Сувар

Хаçат-журнал пӗтмест-ха

«Татмедиа» агентствăна РФ МРИ ФНСра регистрациленӗренпе октябрӗн 1-мӗшӗнче 10 çул çитрӗ. «Татмедиа» генеральнăй директорӗн А.Кузьминăн шучӗпе, АОн тӗп çитӗнӗвӗ - пичет кăларăмӗсем çӗршывӗпех хупăннă вăхăтра сыхласа хăварма пултарни. «Вăхăтӗнче медиахолдинг нумай муниципаллă тата республика хаçачӗшӗн çăлăнăç пулчӗ. Юлашки çулсен тенденцийӗ çапларах - çырăнтару чакать. Пăхăр-ха, Раççейре миçе хаçат-журнал хупăнчӗ. Пӗр-пӗр...

«Татмедиа» агентствăна РФ МРИ ФНСра регистрациленӗренпе октябрӗн 1-мӗшӗнче 10 çул çитрӗ. «Татмедиа» генеральнăй директорӗн А.Кузьминăн шучӗпе, АОн тӗп çитӗнӗвӗ - пичет кăларăмӗсем çӗршывӗпех хупăннă вăхăтра сыхласа хăварма пултарни.

«Вăхăтӗнче медиахолдинг нумай муниципаллă тата республика хаçачӗшӗн çăлăнăç пулчӗ. Юлашки çулсен тенденцийӗ çапларах - çырăнтару чакать. Пăхăр-ха, Раççейре миçе хаçат-журнал хупăнчӗ. Пӗр-пӗр районта пичет кăларăмӗ хупăнсан унта пурăнакан халăхшăн ку пысăк инкек. Тӗрӗссипе, пысăк территорири халăха вӗсен районӗ мӗнпе тата мӗнле пурăнни çинчен хыпарсăр хăварни. Кун пек тума юрамасть!» - тенӗ Андрей Кузьмин «Татар-информа» панă эксклюзивлă интервьюра.

Республикăра мӗнпур пичет кăларăмне, çав шутра наци чӗлхисемпе тухаканнисене те, сыхласа хăварма пултарнă. Тутарстанра хаçат-журналсем вырăсла, тутарла, чăвашла тата удмуртла тухаççӗ. Ача-пăча тата литература кăларăмӗсене те сыхласа хăварнине палăртмалла. «Реклама рынокӗнче вӗсене хăйсене кăна тытăнса тăма май çукпа пӗрехчӗ. Халăха ырă кӳрекен кăларăмсене патшалăх пулăшмаллах, «Татмедиа» АО çак тӗп задачăна пурнăçланă, пурнăçлать те»,- палăртнă генеральнăй директор.

Хальхи вăхăтра «Татмедиа» 98 республика, хула-район хаçатне, 15 журнала, 17 телевидени тата 11 радиоканала, 87 сайта тата пӗр информаци агентствине пӗрлештерет. «Татмедиа» АО паян паха информаци контенчӗ теме пултаратăп. Ку мел ăнăçлине кăтартать. Çакна кашни 2-3 уйăхрах ытти регионсен делегацийӗсем пирӗн пата опытпа паллашма килни те çирӗплетет. Вӗсем пирӗн опытпа паллашса пиртен вӗренеççӗ, унтан хăйсен патӗнче усă курма тăрăшаççӗ»,- пӗлтернӗ Андрей Кузьмин.

Пӗтӗмӗшле çырăнтару калăпăшӗ чакнине те палăртать генеральнăй директор, анчах та çакă объективлă процесс-мӗн. 7-8 процент вăл çӗршыври вăтам кăтартуран та пӗчӗкрех. «Çамрăк ăрăва альтернативлă çăлкуçсенчен хыпар пӗлме меллӗрех-тӗр, анчах та пирӗн хаçат-журнал вулама хăнăхнисем те нумайăн. Пӗтӗм кăларăмăн редакцийӗсем вулакансемпе тачă çыхăнса ӗçлеме тăрăшаççӗ. Эпир пурте пӗрле пичет кăларăмӗсене вулакан патне çитерме çӗнӗ мелсем шыратпăр. Кунта ваккăн суту-илӳ пысăк вырăн йышăнать»,- палăртнă Андрей Кузьмин. Республикăн вуннă ытла пысăк больницинче хаçат-журнал сутмалли киосксем уçнă. Унта хаçат-журналсем вырăслисем те, тутарлисем те питӗ хăвăрт саланаççӗ.

Тата çакна та палăртмалла: республика кăларăмӗсенчен нумайăшӗ укçа-тенкӗ енчен те аптрамасть. Рекламăна интернет-кăларăмсенче мар, пичет кăларăмӗсенче вырнаçтарма тăрăшаççӗ реклама паракансем. «Эпӗ çирӗппӗнех калама пултаратăп, пичет кăларăмӗсем пӗтесси çинчен калаçусем иртерех кăна мар, çав тери ӳстерни те», - тенӗ вăл.

Ирина КУЗЬМИНА куçарнă.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: