Сувар

Хальхинче 9 минутра 4 гол!

Футбол юратакансен Хусанти лигинче вылянă 12 матчран «ЧНКА» футбол команди 2 вăййа тан шутпа вӗçленӗ, 2-шӗнче выляса янă, 8-шӗнче çӗнтернӗ. Çак кăтарту ăна 26 очко пухса «Д» серире 3-мӗш вырăнта çирӗпленме май пачӗ. Августăн 26-мӗшӗнче «Динамо» стадионра иртнӗ вăйă та пирӗн командăна çӗнтерӳ илсе килчӗ. Чăваш каччисем хальхинче пӗрремӗш таймра...

Футбол юратакансен Хусанти лигинче вылянă 12 матчран «ЧНКА» футбол команди 2 вăййа тан шутпа вӗçленӗ, 2-шӗнче выляса янă, 8-шӗнче çӗнтернӗ. Çак кăтарту ăна 26 очко пухса «Д» серире 3-мӗш вырăнта çирӗпленме май пачӗ.

Августăн 26-мӗшӗнче «Динамо» стадионра иртнӗ вăйă та пирӗн командăна çӗнтерӳ илсе килчӗ. Чăваш каччисем хальхинче пӗрремӗш таймра 9 минутра 4 гол кӗртсе савăнтарчӗç. Шут - 4:0.

Тепӗр вăйă сентябрӗн 3-мӗшӗнче «Динамо» стадионрах 18.30 сехетре «Казань-2» командăпа пулать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: