Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Халӗ хусансен те кӗркуннене ăсатас йăла пур

Çӗр ӗçӗпе çыхăннă кашни халăхăн тыр пул пухса кӗртнипе çыхăннă кӗрхи ӗçсене вӗçлекен уяв ӗлӗкренех пулнă. Вăл чăвашсен те пур. Ăна тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗрен калаççӗ: «Кӗр сăри», «Автан яшки», «Кӗр çурти», «Чӳклеме» тата ытти те. Йăлисем те пурте пӗр пек мар-тăр, анчах пӗлтерӗшӗ пӗр - çӗнӗ тыр-пулшăн савăнни, пулас тухăçшăн...

Çӗр ӗçӗпе çыхăннă кашни халăхăн тыр пул пухса кӗртнипе çыхăннă кӗрхи ӗçсене вӗçлекен уяв ӗлӗкренех пулнă. Вăл чăвашсен те пур. Ăна тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗрен калаççӗ: «Кӗр сăри», «Автан яшки», «Кӗр çурти», «Чӳклеме» тата ытти те. Йăлисем те пурте пӗр пек мар-тăр, анчах пӗлтерӗшӗ пӗр - çӗнӗ тыр-пулшăн савăнни, пулас тухăçшăн кӗлтуни.

«Кӗр сăри» - кӗркуннехи чи чаплă уявсенчен пӗри, мӗншӗн тесен ăна ялӗпех ирттернӗ. Авăн çапса пӗтерсен, çӗнӗ çăнăх авăртсан çӗнӗ уйăхпа тытăннă.

Пирӗн несӗлсем Çӗр-Аннене тулăх тыр-пулшăн тăпра çине сăра тăкса, çăкăр чӗлли хурса тав тунă, ваттисене асăннă. Сăрине кăçалхи хăмлапа пӗлтӗрхине хутăштарса вӗретнӗ, çăкăр чустине те пӗлӗрхи çăнăхпа пӗрле çӗнӗ тырра авăртса тунипе пăтратса çăрнă. Çакă çӗр ӗçченӗн йăлисене упрама пулăшнă, суха ӗçӗн вӗçӗмсӗрлӗхне, вăл ламран лама куçса пынине палăртнă.

Кӗлӗсене хисеплӗ ватăсем - мăчаварсем ирттернӗ, вӗсем турăсенчен тепӗр тыр-пул пухса иличчен сывлăхпа-пурлăхпа пурăнма, пушарсенчен, тăшмансенчен, чир-чӗртен хӳтӗлеме ыйтнă. Ял-йыш пӗр-пӗрин патне хăнана (рет) çӳренӗ. Унччен хирӗçӳсем тухкаланă пулсан, «Кӗр сăринче» пӗр-пӗрне каçарас, мирлешес йăла пулнă.

Тутарстанра ăна ӗнерхи пекех анлă ирттерменччӗ халиччен. ЧНКА Канашӗн Председаельне Д.А.Самаренкина суйланăранпа лару-тăру улшăнчӗ. Ӗлӗкхи йăлана хальхилле чӗртес терӗç хусансем. Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Çамрăксен «Ак Барс» центрӗнче хулари чăвашсем кӗркуннене ăсатрӗç. Унта Шупашкарти «Букет Чувашии» фирма ятарлă «Кӗр сăри» ятлă сăрине тутанма ярса парать, ун çумӗнче Элкел районӗнчи «Хузангаевский» СХПК хăйӗн продукцине кăтартма сарса хунă: çемçе çăкăр, кӗрпесем, тӗрлӗрен тип çу. Предприятин директорӗ Е.М.Чугунов «Сиктӗрме» брендпа хăех паллаштарать. Юнашарах «Звениговский» аш-какай комбиначӗ çӗнӗ кăлпасси сорчӗпе хăналать куракансене. Килти шăрттан, сăра тутине маннисем те сахал марччӗ уява курма килекенсен хушшинче. Вӗсене Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнчи М.Ю.Кваков аса илтерчӗ.

«Сувар» хаçата юратакансем те уявран парнепе таврăнчӗç: кашни çырăнакана парне - юман милӗкӗ.

Кăмăл тăвакансем пресс-банер умӗнче сăн ӳкерӗнеççӗ, инçе мар «Çăлкуç» ансамбль юррăсем шăрантарать. Вӗсемпе пӗрле юрлакан та пур, ташлакан та. Нумай пулмасть Шупашкартан «Раççей чăваш пики - 2016» титула илсе таврăннă Ксения Романова та çакăнтах. Унпа пӗрле сăн ӳкерӗнес текенсем нумайăнччӗ.

ТР ЧНКАпа пӗрле çак уява Хусанти чăвашсен ентешлӗхӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ йӗркелерӗç. Вăл «Хусан чăвашӗсем» ушкăнăн 15-çуллăхне халалланă концерчӗпе вӗçленчӗ. Алексей Наумов композиторпа пӗрле Елена Корсакова, Вера Кожеманова, Анастасия Данилова, Олеся Шерникова, Нурлатри «Эдванс» ушкăн, «Асамат кӗперӗ» ташă ушкăнӗ пултарулăхӗсене кăтартрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев