Сувар

Харăс виçӗ виле

Хусанти Уссурийск урамӗнчи пӗр харпăр çуртра июлӗн 2-мӗшӗнче харăсах виçӗ çыннăн пурнăçӗ татăлнă. Инкекӗн сăлтавӗ - наркăмăшланни. Следствирен курăннă тăрăх, çав кун çемье пуçӗ, 1958 çулхи арçын, тăкăлса ларнă каяш юпине тасатма тесе канализаци шăтăкне аннă та унтан сасартăк тухнă газа (метан пулма пултарнă) сывласа илнӗ, тăнне çухатиччен пулăшу чӗнме...

Хусанти Уссурийск урамӗнчи пӗр харпăр çуртра июлӗн 2-мӗшӗнче харăсах виçӗ çыннăн пурнăçӗ татăлнă. Инкекӗн сăлтавӗ - наркăмăшланни.

Следствирен курăннă тăрăх, çав кун çемье пуçӗ, 1958 çулхи арçын, тăкăлса ларнă каяш юпине тасатма тесе канализаци шăтăкне аннă та унтан сасартăк тухнă газа (метан пулма пултарнă) сывласа илнӗ, тăнне çухатиччен пулăшу чӗнме кăна ӗлкӗрейнӗ вăл. Çакна илтсе ăна пулăшма 32-ри ывăлӗ аннă, вăл та самантрах тăнне çухатнă. Кил хуçи арăмӗ ним тума пӗлмен енне кӳршисене пӗлтернӗ, унтан хăй те сăмси-çăварне хупламасăрах шăтăка аннă. Çăлавçăсем çитнӗ çӗре вӗсем виççӗшӗ те сывламан ӗнтӗ. Хальхи вăхăтра пулса иртнин мӗнпур сăлтавне тӗрӗслеççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: