Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Халăх календарӗ – август, сентябрь

Августăн 26-мӗшӗ - лăпкă çил вӗрсен, лайăх çанталăка. Енчен те вăйлă çиллӗ-тӗк, сен­тябрь йӗпе-сапаллă пуласса. Тӗпсакайне, шăтăксемпе нӳх­репсене тир­пей­лемелли кун. 27-мӗшӗ - çулçă тăкăнма пуç­лать. Тăрнасем кăнтăралла вӗç­се каяççӗ пулсан, октябрьте хӗл ларать. Тăрна картисем курăнмаççӗ-тӗк, хӗл ир килмест-ха. 28-мӗшӗ - çуллана ăсатса кӗр­куннене кӗтсе илмелле. 29-мӗшӗ - Мăйăр Сăпасӗ....

Августăн 26-мӗшӗ - лăпкă çил вӗрсен, лайăх çанталăка. Енчен те вăйлă çиллӗ-тӗк, сен­тябрь йӗпе-сапаллă пуласса. Тӗпсакайне, шăтăксемпе нӳх­репсене тир­пей­лемелли кун.
27-мӗшӗ - çулçă тăкăнма пуç­лать. Тăрнасем кăнтăралла вӗç­се каяççӗ пулсан, октябрьте хӗл ларать. Тăрна картисем курăнмаççӗ-тӗк, хӗл ир килмест-ха.
28-мӗшӗ - çуллана ăсатса кӗр­куннене кӗтсе илмелле.
29-мӗшӗ - Мăйăр Сăпасӗ. Çак вăхăтра вăрманта мăйăр ӗл­кӗрет, ăна пуçтарса хӗллене ха­тӗрлеме тытăнмалла.
30-мӗшӗ - çулçă тăкăнать. Ир­хи тӗтре çӗре ансан, çанталăк лайăх пуласса.
31-мӗшӗ - ӗлӗк ут уявӗ шу­т­­­ланнă, çак кун лашана ӗç­лет­тер­мен, кантарнă, лайăх çи­тернӗ.
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - кун ăшă, сывлăшра эрешмен карти вӗ­çет-тӗк тата 7 кун ăшă пулать-ха. Халăх календарӗпе Фекла. Чӗкӗнтӗр кăларма пуçламалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев