Сувар

Халăхăмăрăн вилӗмсӗр культури – «Асанне арчинче»

(Елена Алексеева. Николай Ларионовăн сăнӳкерчӗкӗ) Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменӗнче регионсен хушшинчи уяв, Чăваш наци кӗпе-тумӗн «Нарспи» фестивалӗ иртрӗ. Унта Ульяновск облаçӗнчи тата Чăвашпа Тутарстан Республикисенчи модельер-ăстаçăсем, ӗçлев ӳнерӗн ылтăн алăллă маçтăрӗсем, Шупашкарти чăваш тумне çӗлекен фирмăсем («Паха тӗрӗ» тата «Халăх кӗвви»), илемлӗ пултарулăх ушкăнӗсем хутшăнчӗç. Мероприяти чăваш наци тумне аталантарас...

(Елена Алексеева. Николай Ларионовăн сăнӳкерчӗкӗ) Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменӗнче регионсен хушшинчи уяв, Чăваш наци кӗпе-тумӗн «Нарспи» фестивалӗ иртрӗ. Унта Ульяновск облаçӗнчи тата Чăвашпа Тутарстан Республикисенчи модельер-ăстаçăсем, ӗçлев ӳнерӗн ылтăн алăллă маçтăрӗсем, Шупашкарти чăваш тумне çӗлекен фирмăсем («Паха тӗрӗ» тата «Халăх кӗвви»), илемлӗ пултарулăх ушкăнӗсем хутшăнчӗç.

Мероприяти чăваш наци тумне аталантарас тата çӗвӗ ăстисем хушшинче пултаруллă çынсене тупса палăртас, маçтăрсен пӗлӳ шайне тата илем туйăмне ӳстерме пулăшас, чăваш халăхӗн пуян еткерлӗхне упрас тӗллевпе облаçри Наци культурисене çӗнетсе аталантаракан центрти чăваш культурин пайӗ пуçарнипе тата йӗркеленипе пулчӗ.

Фестивале «Асанне арчинчен» коллекципе («Халăх кӗвви» фирмăра çӗленӗскерсемпе) Татьяна Петрова модельер уçрӗ. Чăваш Енӗн тава тивӗçлӗ ӳкерӳçин, пултаруллă ăстан кӗписенче малти вырăнта - тӗрӗ тата пусма-тавар пахалăхӗ.

РФ тата ЧР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗн Зинаида Воронован «Ахах-мерчен аваллăхӗ» коллекцине пăхса ытарма çукчӗ. Кунта ӗлӗкхи хӗрарăмпа хӗр кӗпи-тумӗ тата хальхи модăпа çӗленисем пуç пулса тăчӗç.

Çӗнӗ Улхашри ăста, Татьяна Серебрякова модельер ятне илтмен çын та çук пуль регион чăвашӗсен хушшинче. Хальхинче те унăн шурă тумлă сарпикисене залри халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчӗ. Чăваш тумӗпе чăнлăсем хăйне евӗр пӗчӗк спектакль-курăну урлă паллаштарма тӗв тунă. Амăшӗпе хӗрӗ Маринăпа Ульяна Борисовăсем кукамăш арчинчен тӗрӗллӗ илемлӗ чăваш кӗпи-тумӗпе тӗрлӗ йышши капăрлăхсене кăлараççӗ. Çавна май пирӗн вилӗмсӗр халăхăн культурипе йăли-йӗрки, тумӗпе сăмахлăхӗ тӗлӗнмелле пуян пулни, ăна упрамалли, çамрăксене явăçтармалли пирки калаçаççӗ. Унтан сцена çине пӗр-пӗрин хыççăн ачасем, çамрăксем, аслă çул-ӳсӗмри çынсем тухаççӗ. Кашниех - Татьяна Анатольевна модельер хайланă кӗпепе. Ертӳçӗсем хӗрарăма сăваплă ӗçӗнче пулăшакансен шанчăклă тăванӗсене каласа хăвараççӗ - Вероникăпа Елена хӗрӗсем, мăшăрӗ тата Надежда Великанова çӗвӗçӗ.

«100 пин çул иртсен те чăваш чăвашла юрлатăр, чăвашла калаçтăр, чăвашла тӗрлетӗр , чăваш кӗпине çӗлетӗр», - тет Ульяна хăй халăхӗпе мăнаçланма пăрахайманнине çирӗплетсе.

Наталья Новоселец модельер хайланă, йӗтӗнрен çӗленӗ кӗпесене - «Телей кайăкӗсем» коллекцие» - пӗчӗк ачасем калăпларӗç. Тӗрӗ-эрешпе капăрлатнă, тӗрлӗ тӗслӗ кӗпесене залри пӗчӗк çăлтăрсем тӳрех асăрхарӗç. «Малашне иртме тивӗçлӗ «Путене» тата «Чăваш ачи, сассуна пар» конкурссене çак кӗпесене тăхăнса тухсан пит аван пулӗччӗ», - терӗç шăпăрлансем.

Шупашкар хăни Зинаида Маштанова тата Рина Ежергина дизайнерсем халăха «Ялти каникул» коллекципе савăнтарчӗç. Тӗрӗпе пуянлатнă, çулла тăхăнмалли çанăсăр çăмăл кӗпесене уйрăмах çамрăксем килӗштерессӗн туйăнать.

- Фестиваль иккӗмӗш хут иртет Чӗмпӗр çӗрӗ çинче. Унта хутшăнма кăмăл тунисен ӗçӗсене хакласси çăмăл ӗç мар. Паянхи пысăк уявшăн пурне те тав тăвас килет. Уйрăм ăшă сăмаха чăваш культра пайӗн ертӳçи Ираида Гаврилова тивӗçет. Унăн тӳпи кунта чăннипех те пысăк. Модельерсене, ăста художниксене малашне те ăнăçусем сунатпăр, - терӗ облаçри Нацисен культурисене çӗнетсе аталантаракан центр директорӗ Нурия Туркова.

- Чăвашсем чи илемлӗ те ӗçчен, пуян культурăллă, чи пултаруллă халăх. Çакăн пек тӗлӗнмелле хитре тумлă халăхăн пуласлăхӗ çук тесе кам калама хăйӗ? - пуçларӗ чыславра хăйӗн сăмахне УОЧНКА пуçлăхӗн çумӗ Петр Столяров. - Пирӗн регионта 100 ытла халăх пурăнать. Вӗсен хушшинче тумпа палăраканнисем эпир! Сергей Морозов кӗпӗрнаттăр тытса пыракан тӗрӗс политикăна пула пур халăх та хăйсем çинчен калама пултарчӗ, паян обществăлла юхăмсем, автономисем çитӗнӗвӗсемпе мухтанма пултараççӗ.

«Паха тӗрӗ» пуçлăхӗ Марина Павлова предприяти çитес çул хăйӗн 95 çулхи юбилейне паллă тунине, 2009 çулта уçнă кӗпе-тум музейӗ çулран çул пуянланса пынине пӗлтерчӗ. «Çыннине кура - кӗпи!» - тенӗ чăвашсем мӗн ӗлӗкрен. Сывă пултăр, чăваш тумӗ!», - вӗçлерӗ хăна хăйӗн сăмахне.

Фестивале Аслă Нагаткинти РФ тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Валентина Игнатьева (Тарават) ертсе пыракан «Шанăç» тата Димитровградри «Савăнăç» ансамбльсем (пултарулăх ертӳçи - Ирина Иванюкова) тата Шупашкартан тата кӳршӗ республикăри Пăва районӗнчен килнӗ хăнасем - «Асамат» эстрада тата «Уяв» (пултарулăх ертӳçисем - Леонид Антоновпа Наталья Ракова) фольклор ушкăнӗсен солисчӗсем, Анатолий Музыкантов ертсе пыракан тава тивӗçлӗ «Сувар» ташă ансамблӗ,паллă эстрада юрăçисем Светлана Печниковăпа Алена Арсентьева, тӗрлӗ конкурссен çӗнтерӳçи, Ульяновскри 46-мӗш шкул вӗренекенӗ Мария Ямщикова, Çӗнӗ Улхаш шкул хӗрӗ Лидия Кузьмина илем кӳчӗç.

Уявра хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарнă модельер-художниксем, илемлӗ пултарулăх ушкăнӗсен ертӳçисем, хăнасем пурте халăхăн тав сăмахне, хаклă парнесене, Тав çырăвӗсене тивӗçрӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: