Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Паян Василий Иванович Чапаев çуралнă

Василий Иванович Чапаев Хӗрлӗ çар дивизийӗн командирӗ пулнă. Халăх юратакан çыннăн, граждан вăрçин паллă полководецӗн хушамачӗ интереслӗ. Ăçтан пулса кайнă-ха вăл? Чапаев хушамачӗ пăлхарсен «чап» сăмахӗнчен тухма пултарнă. Пӗлтерӗшӗпе вăл «хисеп», «мухтав», «чыс» сăмахсемпе çывăх. Василий Иванович Чапаев Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уезчӗн Будайка ялӗнче çуралса ӳснӗ пулин те унăн пурнăçӗ...

Василий Иванович Чапаев Хӗрлӗ çар дивизийӗн командирӗ пулнă. Халăх юратакан çыннăн, граждан вăрçин паллă полководецӗн хушамачӗ интереслӗ. Ăçтан пулса кайнă-ха вăл? Чапаев хушамачӗ пăлхарсен «чап» сăмахӗнчен тухма пултарнă. Пӗлтерӗшӗпе вăл «хисеп», «мухтав», «чыс» сăмахсемпе çывăх.

Василий Иванович Чапаев Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уезчӗн Будайка ялӗнче çуралса ӳснӗ пулин те унăн пурнăçӗ ытларах Самар кӗпӗрнипе çыхăннă. Кунта вăл 18 çул пурăннă,ӗçленӗ,революци идейисемшӗн шуррисен çарне кӗнӗ казаксемпе, капеловецсемпе, Чехословаки легионерӗсемпе кӗрешнӗ. Самарсем Чапаева нумай вăхăт иртсен те манман. Ун ячӗпе пӗр районăн хулине панă, 1932 çулта паттăра халалласа палăк лартнă. Чапаевăн сăнне тӗрӗс ăсталас тӗллевпе палăка ывăлне пăхса тунă, вăл каснă лартнă хăйӗн ашшӗ пек пулнă иккен.

Чапаевăн чи çывăх тусне - Петькăна Самар облаçӗнче пурăнакансем хăйсен ентешӗ теме пултараççӗ. Петр Исаев Самар кӗпӗрнине кӗрекен пысăках мар ялта - Корнеевкăра çуралса ӳснӗ. 24-ра чухне салтака кайнă. Пӗрремӗш тӗнче вăрçинче патша çарӗнче тăнă чухне Петр унтер-офицер таранах ӳснӗ. Чапаевăн дивизийӗнче вăл çыхăну батальонне ертсе пынă. Хăюллă та хавас каччăна комдив тӳрех асăрханă, час-часах чи яваплă хушусем панă. Вăрçă вăхăтӗнче тӗлӗнмелле майпа кăна унăн арăмӗпе Иван ывăлӗ чӗрӗ-сывă юлма пултарнă. Петӗре хăйне шуррисем асаплантарса вӗлернӗ. Каярахпа Петр Исаевăн 9 мăнук çуралнă: 7 арçын ачапа 2 хӗр ача.

Легенда пулса тăнă пулеметчица Анка вара Самар хулинчен 40 çухрăмра вырнаçнă ялта çуралнă. Чăннипе вара Чапаевăн дивизинчи паттăр хӗр Мария ятлă пулнă. Самарăри больницăра ӗçленӗ, каярахпа завода ӗçлеме вырнаçнă. Çавăнта вăл революционерсемпе паллашса кӗрешӗве хутшăннă. Анчах вăл нимӗнле пулеметчица та пулман, дивизире санитарка тивӗçӗсене пурнăçланă, аманнисене пулăшнă. Пулеметчица хушма ят ун çумне пӗр çапăçу хыççăн çыпăçнă. Дема юханшывӗ çумӗнчи çапăçура пулеметчика амантнă, хӗр вара ун патне шуса пырса суранӗсене çыхма пуçланă. Пулеметчик ун алли çинчех вилсе кайнă.

Телее, Мария-Анкăн шăпи Петькăнни пек хурлăхлă пулман. Вăл тӗрӗс-тӗкелех хăйӗн отрячӗпе Каспи тинӗсӗ патне çитнӗ. Вăрçă хыççăн Мускаври университетран вӗренсе тухнă, çӗршыв посолӗ пулса Германипе Швецире ӗçленӗ. Пӗр хӗр çуратса ӳстернӗ, Зинаида паллă журналист тата куçаруçă. Мария ентешӗсене нумай пулăшнă, ялӗнчи çунса кайнă шкул вырăнне çӗннине тутарнă. Чапаевăн ачисемпе çыхăну тытнă, хăйӗн йышлă тăванӗсене те манса кайман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев