5 процентне вакцинаци тунă. Эпидеми тапхăрӗ пуçланас умӗн кăçал халăхăн 45 процентне вакцинаци тума планлаççӗ.

Раççей çыннисемшӗн вакцинаци тумалли чи лайăх вăхăт – август вӗçӗнчен пуçласа ноябрь вӗçӗччен. Пӗр уйăхра организм чире хирӗç кӗрешекен антителасем йӗркелесе ӗлкӗрет.

Грипп уйрăмах иммунитет хавшанă, шала кайнă тӗрлӗ чирпе аптракан ватă çынсемшӗн хăрушă.Çаплах иммунитет йӗркеленсе ӗлкӗреймен пӗчӗк ачасемшӗн те. Мӗншӗн тесен грипăн хуть мӗнле вирусӗ те çамрăк организмшăн çӗнӗ вирус, çавăнпа ачасем уйрăмах йывăр чирлеççӗ те.

Анне пулма хатӗрленекен хӗрарăмшăн, сывлав органӗсен чирӗсемпе аптракансемшӗн те хăрушă вăл. Çавăнпа грипп профилактикине ачасен кăна мар, çемьери кашни çын иртмелле.

Гриппа тата ОРВИПе чирлес мар тесен çак ансат правилăсене пăхăнмалла: чирленӗ çынсемпе хутшăнмалла мар, алла тăтăш супăньпе çумалла, спортпа туслашмалла, уçă сывлăшра нумай çӳремелле, тӗрӗс апатланмалла, çителӗклӗ чухлӗ çывăрмалла тата витаминсем ӗçмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество