Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Халăх календарӗ – август

5-мӗшӗ - халăх календарӗ­пе Трофим-бессонник. Утăçи малалла пырать, тырçи пуç­ла­нать. Çак кунран хăмла çыр­липе палана пуçтарма ты­тă­наççӗ. 6-мӗшӗ - тырă ӗлкӗрсе çи­­тет. Тырçи тулли хăватпа пуç­ла­нать. Çӗмӗрт, кăмпа пуç­тар­ма ты­тă­наççӗ. Ӗлӗк августăн 12-мӗ­шӗч­чен çыр­ларан кукăль пӗçернӗ. 7-мӗшӗ - ирпе ирех сулхăн- тăк, хӗл сивӗ килет тенӗ. Кăн­тăр­лаччен çанталăк мӗнле, де­­кабрьчченхи...

5-мӗшӗ - халăх календарӗ­пе Трофим-бессонник. Утăçи малалла пырать, тырçи пуç­ла­нать. Çак кунран хăмла çыр­липе палана пуçтарма ты­тă­наççӗ.
6-мӗшӗ - тырă ӗлкӗрсе çи­­тет. Тырçи тулли хăватпа пуç­ла­нать. Çӗмӗрт, кăмпа пуç­тар­ма ты­тă­наççӗ. Ӗлӗк августăн 12-мӗ­шӗч­чен çыр­ларан кукăль пӗçернӗ.
7-мӗшӗ - ирпе ирех сулхăн- тăк, хӗл сивӗ килет тенӗ. Кăн­тăр­лаччен çанталăк мӗнле, де­­кабрьчченхи хӗлле çапла пу­лать. Кăнтăрла хыççăнхи çан­талăк декабрь хыççăнхи хӗлле мӗнле пулассине кă­тартать. Ăшă çанталăк сивӗ хӗллене пӗл­те­рет. Çумăр çусан - хӗл сивӗ пулмасть.
8-мӗшӗ - çак кунран ир пу­лакан панулми пуçтарма ты­тăнаççӗ.
9-мӗшӗ - кучан кунӗ. Купăста пуç çавăрма пуçлать. Çак кун хыççăн сиплӗ курăк пуçтарма юрамасть, унăн сиплӗхӗ тымара каять тенӗ.
10-мӗшӗ - Прохор кунӗ. Ас­латирен хăранипе çак кун хир­те ӗçлемен.
11-мӗшӗ - пӗрремӗш тăм ӳкет, ӗлкӗрсе çитмен тырра сиен­летет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев