Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хастар танкист

Танк командирне, Совет Союзӗн Геройне Семен Коновалов чăваша халалланă Миллерово… Тупă шавӗ, Вăрçă - икӗ çул. Хӗвел мар вӗри сăлтавӗ - Тăтăш çапăçу. Танк кӗрлевӗ. Шăрăх уйăх. Сӗрӗм тӗтӗмпе. Турă-Марс кунта пулас-тăк, Витӗнӗ кӗлпе. Ку вăрçа йăлт пӗтересчӗ, Пурте аллинче! Хальлӗхе… халсем çитесчӗ, Путлăхра тӗнче. …Пысăк мар тăхтав çакланчӗ. Танк...

Танк командирне, Совет Союзӗн Геройне Семен Коновалов чăваша халалланă

Миллерово… Тупă шавӗ,
Вăрçă - икӗ çул.
Хӗвел мар вӗри сăлтавӗ -
Тăтăш çапăçу.

Танк кӗрлевӗ. Шăрăх уйăх.
Сӗрӗм тӗтӗмпе.
Турă-Марс кунта пулас-тăк,
Витӗнӗ кӗлпе.

Ку вăрçа йăлт пӗтересчӗ,
Пурте аллинче!
Хальлӗхе… халсем çитесчӗ,
Путлăхра тӗнче.

…Пысăк мар тăхтав çакланчӗ.
Танк юсаç. Симун
Пӗр пăхсан вăл хăй ачаччӗ,
Пуçлăх - ячӗ ун.

Хатӗр ак - вӗçет машина -
Çапăçу каллех!
Полк малта, Ăна халь унăн
Хăвăрт çитмеллех.

Тӳпере тăри аманнăн,
Сас парса хистет.
Сăрт хыçне тăшман капланнă,
Танкӗ ав килет.

Кăшт тăрсан тухать юлхавлăн,
Кӗрлесе тепри.
Командир сăмахӗ танлă:
«Тапăнатпăр-и?!»

Туппине ак танк кăнтарчӗ
Ют тăшман çине.
Икӗ хут вăл печӗ ячӗ,
Тăкрӗ çӗмӗрсе!

Экипаж чунпа хаваслă
«Чăн та маттурсем!
Таврăпăр тепре хăватлăн,
Урнă йытăсем!»

«Халь каллех киле!» - Симунăн
Янăрать приказ.
Вӗçтерет танк урăм-сурăм,
Ертӳçи вӗт - ас.

Пӗчӗк винт таран тӗпченӗ,
КВ класс танкне.
Çур сехечӗ те иртеймӗ,
Çитӗç те полкне.

Çук… инçе кайма пулмарӗ,
Сылтăмра - çыран.
Айккинчен сасартăк тухрӗç
Аллă танк таран.

Снарядсем шав тăрăнаççӗ,
КВ чăттăрах,
Нимӗç танкӗсем çунаççӗ,
Пӗтӗм çӗр вутра!

Етресем улаç, вӗçеççӗ,
Каç пулса килет.
Танксене ватса ӳкеççӗ,
Кам шутне пӗлет?

Акă юлашки шаплатрӗ…
Тӗп-тӗлех тăрнать -
Ку вун тăххăрмӗш шартлатрӗ!
Хушăкран курнать.

Шел, вут хыпрӗ пирӗнне те -
Вут купи танкран.
Чӗррисем тухса тараççӗ -
Виççӗш улттăран.

Виççӗш - çăтмаха! Вут витӗр.
Вăрçă вăл çапла.
Нушаран тин канлӗх çиттӗр,
Вилчӗç паттăрла.

…Пытанса çӗрле утаççӗ -
Виççӗш улттăран.
Тăшман витӗр талпăнаççӗ,
Фронт енне çуран.

Выçлăх аптратса пӗтернӗ,
Хырăмпа туян.
Хирӗ хăш чухне çитернӗ,
Тыр пучах, мăян.

Çул çинче патруль тӗл пулнă,
Виç фашист - наряд,
Нимӗçе вӗсем тӗп тунă,
Пăрахса гранат.

Тепӗр кун каллех кураççӗ -
«Тигр» çул çинче... -
Нимӗçсем канса лараççӗ
Танкӗн çумӗнче.

«Хурала пӗтерӗр хăвăрт,
Пушă вăхăт çук,
- тет Симун, - Шала
кӗр шăпăрт,
Авă, уçă люк».

Самантрах ӗçсем вӗçленнӗ,
Хускалать мотор.
Фашист танкӗ йӗвенленнӗ -
Çӗн хуçа халь пур.

Кӗç колоннăна та çитрӗç.
Вырнаçсан хыçне,
Хăйсеннех тесе йышăнчӗç
Тăшмансем танкне.

Хăнкăла пек таптамашкăн,
Тытăнсан çав танк.
Нимӗçсем тинех ăнланчӗç.
Кая юлчӗç ак.

…Уçă башньăпа пыраççӗ
Шăплăха сирсе…
«Хенде хох!» - пирӗннисем теç,
Курчӗç хӗресе.

«Эпир вырăс, пӗлӗр пурте!» -
Сас парать Симун.
…Каласа парсан пурне те,
Савнăç - чăн мăнкун!

Вырăсларан Евгений турхан куçарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев