Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хăв вула, ыттисене сӗн!

(А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ). 2017 çул та вӗçленсе пырать. Çӗнӗ 2018 çула кӗресси те нумай юлмарӗ. Çитес çул Хусанта «Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа 25 çул çитет. Хаçата çак чӗрӗк ӗмӗр тăршшӗпех кашни çул çырăнса илекенсем те йышлине пӗлетпӗр сирӗн хушăра. Республика шайӗнче чăвашла тухса тăракан кăларăмшăн юбилейлă çул та эсир, хаклă вулаканăмăрсем,...

(А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ). 2017 çул та вӗçленсе пырать. Çӗнӗ 2018 çула кӗресси те нумай юлмарӗ. Çитес çул Хусанта «Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа 25 çул çитет. Хаçата çак чӗрӗк ӗмӗр тăршшӗпех кашни çул çырăнса илекенсем те йышлине пӗлетпӗр сирӗн хушăра. Республика шайӗнче чăвашла тухса тăракан кăларăмшăн юбилейлă çул та эсир, хаклă вулаканăмăрсем, пирӗнпе пӗрле пуласса, хаçатăмăра çырăнса илсе вуласса шансах тăратпăр.

Редакци çырăнакансен хушшинче акци ирттересси ырă йăлана çаврăнчӗ. Ак хальхинче те унран пăрăнас мар терӗмӗр. 2018 çулăн I çур çулӗ валли «Сувар» çырăнса квитанцисене редакцие ярса паракансене хаçатăмăртан чаплă парнесем кӗтеççӗ. Унчченхи пекех шăпа ярса вӗсене вылянтарăпăр та чи телейлисем редакци парнине тивӗçӗç.

Апла пулсан пӗр тăхтаса тăмасăр почтăна кайса çитес çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли «Сувар» çырăнăр та квитанцине редакци адресӗпе (420066, г. Казань, ул. Декабристов, 2, а/я 64) е электронлă почтăпа (suvar@mail.ru) ярса парăр. Çырура хăвăрăн ятăра, аçăр ятне, хушаматăра, адресăра тата телефон номерне туллин çырса пӗлтерӗр. Квитанцисене декабрӗн 25-мӗшӗччен йышăнатпăр.

«Сувар» хаçат кашни чăваш çемйинче пултăр, хăвăр та вулăр, çынсене те сӗнӗр.

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев