Сувар

Халăх календарӗ – сентябрь

16 -мӗшӗ - ӗлӗк çак кун кил-çурта тирпейленӗ, кирлӗ мар япаласене кăларса пăрахнă. 17-мӗшӗ - юлнă пахча çи­мӗçсене кăлармалла. 18-мӗшӗ - ӗлӗк çак кун хурăн хуллипе килтен усал-тӗселе, чир-чӗре хăваласа кăларнă. 19-мӗшӗ - халăх календарӗпе Михайла. Кун 5 сехете кӗс­кел­нӗ. Ирсерен пуçласа тăм ӳкме тытăнать. Хурăн тăрринчи çул­çăсем саралсан çуркунне...

Реклама

16 -мӗшӗ - ӗлӗк çак кун кил-çурта тирпейленӗ, кирлӗ мар япаласене кăларса пăрахнă.
17-мӗшӗ - юлнă пахча çи­мӗçсене кăлармалла.
18-мӗшӗ - ӗлӗк çак кун хурăн хуллипе килтен усал-тӗселе, чир-чӗре хăваласа кăларнă.
19-мӗшӗ - халăх календарӗпе Михайла. Кун 5 сехете кӗс­кел­нӗ. Ирсерен пуçласа тăм ӳкме тытăнать. Хурăн тăрринчи çул­çăсем саралсан çуркунне ир килессе кӗтмелле, аялти турачӗсем çинчисем саралаççӗ пулсан, тепӗр çул çуркунне кая юлса килет.
20-мӗшӗ - сухан çыхмалли кун.
21-мӗшӗ - Кӗркуннене ик­кӗ­мӗш хут кӗтни. Çак кун çан­талăк лайăх-тăк - кӗркунне ăшă пулать.
22-мӗшӗ - çӗрпе кун тан­ла­шаççӗ, çӗр вăрăмланма тытă­нать. Лили чечекӗ лартмалли юлашки кун.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: