«Халăх участковăйӗ» Тутарстанра пурăнать

Раççейри чи лайăх участковăй ниçта та мар, пирӗн республикăра пурăнать. Вăл - Лениногорск районӗнчи аслă участок уполномоченнăйӗ, полици капитанӗ Рузель Гарипов. Раççей участковăйӗсен хушшинче иртнӗ «Халăх участковăйӗ» конкурсра çӗнтерсе çак ята тивӗçнисӗр пуçне, тӗп призлă - «УАЗ-Патриот» автомобильлӗ - пулса тăнă. Ăçта мар, мӗнле ӗçлени пӗлтерӗшлӗ тенӗскер, Рузель Гарипов та...
Раççейри чи лайăх участковăй ниçта та мар, пирӗн республикăра пурăнать. Вăл - Лениногорск районӗнчи аслă участок уполномоченнăйӗ, полици капитанӗ Рузель Гарипов. Раççей участковăйӗсен хушшинче иртнӗ «Халăх участковăйӗ» конкурсра çӗнтерсе çак ята тивӗçнисӗр пуçне, тӗп призлă - «УАЗ-Патриот» автомобильлӗ - пулса тăнă.
Ăçта мар, мӗнле ӗçлени пӗлтерӗшлӗ тенӗскер, Рузель Гарипов та акă ӗç çулне постпа патруль службинчен пуçланă. Полицие вара 2009 çулта çартан таврăнсан килнӗ. Сăмах май, салтакра вăл хӗрӳ точкăра хӗсмет иртсе пиçӗхнӗ. Йӗрке хуралӗнче опыт пухсан участковăя куçнă. Чăн та, пирвайхи виçӗ çулне Лениногорск хулинче ӗçленӗ-ха, кайран ял участковăйне куçнă.
«Халăх участковăйӗ» хальхи вăхăтра Лениногорск районӗнчи Старая Письмянка ялӗнче тăрăшать. Участковăйсем валли республика программипе лартнă ӗçлемелли тата пурăнмалли комплексра пурăнать. Пӗр çуртрах ӗç вырăнӗ пулни ăна питӗ пулăшать-ха ӗнтӗ, анчах участковăйăн унта ларма вăхăчӗ çук. Ăна шанса панă участока 14 ял кӗрет-çке. Ку вăл 8 лавкка, 3 шкул, 3 ача сачӗ, 1 часавайпа 3 мечӗт, 3 Культура çурчӗпе 4 фельдшерпа акушер пункчӗ. Кашни яла хăйӗн çитмелле вӗт, тӗрӗслемелле. ( ТР ШӖМ сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
7 марта 2021 - 20:16Тутарстанри чӑвашсем аслӑ пуху ирттерӗҫ Мартӑн 12-мӗшӗнче Тутарстанри ЧНКАн Отчетпа суйлав конференцийӗ пулать3500
-
7 марта 2021 - 18:55ЧĂВАШАХ ПУЛНĂ-ШИ ВАРА? Хусанта пурăннă вырăс çыравçине Геннадий Паушкина халалласа асăну хăми уçрӗç3700
-
6 марта 2021 - 11:00ЮХТĂР ЮРРИ ТАТА ТЕПӖР 100 ÇУЛ Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 30 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç15101
-
6 марта 2021 - 09:00Туслă пурнăçăн вăрттăнлăхӗ пӗр-пӗрне савма пӗлнинче Ырă кăмăллă хӗрарăмпа Нина Федоровна Шадриковăпа тӗл пулсан сăмах çăмхине сӳтмесӗр пăрăнса кайма çук. Унăн ырă пурнăç тӗслӗхӗ, чун-чӗринчен тухакан хӗрӳллӗ юратăвӗ, тӗреклӗ çемйи кирек кама та тӗлӗнтерет.13100
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
7 марта 2021 - 19:35Юбилей ячӗпе чун-чӗрери чи çепӗç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗнӗ Этемшӳ ялӗнче пурăнакан Галина Гурьевна ТИМОФЕЕВА мартăн 2-мӗшӗнче 50 çул тултарчӗ1900
-
7 марта 2021 - 07:28Юратнă анне 55 çул тултаратьЧăваш Енри Çӗрпӳ районӗнчи Çырмапуç ялӗнче пурăнакан чи хаклă çыннăмăр, юратнă анне Надежда Николаевна ТИТОВА мартăн 7-мӗшӗнче 55 çул тултарать3900
-
5 марта 2021 - 20:16Нина Александровна Бабайкинӑна юбилейпе саламлатпӑр!Мартăн 3-мӗшӗнче пирӗн юратнă анне, асанне тата кукамай, Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан Нина Александровна БАБАЙКИНА 80 çул тултарчӗ4700
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ289400
-
6 марта 2021 - 11:00ЮХТĂР ЮРРИ ТАТА ТЕПӖР 100 ÇУЛ Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 30 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç15101
-
5 марта 2021 - 16:32Лайӑш районӗнчи чӑвашсем теплицӑсене путулккаран тӑваҫҫӗ Физика законӗсене шута илсе тунӑ проект ӑшӗнче паянхи кун +10 градус температура тӑрать, шала пӑрахнӑ юр ирӗлет.14000
-
6 марта 2021 - 09:00Туслă пурнăçăн вăрттăнлăхӗ пӗр-пӗрне савма пӗлнинче Ырă кăмăллă хӗрарăмпа Нина Федоровна Шадриковăпа тӗл пулсан сăмах çăмхине сӳтмесӗр пăрăнса кайма çук. Унăн ырă пурнăç тӗслӗхӗ, чун-чӗринчен тухакан хӗрӳллӗ юратăвӗ, тӗреклӗ çемйи кирек кама та тӗлӗнтерет.13100
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика