Сувар

Хăрамалла мар, пӗлмелле

Раççей Федерацийӗн Сывлăх сыхлав министерстви профилактика тӗлӗшӗпе ВИЧ-инфекцийӗ пуррипе çуккине тӳлевсӗр тӗрӗслес акци ирттерет. Çак акци çӗршыври 10 регионра иртет, çав шутра Хусанта та. Акци иртнӗ чухне кашни кăмăл тăвакан хăй камне пӗлтермесӗр экспресс-тест иртме пултарать, ăна специалистсем СПИД тата ВИЧ-инфекци пирки ăнлантарӗç, мӗнле сыхланмалли çинчен çырнă литература парӗç. Паянхи...

Раççей Федерацийӗн Сывлăх сыхлав министерстви профилактика тӗлӗшӗпе ВИЧ-инфекцийӗ пуррипе çуккине тӳлевсӗр тӗрӗслес акци ирттерет. Çак акци çӗршыври 10 регионра иртет, çав шутра Хусанта та.

Акци иртнӗ чухне кашни кăмăл тăвакан хăй камне пӗлтермесӗр экспресс-тест иртме пултарать, ăна специалистсем СПИД тата ВИЧ-инфекци пирки ăнлантарӗç, мӗнле сыхланмалли çинчен çырнă литература парӗç.

Паянхи кун тӗнчере 37 миллиона яхăн çын ВИЧ-инфекцие ертнӗ, çак шут çулсерен икӗ миллиона ӳссе пырать. 1980 çултанпа çӗр çинче çак чире пула 34 млн çын вилнӗ. Раççей Федерацийӗнче ВИЧ-инфекциллисен шучӗ 1 млн çын. Кашни сехетре пирӗн çӗршывра çак чир 11 çынна ертет.

Тутарстанра ВИЧ-инфекцине 20740 çынра регистрациленӗ. Юлашки виçӗ çулта республикăра ВИЧ-инфекципе эпидеми лару-тăрăвӗ стабильлӗ. 2015 çулта 100 пин çынран 38-шӗ чир ертнӗ. Çак кăтарту Раççей Федерацийӗннинчен 1,7 хут пӗчӗкрех, Раççейре 100 пин çынран çулталăкра 63 çын ВИЧ ерет.

Мӗншӗн çапла хăвăрт сарăла пуçларӗ-ха ВИЧ? Тухтăрсем пӗлтернӗ тăрăх, эпидеми процессне 30-50 çулти çынсем нумай кӗрсе пыраççӗ. Ку вăл çемьеллӗ, пурнăçра тӗрекленнӗ çынсем. Вӗсен шучӗ ВИЧ тупса палăртнисен хушшинче 68,5 процента çитнӗ.

Медицина акцийӗ Хусанти «Сувар Плаза» (Спартаковская урамӗ, 6-мӗш çурт) суту-илӳ центрӗнче октябрӗн 18-30-мӗшӗсенче иртет. Çынсене 12:00 сехетрен пуçласа 20:00 сехетчен йышăнаççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: