Грузирен çӗнтерӳпе таврăннă
Пирӗн пата хăнана килекенсенчен нумайăшӗнчен Тутарстан хӗрӗсем чи хитрисем тенине илтме пулать. Ку пуш сăмах мар. Акă, нумай пулмасть кăна-ха Хусан хӗрӗ Анастасия Макарова Батумире иртнӗ «Miss Planet 2017» конкурсран номинаци çӗнтерӳçи пулса таврăнчӗ. Сăмах май, Тутарстан пикисем Раççейре иртекен илем конкурсӗсенчен пӗрре мар пӗрремӗш вырăн илсе таврăннă. Хальхинче, акă,...
Пирӗн пата хăнана килекенсенчен нумайăшӗнчен Тутарстан хӗрӗсем чи хитрисем тенине илтме пулать. Ку пуш сăмах мар. Акă, нумай пулмасть кăна-ха Хусан хӗрӗ Анастасия Макарова Батумире иртнӗ «Miss Planet 2017» конкурсран номинаци çӗнтерӳçи пулса таврăнчӗ. Сăмах май, Тутарстан пикисем Раççейре иртекен илем конкурсӗсенчен пӗрре мар пӗрремӗш вырăн илсе таврăннă. Хальхинче, акă, Грузире те пирӗн хӗре пултарулăхпа çитекенни пулман.
20 çулти хӗр Хусанти патшалăх консерваторийӗнче 2-мӗш курсра вӗренет. Грузире иртнӗ конкурсра вăл республикăн культурипе йăли-йӗркисене кăтартнă. «Татар-информ» ИАна маларах панă интервьюра хăй каланă тăрăх, Анастасийăра украин, вырăс тата тутар халăхӗн юнӗ юхать. Академи вокалӗпе профессилле шайра тăватă çулта чухне хатӗрленме пуçланă, сцена çине шкул çулӗсенче тухма тытăннă.
«Miss Planet 2017» конкурса 40 çӗршыв пики хутшăннă. Анастасия Португали хӗрне хăй хыççăн хăварса ««Miss Talent Planet 2017» титула йышăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
5 июля 2022 - 15:44Аксури Уяв яланхи пекех чаплă иртрӗ Июлӗн 2-мӗшӗнче Аксури тӗп майданра районти Уяв иртрӗ. 10 сехетре пуçланчӗ мероприяти, халăх вара самай маларах пуçтарăнма пуçларӗ праçник иртекен вырăна. Курмалли, паллашмалли кăçал та пайтахчӗ – чăваш йăли-йӗркине, пурнăçне, ӗçне-хӗлне кăтартакан кил-çуртсене хатӗрлес ӗçе районти кашни ял хутлăхӗ хутшăннă.13201
-
5 июля 2022 - 10:22Теччӗ районӗнчи Кильдюшевăра мăкшăсен «Валда Шинясь» уявӗ иртрӗ Çуллахи кун таврăннипе çыхăннă йăласем çутçанталăк тӗнне ӗненнӗ халăхсен кашнин пур (халь христиан, мăсăльман тӗнне ӗненекенсемшӗн ку мăн аслашшӗсене сума суса уяв ирттерни ӗнтӗ). Июнӗн 25-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче иртнӗ «Валда шинясь» пирки те çакнах каламалла.11500
-
5 июля 2022 - 09:19Наркăмăш сутакансем çамрăксене тӗллеççӗ Синтетикăлла хутăшсемлӗ наркотиксене çăмăл теççӗ, анчах та ку тӗрӗс мар10000
-
7 июня 2022 - 17:22Профилактика
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
10 июня 2022 - 09:40Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ те унта пурăнакан Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.73000
-
3 июня 2022 - 12:21Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа ăнăçу сунатпăрИюнӗн 3-мӗшӗнче хисеплӗ çыннăмăр, чăваш халăхӗн сумлă та пултаруллă ывăлӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ, Хусанти çу комбиначӗн генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН çуралнă кунне паллă тăвать.92400
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!132600
-
5 июля 2022 - 06:00Уяв лапамне васкаса хӑт кӗртеҫҫӗ Ханасем нумай килнӗрен праҫник пуҫланас вӑхӑта та пӗр сехет маларах куҫарнӑ. Ҫавӑнпа та ытти регионсенчен, Тутарстанри районсенчен килекен хӑнасене Сиктӗрме-Хусанкая маларах ҫитме ыйтатпӑр. Фольклор ушкăнӗсен ирхине 8-чченех çитме тăрăшмалла.29701
-
3 июля 2022 - 11:19Çамрăксем нумайччӗ ялта ун чух... Зиновий Петрович Морозкин пысăк стажлă культура ӗçченӗ. Вăхăтӗнче Чăваш Чакăлтăм клубӗн ертӳçи, район Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн инспекторӗ, Аслă Тарханпуç Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи, Пăхăрçă клубӗн ертӳçи пулнă. «Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчен пуçланă хамăн ӗç çулне, Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчех вӗçлерӗм», – шӳтлет вăл хăй кун пирки.28100
-
3 июля 2022 - 10:12Кунта телефонра ларма вăхăт çук Хальхи саманара кашнин аллинче мобильлӗ телефон пур. Çакă пӗр енчен питӗ аван – пур ӗçе те ниçта та каймасăрах татса пама май парать смартфон. Тӗрлӗ ӗç тума пӗрлешнӗ çынсем час кăна Ватсап мессенджерта ушкăн йӗркелеççӗ, кирлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Лагере çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли те çапла ушкăн уçрăмăр Ватсапра. Кунсерен ачасем мӗнле каннине сăн ӳкерсе çавăнта вырнаçтартăмăр. Ашшӗ-амăшӗсем питӗ кăмăллă пулчӗç, лагерь пуçлăхӗпе воспитательсене нумай тав сăмахӗ каларӗç. Ачасем хăйсем тата еплерех хавасчӗ! Эппин канăва тӗрӗс йӗркеленӗ шкул çумӗнчи лагерьте – ку чи пӗлтерӗшли.26000
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика