Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хальлӗхе 3,5 миллион тонна

Тутарстанра паянхи кун тӗлне пурӗ 3 миллион та 522 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кӗртнӗ. Ку вăл планăн 67 проценчӗ. Аса илтеретпӗр, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç республикăра 35,6 центнер, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Чи нумай тырă çак районсем çапнă: Заинск 139,9 пин...

 

 

Тутарстанра паянхи кун тӗлне пурӗ 3 миллион та 522 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кӗртнӗ. Ку вăл планăн 67 проценчӗ. Аса илтеретпӗр, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç республикăра 35,6 центнер, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Чи нумай тырă çак районсем çапнă: Заинск 139,9 пин тонна, вăтам тухăç 49,6 центнер, Сарман районӗ 138,1 пин тонна (49,1ц), Пăва 133,5 пин тонна (37,5), Актаныш 130,1 пин тонна (41,1 ц), Теччӗ 121, 6 пин тонна (43ц).

Чистай, Элкел, Нурлат, Заинск, Алексеевски, Апас, Павлă районӗсем вырмана 75 тата ытларах процент вӗçленӗ.

Вырмапа пӗрлех республикăра кӗрхи культурăсене те акаççӗ. Хальлӗхе 111 пин гектара кӗрхи ыраш тата 165,6 пин гектара кӗрхи тулă акнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев