Сувар

Халăх историпе интересленет

«Раççей - манăн истори» федераллă историллӗ проектпа çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче 5,5 миллион çын паллашма ӗлкӗрнӗ. Санкт-Петербургра, тӗслӗхрен, пилӗк уйăх хушшинче асăннă курава 300 пин çын çитсе курнă. Пермьре, Махачкалара тата Волгоградра 100 пин ытларах çын экспозицисемпе паллашнă. Тюменьре те кашни виççӗмӗш шкул ачи çӗршыв историйӗ çине проект урлă пăхнă. «Раççей...

«Раççей - манăн истори» федераллă историллӗ проектпа çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче 5,5 миллион çын паллашма ӗлкӗрнӗ. Санкт-Петербургра, тӗслӗхрен, пилӗк уйăх хушшинче асăннă курава 300 пин çын çитсе курнă. Пермьре, Махачкалара тата Волгоградра 100 пин ытларах çын экспозицисемпе паллашнă. Тюменьре те кашни виççӗмӗш шкул ачи çӗршыв историйӗ çине проект урлă пăхнă.

«Раççей - манăн истори» проекта хута янăранпа ак ӗнтӗ пилӗк çул çитрӗ. Паян, 16 пысăк павильонран тăраканскер, вăл çӗршывăн пысăк хулисенче халăх йышлă çӳрекен чи ăнăçлă вырăнсенчен пӗри шутланать.

Хусанта асăннă истори паркӗ пӗлтӗрхи октябрӗн 27-мӗшӗнче «Хусан ярмăркки» курав центрӗнче уçăлнăччӗ. Статистика кăтартнă тăрăх, пырса куракансенчен çурри ытларахăшӗшӗн çӗршывăн авалхи тата республикăн историйӗ интереслӗрех, виççӗмӗш пайӗ вара «Пысăк улшăнусенчен Аслă Çӗнтерӳ патне» экспозиципе ытларах кăсăкланать. Паянхи кун тӗлне Хусанти «Раççей - манăн истори» парка 90 пин ытла çын пырса курнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: