Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Халăх календарӗ – сентябрь

11-мӗшӗ - халăх календарӗпе Иван Постный (Иванпусни), тăрнасем кăнтăралла кайма тух­нă пулсан - хӗл ир килет. 12-мӗшӗ - чӗрӗпсене сăна­ма­л­­ла: вӗсем уçланкăра йăва тунă пулсан, хӗлле ăшă пуласса, енчен те чăтлăхра-тăк, хӗлле шартлама сивӗсене кӗтмелле. 13-мӗшӗ - халăх календарӗпе Куприян. Шурлăхра тăрнасем канаша пуçтарăнса кăнтăра мӗнле çулпа каймаллине па­лăртаççӗ те...

11-мӗшӗ - халăх календарӗпе Иван Постный (Иванпусни), тăрнасем кăнтăралла кайма тух­нă пулсан - хӗл ир килет.
12-мӗшӗ - чӗрӗпсене сăна­ма­л­­ла: вӗсем уçланкăра йăва тунă пулсан, хӗлле ăшă пуласса, енчен те чăтлăхра-тăк, хӗлле шартлама сивӗсене кӗтмелле.
13-мӗшӗ - халăх календарӗпе Куприян. Шурлăхра тăрнасем канаша пуçтарăнса кăнтăра мӗнле çулпа каймаллине па­лăртаççӗ те вăрăм çула тухаççӗ. Çак кунран шур çырлине пуç­тарма тытăнмалла.
14-мӗшӗ - çак кун çанталăк ăшă-тăк, хӗлле те ăшă пулать. Эрешмен карти нумай вӗçни кӗркунне вăрăм та ăшă пу­лас­сине пӗлтерет.
15-мӗшӗ - çак кун выльăх-чӗр­­лӗхе картишрен кăларма хушман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев