Сувар

Хăйăр мар, ирӗлет пулсан та...

Экологсем çутçанталăка варалакансемпе хӗлле те кӗрешме чарăнманни курăнать. Юр хăйăр мар, ирӗлет тесе юраман вырăна юр тăкакансене хирӗç акци пуçланă вӗсем. Çак ӗçре граждансенчен те пулăшу кӗтеççӗ. Кун пек фактсене асăрханисене Telegram, WhatsApp урлă (номерӗ 8-987-216-97-79) е экологин обществăлла приемнăйне 8 (843) 267-68-67 телефонпа, е eco.signal@tatar.ru электронлă адреспа, çаплах «Халăх...

Экологсем çутçанталăка варалакансемпе хӗлле те кӗрешме чарăнманни курăнать. Юр хăйăр мар, ирӗлет тесе юраман вырăна юр тăкакансене хирӗç акци пуçланă вӗсем. Çак ӗçре граждансенчен те пулăшу кӗтеççӗ. Кун пек фактсене асăрханисене Telegram, WhatsApp урлă (номерӗ 8-987-216-97-79) е экологин обществăлла приемнăйне 8 (843) 267-68-67 телефонпа, е eco.signal@tatar.ru электронлă адреспа, çаплах «Халăх контролӗ» системăн «экологи » пайӗнче пӗлтерме ыйтаççӗ. Шкул ачисем валли çак тӗлӗшпе «Шкул экопатрулӗ» мобильлӗ приложени те пур. Хыпара сăнӳкерчӗкпе е видеопа çирӗплетекенсене преми кӗтет.

Хальхи вăхăтра ТР Экологи министерствин инспекторӗсем вăйлатнă режимпа ӗçлесси çине куçнă. Юраман вырăнта юр тăкмалли свалка йӗркелекенсене тупса палăртас тӗллевпе çӗрле рейда тухаççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: